Ытларикун, 16.04.2024, 22:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çурла » 3 » БЕРЛИНТИ СТУДЕНТСЕМ ЧĂВАШЛА ВĔРЕНМЕ ТИВĔÇ
БЕРЛИНТИ СТУДЕНТСЕМ ЧĂВАШЛА ВĔРЕНМЕ ТИВĔÇ
21:57
Сăн ÿкерчĕк
nullБерлинти Ирĕклĕ университетра (Freie Universität Berlin) та чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Çак тĕлĕнмелле япала çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе эпĕ Клаус Шёниг (Claus Schönig) профессорпа тĕл пултăм. Вăл Тюркологи институчĕн ертӳçи. Ирĕклĕ университет Германи тĕп хулин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă. Хулан çак пайĕ студент сывлăшĕпе, тĕрлĕ культура сĕмĕ пуррипе уйрăлса тарать. Клаус Шёниг профессорпа тĕл пулма малтанах калаçса татăлтăм. Хăй вăхăтне шеллемесĕр вăл манпа тĕл пулса калаçма килĕшрĕ. Шёниг профессор çамрăках мар пулсан та унăн куçĕсем йăлтăртатса çиçеççĕ. Ман умра икĕ çын ларать пек туйăнать. Пĕри профессор, тепри – яланах ыйтусем паракан студент. 

- Герр профессор доктор Шёниг, сирĕн студентсенчен пĕри манăн пĕлĕш. Эсир чăвашла вĕрентни çинчен мана вăл каласа пачĕ. Çакă мана калама çук тĕлĕнтерчĕ. Тĕрĕс-и ку?

- Çапла. Эпĕ чăваш морфологипе грамматикине вĕрентетĕп, сас улшăнăвĕн саккунĕсемпе паллаштаратăп. Авалхи тĕрĕк чĕлхинчен тĕрлĕ чĕлхесем пулса кайна: чăваш, тутар, турккă, пушкăрт, казах, якут т. ыт. те. Анчах чăваш чĕлхине ытти тĕрĕк чĕлхисемпе танлаштарсан унти сăмахсем раснарах илтĕннине асăрхама пулать. Сас улшăнăвĕн саккунĕсене пĕлсен ытти тĕрĕксем те чăвашла ăнланма тата вулама пултарĕç. Эпĕ вĕрентекен студентсем чăваш челхине вĕренеççĕ.

- Эсир вĕрентекен студентсем çеç вĕренеççĕ-и? Е ытти тюркологи институчĕсенче те чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ?

- Çук. Кашни профессор хăйне валли хăй вĕрентӳ программи хатĕрлет. Эпĕ хам студентсене мĕнпур тĕрĕк чĕлхисемпе паллаштарма тăрăшатăп. Ытти институтсенче урăхла пулма пултарать. Эпĕ Майнц хулинче Бенцинг профессор патĕнче вĕреннĕ. Вăл чăвашла питĕ лайăх пĕлетчĕ. Бенцинг пекех эпĕ те тюркологи наукине ăнланма чăваш чĕлхине пĕлни кирлĕ тесе шутлатăп.

- Çак самăхсем мана, чăвашлăха юратаканскерне, питĕ савăнтарать. Чăваш чĕлхине хăш курсра вĕрентеççĕ?

- Студентсенчен чылайăшĕ гимназирен килеççĕ. Тюркологире вĕсем tabula rasa пекех. Эпир чи малтанах географипе, климатологипе паллаштаратпăр, турккă чĕлхине вĕрентетпĕр. Кайран майĕпен чĕлхесен историне вĕрентме тытăнатпăр. Студентсем вĕренӳ процессĕнче авалхи текстсемпе паллашаççĕ, вулама вĕренеççĕ. Вара тин хальхи тĕрĕк чĕлхисене вĕрентетпĕр. Вĕсен хушшинче чăваш чĕлхи те пур. Чăваш чĕлхине студентсем икĕ семестр вĕренĕççĕ.

- Студентсем мĕнпур тĕрĕк чĕлхисене вĕренеççĕ-и?

- Çук, пурне те веренме çук. Студентсем мĕнпур тĕрĕк чĕлхисене пĕлмелле. Тĕнчере 30 яхăн тĕрĕк чĕлхи пур. Вĕсем уйрăм чĕле пулаççĕ пулин те хăшĕ-пĕрисен хутла форми те çук. Тĕслĕх вырăнне Çĕпĕр тутарĕсен чĕлхине илер. Вĕсем хусанла çыраççĕ, çапах вĕсен чĕлхи питĕ расна. Хăш-пĕр чĕлхесене диалект çине пулайаççĕ. Ак пушкăртпа тутар чĕлхисем, вĕсем ĕмĕртенех çывăх челхесем пулнă. Чакатай диалекчĕ официаллă чĕлхе пулнă, пушкăртпа тутар челхисем – вырăнти диалектсем вырăнĕнче. Çакна лайăхрах ăнлантарса парас тесен Германири стандарт нимĕç челхипе бавар чĕлхине танлаштарма пулать. Баварире çав тери расна пупленипе ăна уйрăм чĕлхе теме пултарăттăмăр. Çӳрçĕрти нимĕç чĕлхи те питĕ расна. Анчах тĕрлĕ диалект пулсан та эпир, пĕтĕм Германи, пĕр нимĕç чĕлхипе калаçатпăр. Ман шутпа, пушкăртпа тутар чĕлхине ик чĕлхе çине пайлани ун чухнехи чĕлхе политикипе çыхăннă пулнă. Пĕр чĕлхерен икĕ пĕчĕкреххисем пулса кайнă. Халăхĕсем те пĕчĕкрех, прависем те сахалтарах. 

- Ăнланмалла. Студентсем турккă чĕлхине уйрăмах тарăн вĕренеççĕ пулмалла.

- Çапла. Турккă чĕлхи ытти тĕрĕк чĕлхисенчен чи сарăлни шутланать. Тата çакна манмалла мар: нумай студент тюркологи наукине кайран турист бизнесĕнче ĕçлес тесе вĕренме тытăнаççĕ. Çаванпа та вĕсене историпе, чĕлхесемпе интереслентерсе яма йывăртарах.

- Ман шутпа, чăваш тата якут чĕлхисене сахалрах тĕпченĕ. Тен, эпĕ йăнăшатăп?

- Тĕрĕсех. Çак чĕлхесене тĕпчемен мар. Тĕслĕхрен, Бенцинг. Анчах ытти тĕрĕк чĕлхисемпе танлаштарсан сахалрах тесен те юрать. Сăлтавĕсенчен пери – вĕсем ыттисенчен уйрăлса тăнинче.

- Турцире мĕнпур тĕрĕк чĕлхисене турккă теççĕ. Чăваш чĕлхи вĕсемшĕн Çuvaş türkçesi («Чăваш турккă чĕлхи») пулать. Ку ят пани тĕрĕс-и?

- Турцири çынсем авалхи тĕрĕк чĕлхисем паянхи турккă чĕлхинчен пулса кайнине ĕненеççĕ. Туркмен тата кăркăс чĕлхисем вĕсемшĕн турккă чĕлхин «шиве» (şive – пуплев, калани), диалектăн стандарт мар варианчĕ. Тĕслĕхрен, кăркăссем турккă челхинчи «йол» (yol - çул, йĕр) сăмаха «шол» тесе калаççĕ. Пĕр пĕрне ăнланма пултарнипе вĕсем кăркăссемпе туркменсем кăшт кăна йăнăш калаçнине ĕненеççĕ. Кăркăс тăрăшсан турккăла тĕрĕс калаçма пултарĕччĕ теççĕ вĕсем. Казахсемпе узбексем çинчен те çавнах калаççĕ турккăсем. Чăвашпа саха (якут) чĕлхисемпе йывăртарах. Турккăсем питĕ тăрăшсан та çак чĕлхесене ăнланма пултараймаççĕ. Çавăнпа вĕсем ансат диалектсем мар, аякран хурăнташлă чĕлхисем – диалект (lehçe).

- Эсир кунпа килĕшетĕр-и?

- Çук. Ку вăл турккăсем чĕлхене националистла ăнланни. Турккă чĕлхи ытти тĕрĕк чĕлхисенчен лайăхрах мар, начартарах та мар. Националистла çыракан чĕлхеçĕсем те сахал мар. Тĕслĕхрен Эмине Чейлан (Emine Ceylan).

- Нумай пулмасть вăл мĕн пур чăвашшăн пĕлтерĕшлĕ К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине турккăла куçарнă.

- Çапли-çаплах. Куçарни лайăх япала. Анчах куçару хыççан тăракан поэма тишкерĕвĕ тĕрĕсех мар.

- Мĕнле ăнланмалла çакна?

- Эпир малтан сас улшăнăвĕ çинчен калаçрăмăр-çкĕ. Авалхи тĕрĕк j сасă чăвашла ç пулать (yol - çул/çол). Авалхи g' - j пулать. Кайран турккă чĕлхинче kj урлă k пулать. Чăвашла вăл j юлать. (kar - юр/йур). Эмине Чейлан сас улшăнăвне хăйне килĕшнĕ пек усă курать. Анчах çакна манмалла мар: ку сас улшăнăвĕ авалах пулса иртнĕ. Мĕн пур сăмаха çакăн пек "куçарма" пулмасть. Çапах Эмине Чейлан çакна тăвать.

- Сире ăнланатăп. Анчах мана «Нарспи» поэмăна турккăла куçарни питĕ савăнтарчĕ. Тата чăваш чĕлхине тĕпчени. Ман шутпа, чи пĕлтерĕшли – тĕпчеме пуçлани. Кайран лайăхлатма, тĕрĕслеме пулать. 

- Тĕрĕс. Ку лайăх япала. 

- Герр Шёниг, эсир чăвашсемпе тĕл пулатăр-и? Камсене пĕлетĕр?

- Шел, тел пулма майсем çукрах. Тахçанах пĕр чăваш хĕрарăмĕпе калаçса курма тӳр килнĕччĕ. Эпĕ вăл чăвашла калаçнине кассета çине çырса юлтăм. Çакă чăвашла калаçма вĕренмелли кĕнеке кăларнă чух кирлĕ пулчĕ. Халь сирĕнпе калаçатăп. Шел пулин те Германире чăвашсене тупма питĕ йывăр.

- Германире чăвашсем çинчен пĕлеççĕ-и?

- Çук, нимĕçсен 99 % чăвашсем çинчен пĕрре те илтмен. Германире пурăнакансем казахсемпе узбексем камне пĕлеççĕ. Хăш-пĕрисем тувасем çинчен илтнĕ, мĕншĕн тесен тувасем хăй евĕрлĕ илемлĕ юрланипе паллă.

- Герр Шёниг, эпĕ Германире чăваш пĕрлешĕвне йеркелесшĕн. Мĕнле сĕнӳсем пама пултаратăр?

- Чи пĕлтерĕшли - çынсем. Вĕсем 100 процентлă чăвашсем пулни те кирлĕ мар. Чăвашлăхпа кăсăкланакансем пулчĕр. Сире тĕпчевçĕсем кирлĕ. Эпĕ те пулăшма хатĕр. Тĕслĕхрен, эсир йĕркеленипе тухса калаçма пултаратăп. Сире искусство çыннисемпе çыхăнмалла. Диафильм куравĕсене, пĕчĕк выставкасем йĕркелемелле т. ыт.те. Кафе е ресторан хуçипе паллашмалла. Мĕншĕн тесен пĕрлешĕвĕ ăнăçлă аталантарса ярас тесен тĕл пулу вырăнĕ кирлĕ. Тата укçа-тенкĕ енчен пулăшу пулсан пăсмасть. 

- Кирлĕ сĕнӳсем панăшăн пысăк тав сире. Сирĕн Чăваш патшалăх университечĕпе çыхăнусем пур-и?

- Çук. Малтан унта ман пĕлĕш пурччĕ, Юрий ятлă вĕрентекен. Анчах вăл Америкăна куçса кайрĕ.

- Сирĕн чăвашла кĕнекисем пур-и?

- Ман Берлинти офисра кĕнеке нумайах мар. Хăвăр та куратăр. Çапах Майнц хулинче эпĕ нумай кĕнеке пуçтартăм. Тĕслĕхрен, эпĕ «Тăван Атăл» журнал пуххи пур. 

- Хăш çулхисем?

- Совет вăхăтĕнчисем. Халь ку енпе йывăртарах пулмалла. Çакă вăл йăлтах укçа-тенкĕпе çыхăннă вĕт. Кашни кĕнекене автор хăй укçипе кăларать. Ӳнерпе ăслалахра çакă вырăнсăр!!! Малтан Совет пĕрлĕхĕнче пулнă пур япалана та пĕтернĕ. Икĕ-виçĕ çул каялла эпĕ Питĕре кайса килтĕм, Щербак профессорпа куçа-куçăн тĕл пултăм. Ăнланмалла мар, киревсĕр япала куртăм унта. Вĕсем ĕç укçине илсен те илмесен те пултараççĕ иккен. Çĕнĕ кĕнекесем, статьясем çырасси çинчен шухăшламаççĕ те.

- Питĕ пăшăрхантаракан япала ку... Герр Шёниг, Чăваш Енрен тюркологие вĕренме килес текен студента кунта мĕн кĕтет?

- Ытти факультетсенчи пекех. Ют çĕршывран килекенсен заявка памалла. Виза тата ытти çак ыйтупа çыхăннă япаласене Студент пĕрлешĕвенче ыйтса пĕлме пулать. Чăваш студенчĕсем кунта веренме килнĕ пулсан питĕ савăннă пулăттăм.

- Герр Шёниг, калаçушăн пысăк тав сире. Ăнăçу сунатăп.

Калаçаканни тата нимĕç чĕлхинчен чăваш
чĕлхине куçараканни Анатолий МИРОНОВ
2008 çулхи нарăсăн 14

Çăлкуç: «Питĕр чăвашĕсем» 


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 675 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz