Ытларикун, 23.04.2024, 14:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 13 » ÇИÇĔМ АН ÇИÇТĔР ÇЕМЬЕРЕ...
ÇИÇĔМ АН ÇИÇТĔР ÇЕМЬЕРЕ...
18:42
Сăн ÿкерчĕк

Темшĕн халăхра çемье вучахне хĕрарăмăн упрамалла, çемьери «çанталăк» та пĕр унран кăна килет текен шухăш сарăлнă. Анчах çаплах-ши? Çемье лавне пĕччен мар, иккĕн туртмалла теççĕ-çке-ха, апла-тăк «çанталăк» мĕнле пуласси арçынран та килет. Паян эпир хамăр страницăра упăшкана та «пурăнма» вĕрентесшĕн. Унăн мĕн асра тытмалла-ха?
1. Хĕр чухне хĕрĕх тус, авланиччен аллă теççĕ, апла авланиччен санăн та чун савнисем пĕрре мар пулнă. Анчах кун çинчен арăма мĕншĕн пĕлтермелле?
2. Арăм ачана мĕнле воспитани пани, кил-çурта мĕнле тытса пыни питех килĕшмест пулсан, шыв сыпнă пек ан çӳре, пĕрле ларса сасă хăпартмасăр лăпкăн калаçăр.
3. Арăм ытла мăнтăрланса е ырханланса кайни çинчен вара кашни кун аса илтерме ан васка. Ун вырăнне вăл мĕншĕн мăнтăрланса е çӳхелсе кайнин сăлтавне ăнланма тăрăш.
4. Ĕçри хĕрарăм сирĕнпе куç хĕсмелле вылянине те арăм пĕлмесен лайăхрах. Унсăрăн аçа çиçĕм çиçесси инçе мар.
5. Ĕçри йывăрлăх, кăмăлсăр лару-тăру пулчĕ-тĕк, çакна арăмпа çийĕнчех сӳтсе явсан аванрах пулĕ. Лайăх арăм упăшкана яланах ăнланма, йывăр вăхăтра пулăшма хатĕр вĕт.
6. Çемье бюджечĕ – çветтуй япала. Çавăнпа хĕрринчен кĕрекен укçана арăмран пытарсан, каçарасса ан шутла. Çавăнпа тĕрĕсне тӳрех кала, укçине алăран тыттарсан тата лайăхрах.
7. Тепĕр тĕп правило: арăмна мĕнле юратнине кашни кун пĕлтер.
■ Ирина КУЗЬМИНА.
хатĕрленĕ.
 

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 577 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz