Ытларикун, 07.05.2024, 19:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

nullКрасноармейски ялĕнче çуралса ÿснĕ Леонид Антонов сăвăçа пирĕн районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Эпĕ те ун сăввисене час-часах вуласа тăратăп. Ман шутпа, вĕсем чун-чĕрене пырса тивекен, паянхи кун таппипе тан пыракан çепĕç сăвăсем.

Поэт 1939 çулхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Красноармейски (Малти Трак) ялĕнче çуралнă.

Эсир сăвă çырма хăçан пуçланă тесен Леонид Илларионович çапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сăвăç. Çак ырă туйăма малалла аталант ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 721 | Хăçан хушнă: 15.06.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
null
Акатуй — весенний праздник чувашей, посвященный земледелию. Этот праздник объединяет ряд обрядов и торжественных ритуалов. В старом чувашском быту акатуй начинался перед выходом на весенние полевые работы и завершался после окончания сева яровых. Название акатуй сейчас известно чувашам повсеместно. Однако сравнительно недавно верховые чуваши этот праздник называли сухат. (суха "пахота" + туйĕ "праздник, свадьба"), а низовые - сапан туйĕ или сапан (из татарского сабан "плуг"). 
После великого дня (мăнкун) чуваши начинали готов ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 901 | Хăçан хушнă: 11.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
nullНиколай Матвеевич Матвеев (литература псевдонимĕ – Николай Унгай), Чатукасси ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Выççăлкă ялĕнче çуралнă. Çĕрпÿ районĕнчи Виçикасси шкулĕнче вĕреннĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Трактористра, завхозра, бригадирта, агрономра, "Паттăр" ("Герой") коллективлă хуçалăх пуçлăхĕн çумĕнче, çак хуçалăхăн правлени председателĕнче вăй хунă. Халĕ - пенсире. 1997 çултанпа  паллă чăваш композиторĕн Ф.М.Лукинăн Чатукассинче уçнă музейĕн директорĕ.  "Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Патшалăх унăн ĕç-хĕлне Ĕçлĕх Хĕрл ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 641 | Хăçан хушнă: 09.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

nullПаян - Çимĕк. Мăнкун иртсен çиччĕмĕш эрнере чăвашсем Çимĕк кунне уявлаççĕ. Вăл вилнĕ тăвансене, хурăнташсене асăнмалли кун. Христиансен Троица ятлă уявĕпе пĕр килет.

Çимĕк ыран тенĕ чухне хĕрарăмсем вăрмана кайса эмел курăкĕсемпе йывăç тураттисене пуçтарса килнĕ. Чÿрече умне, алăк, хапха патне тирсе тухнă. Ытларах пилеш тураттипе усă курнă. Мĕншĕн тесен ĕлĕкех çапла каланă: пилеш усал вăйсене сирсе ярать, пÿрт-çурт патĕнчен хăвалать тенĕ. Чăвашсем ку йăлана пăхăннине паян та курма пулать. Çимĕк кунĕсенче пилеш тураттисемпе илемлетнĕ ялти çуртсене асăрханах ĕнтĕ эсир.

Тĕрлĕ йывăç пуххинчен хатĕрленĕ милĕкпе чун каниччен çапăнса, эмел курăкĕсен шывĕпе тасалса çăвăннă хыççăн, шап-шур çĕн кĕпе тăхăнса кĕтсе илеççĕ Çимĕк уявне чăвашсем. Вилнисене асăнмалли кунра: юхтармалли икерчĕ, кукăль-пÿремеч тата ытти тутлă çимĕç пĕçерсе хатĕрлеççĕ. ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 669 | Хăçан хушнă: 07.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
nullВиктор ДАНИЛОВ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ
Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕн отчетпа суйлав конференцийĕ пулчĕ.
Унта пĕрлĕх правленийĕн отчетлă тапхăрта йĕркелесе ирттернĕ ырă ĕçĕсем пирки унăн председателĕ Г. Л. Ефимов-Тусли каласа пачĕ. Вĕсем вара сахал мар. Акă, пĕрлĕх членĕсем çине тăнипе пĕлтĕр Çĕньял Упи ял уявне халăхшăн асра юлмалла ирттернĕ. Ялсенче тăтăшах концертсем кăтартни те хăйĕн çимĕçне парать. Çакăнта “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ те (ăна йĕркеленĕренпе 16 çул çитет) сумлă тÿпе хывать. Н. М. Никоноров ертсе пынипе пирĕн артистсем хамăр тăрăхсене çеç мар, кÿршĕллĕ районсенче пурă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 616 | Хăçан хушнă: 03.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

nullГеоргий Ефимов, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ

Фоторепортаж

Ырă йăла-йĕрке пур Упи тăрăхĕнче. Кунта паллă çынсене сума сăваççĕ, вĕсен çуралнă кунĕсене ял-йышпа пĕрле пухăнса паллă тăваççĕ. Çапла вара çак кун пуриншĕн те чăн уяв пулнипе асра юлать.

Акă, 89 киллĕ, 235 çын пурăнакан Пайсупин ялĕшĕн те çу уйăхĕн 30-мĕшĕ — шăмат кун — чăннипех те историне кĕрсе юлчĕ. Мĕнпе çыхăннă-ха вăл?
1909 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче кунта çĕр-шывăн ракета хÿтĕлевне тата тĕнче уçлăхне тĕпчес ĕçсене пĕтĕм кун-çулне панă Иван Ефимович Шашков çуралнă. Вăл — ăсчах-инженер, РФ наукипе техникин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, профессор, доктор, полковник-конструктор.
Пирĕн паллă ентешĕмĕр Пайсупинра (Мамçа) й ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 633 | Хăçан хушнă: 02.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Владимир КОНСТАНТИНОВ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ 

Упи тăрăхĕнчи /Красноармейски районĕ/ Мамçа ялĕнче нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ Иван Шашков. Ашшĕ, Ефим Абрамович, пĕчĕклех çурма тăлăх ÿссе чухăнлăх мĕнне лайăх ăнланнăскер, ывăлĕсене "пысăк” çынна кăларма тăрăшнă. Хăй 18 çул тултарсан кăна шутлама, сыпăкăн-сыпăкăн вулама тата алă пусма хăнăхнă. Çавăнпа Матвее хистесех ултă класлă шкултан /Мăн Чурашра/, каярахпа Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕрентсе кăларнă. 1915 çулхи авăн уйăхĕнче 4-мĕш класри сывлăхлă каччăсем пекех М.Шашков та хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн ăна IV тата III степень Георгий хĕресĕпе наградăланă. Тыткăнран таврăнсан 1919 çулта килĕнче шкул уçнă, унта 3 çул пĕлÿ панă. Пиччĕшĕн ырă тĕслĕхĕ Йăванпа Сантăра та кун-çул тăршшĕпех хавхалантарса тăнă. Иккĕшĕ те вĕреннĕ, тăван çĕршыва йывăр вăхăтра хÿтĕленĕ, офицера çитнĕ.

Малалла сăмахăм Иван Шашков çинчен. Шел, тăхăр теçетке тултариччен тăватă уйăх çурă мал ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1929 | Хăçан хушнă: 31.05.2009 | Рейтинг: 5.0/5 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
nullРеспубликипех тата тулайра та паллă Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе кăçал, раштав уйăхĕнче, 20 çул пулать. Çак пĕрлĕхĕн Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен премийĕпе 1990 çултан пуçласа вуншар пултаруллă çынна чысланă. Ку таранччен Нестер Янкас ячĕллĕ премине илнисен шучĕ 48 уйрăм çынна тата 13 коллектива çитрĕ. Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшине сарас енĕпе хавхалантарасси.   Нестер Янкас ячĕллĕ премин пĕлтерĕшĕ паян кун та капашсăр пысăк. Вăл литературăпа искусствăри вуншар ĕçчене чыспа хисеп кÿрсе тăрать, пултарулăха аталантарма ха ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 641 | Хăçан хушнă: 21.05.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
null240 çул каялла чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматики - «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» пичетленнĕ. Кĕнеке 608 экземплярпа Санкт-Петербургри Ăслăлах наукисен академийĕн типографийĕнче пичетленнĕ. Авторĕ - Ермей Рожанский (1741-1801) священник. 68 страницăллă чăваш чĕлхин çак пирвайхи грамматикинче 8 пуплев пайне пăхса тухнă: япала ячĕ, паллă ячĕ, местоимени, глагол, наречи, междомети тата хыçсăмах (кĕнекере ăна предлог тенĕ). Кашни пуплев пайĕпе тĕслĕх панă, вĕсене чăвашла-вырăсла словарь евĕр майлаштарса çырнă. (Пурĕ 1382 сăмах.)
Паллах, пуçласа çырнă тĕпчевре, паянхи шайпа пăхсан, çитменлĕхсемпе йăнăшсем те çук мар. Чи малтанах, чăваш чĕлхин сасă тытăмне тĕрĕс уйăрса илеймен пирки чылай сасса çырура тĕрĕс палăртайман: пĕр сас паллипех темиçе сасса е пĕр-пĕр сасса темиçе сас паллипе палăртнине асăнмалла. Тĕслĕхрен, ă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 858 | Хăçан хушнă: 19.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

null              Майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ кунĕ

              Вăрçă асапне кашниех пĕлет,
              Вăл – кашни этем чунĕнче…
              Ветерансене саламлас килет
              Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

              Вăрçă тенине кашниех сивлет,
                                        Вăл – кашни ăру юнĕнче…
                                        Ветерансене ыталас килет
                                        Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

                                        Паттăрсен ĕçне халăх ас илет,
                                        Ячĕсем – чĕре çумĕнче…
                                        Ветерансене юратас килет
                                        Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

                                        Пирĕншĕн пĕрмай пултăрччĕ тивлет,
                        ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 1113 | Хăçан хушнă: 08.05.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 57 58 59 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz