Эрнекун, 29.03.2024, 12:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Авăн » 22 » АЙХИ - ТĔНЧЕ ÇЫННИ
АЙХИ - ТĔНЧЕ ÇЫННИ
23:21
Сăн ÿкерчĕк
Пĕр енчен, ытла та ансат пек, тепре пăхсан çав тери кăткăс туйăнать Геннадий Айхи тĕнчи. Ансатлăхĕ, манăн шухăшăмпа, вăл пирĕн хушăранах - чăваш ялĕнчен, унăн вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнчинчен - тухнăран пулĕ. Кăткăслăхĕ вара - эпир ăнланса çитерейменнинче, ăс-хакăлĕпе, шухăшлавĕпе пирĕнтен самай çÿллĕ картра тăнинче. Вăл - чăваш. Çав вăхăтрах ăна поляк та, акăлчан та, француз та: “Айхи - пирĕн”, - теме пултарать. Вăл - тĕнче çынни. Апла чăваш - тĕнче хуçи? Шăпах çав тĕнче хуçине иккĕмĕш уйăх чыслать те Чăваш Ен. Вăл çеç те мар. Каллех - тĕнче.

Авăн уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче “Геннадий Айхи: литературăпа ÿнер традицийĕ тата неоавангард” ятпа иртнĕ ăслăлăх практика конференцийĕ чыславăн тĕп шăнăрĕ пулчĕ. Унта хутшăнса Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, чикĕ леш енчен те докладсем ярса панă. Вĕсем, паллах, каярах ятарлă кĕнекере кун çути курĕç. Шупашкара вара хальхинче филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççей патшалăх гуманитари университечĕн профессорĕ Ю.Б.Орлицкий, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççей ăслăлăхĕсен академийĕн вырăс чĕлхин институчĕн центр ертÿçи Н.А. Фатеева, асăннă институтăн ăслăлăх аслă сотрудникĕ О.И.Северская, Арсен Мирзаев поэт /Санкт-Петербург/, Воронеж патшалăх университечĕн доценчĕ А.А. Житинев, Раççей халăхсен туслăхĕн университечĕн вырăс тата чикĕ леш енчи литература кафедрин аспиранчĕ М.В.Ганин, ытти ăсчах, çавăн пекех Геннадий Айхин мăшăрĕ Г.Б.Куборская-Айхи килсе çитнĕ. Конференци умĕн пĕр кун маларах вĕсем поэтăн тăван ялне - Патăрьел районĕнчи Çĕньяла - кайса килнĕ, ял çыннисемпе, шкул ачисемпе тĕл пулнă тата, паллах, Геннадий Николаевичăн вил тăприне пуç тайнă.

Ăслăлăх практика конференцине институт директорĕ В.С.Григорьев уçрĕ. Валерий Сергеевич Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи ячĕпе институт тăвакан ĕçсемпе паллаштарчĕ, инçетрен çитнĕ хăнасене сумлă поэт çуралнă çĕршывра хăйсене хăтлă туйма сунчĕ.

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И.Глухов, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ М.Н.Краснов, ЧР вĕрентÿ, çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В.В.Алексеев, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ С.Л.Павлов конференцие хутшăнакансене саламласа сăмах каларĕç, Геннадий Айхи пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç.

Вулаканшăн çапах та поэтăн чи çывăх çыннисен аса илĕвĕсем кăсăклă пулĕç.

Поэтăн йăмăкĕ Е.Н.Лисина çыравçă тетĕшне ку таранччен лайăх пĕлнĕ тесе шухăшланă.

Хăй йăнăшнине акă мĕнле сăлтавлать-ха: “Кăçал аллăма тетен дневникĕсем лекрĕç. 12 çулта чухнех çырма пуçланă вăл вĕсене. Шăрçаласа пынă йĕркесенче мĕн çинчен кăна каласа кăтартман пулĕ? Мĕн чухлĕ çĕнни ман валли. Педтехникумра вĕреннĕ вăхăтра апат çиме панă укçипе кĕнекесем туянни, 1946 çулта ачасемпе хăй çырнă пьесăна лартни, чăваш писателĕсемпе поэчĕсемпе çыру çÿретни, вĕсем ăна мĕнле йышăнни, хисеплени - пурте-пурте кăсăклă маншăн. Ăна çĕнĕ куçпа хакланă пĕрремĕш очерк “Хыпар” хаçатра кун çути курчĕ ĕнтĕ. Кун пек тете пулни - телей. Вăл юнашар çук текех. Çапах час-часах канашлатăп унпа, çак лару-тăрура эсĕ мĕн тунă пулăттăн-ши тесе ыйтатăп”.

Г.Б.Куборская-Айхи те мăшăрĕ пирки ыррине çеç каласа кăтартрĕ. 1967 çултанпа пĕлнĕ вĕсем пĕр-пĕрне, 1986 çулта пĕрлешнĕ. “Эпĕ нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕччĕ, - тет Галина Борисовна. - Геннадий Николаевич манран куçаруçă туса хучĕ, поэзипе çывăхлатрĕ. Мĕнле тăрăшуллăччĕ вăл. Француз чĕлхине вĕренес тесе мĕнле нушаланчĕ. Усси пулчех. Чаплă поэтсен хайлавĕсене французла вуланипе пĕрлех вырăсла, чăвашла куçарма пуçларĕ. Тăван ялне чунран юрататчĕ. Чăваш юррисене киленсе итлетчĕ. Çаксене курнă, туйнă май эпĕ ăна ытларах та ытларах ăнланма пуçларăм. Вăл кайрĕ, анчах ĕçĕсем юлчĕç. Сăввисене вуланă, пичете хатĕрленĕ май унăн ăшшине халĕ те туятăп”.

А.П.Хусанкай та çывăх пулнă Айхишĕн. Геннадий Николаевич унăн ашшĕпе те - Чăваш халăх поэчĕпе Петĕр Хусанкайпа - туслă пулнă. Асăннă конференцие Атнер Петрович витĕмĕпе хатĕрленĕ. Чыслав-конференци ячĕпе чикĕ леш енчен килнĕ саламсемпе Атнер Хусанкай паллаштарчĕ. Акă Познаньрен /Польша/ Эдвард Бальцежан янă çыру: “Питĕ шел, эпĕ сирĕн пата пыраймастăп, Айхи фестивальне хутшăнаймастăп. Авăн уйăхĕн 18-22-мĕшĕсенче манăн тепĕр конференцие хутшăнса ертсе пымалла. Çак ăслăлăх предприятийĕсен тăванлăхĕ шухăшлаттарчĕ. Эсир Айхи пултарулăхĕн нумай чĕлхелĕхĕпе тата культурăри çыхăнăвĕпе кăсăкланатăр, эпир - куçару тытăмĕнчи культурăпа...

Поляксен Айхийĕ! Çапла каланине илтме питĕ кăмăллă.

Унăн пултарулăхне XIX ĕмĕрти поляк сăмах ÿнерĕн ăсти Камиль Ципиран Норвид пысăк витĕм кÿнĕ. Çакăн пирки Геннадий хăй те темиçе те каланă. Çапла эпир чăваш, вырăс Айхире поляксен сĕмĕ пулнишĕн хĕпĕртетпĕр”.

Акă тепĕр çыру. Унăн авторĕ - шотланд поэчĕ Питер Франс.

“Хисеплĕ Атнер!

Сирĕн ятпа “Юлташ ĕмĕлки” чун халалне ярса паратăп. Ăна тин çеç, Çурçĕр Шотландирен таврăнсан, çырса хутăм. Пĕлместĕп, кирлĕ пулĕ-ши вăл сире?

Сирĕн Питерĕр”.

* * *

“Гена, пирĕн тĕл пулусене, калаçусене аса илсе, çырусене вуласа сан пирки, эсĕ Шотландире пулни çинчен шухăшлатăп. Эсĕ кунти пĕр утрав çинче тĕпленме ĕмĕтленеттĕн. Эпир тинĕс хĕрринче, пирĕн эрăчченхи виççĕмĕш пин çуллăхри пысăк чулсен умĕнче, чарăнса тăтăмăр... Санăн çак йĕркÿсем пуçа пырса кĕчĕç:

время - одно - лишь одно: 

говорить о простом

повторяясь пылающим кругом!

Сана хисеплекен Питер”.

Америкăран тата Джеральд Янечек композитор хыпар янă.

Вăл Геннадий Айхин ентешĕсене, тус-юлташĕсене саламланă, конференцие ăнăçлă ирттерме суннă. “Шупашкарти, Чăваш Енри тĕл пулусене, экскурсисене ăшшăн аса илетĕп, - тенĕ поэтăн инçетри тусĕ. - 1997 çулта пулнăччĕ унта. Тĕнчене Айхисĕр йышăнма пултараймастăп, унсăр питĕ тунсăх, кичем”.

Палăртса хăварар: Айхи тата Янечек “Утро в Переделкине” юрă çырнă. Шăпах çав кĕвве итлерĕç те конференцие хутшăнакансем.

Конференцин пленарлă ларăвĕнче филологи ăслăлăхĕсен докторĕсем Г.А.Ермакова /Шупашкар/ “Айхи ХХ ĕмĕрти анăç тата тухăç литературисен çыхăнăвĕнче” тата Ю.Б.Орлицкий /Мускав/ “Геннадий Айхин сăвă поэтикин гетероморфноçĕ” докладсем турĕç.

Ун хыççăн секцисене пайланса ĕçлерĕç.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 629 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz