Эрнекун, 29.03.2024, 00:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 19 » ĂÇТАН ТУХНĂ ЧĂВАШСЕМ? 1 ПАЙ
ĂÇТАН ТУХНĂ ЧĂВАШСЕМ? 1 ПАЙ
20:00
Сăн ÿкерчĕк
(Яков Кузьмин-Юманадипе Павел Кулешовăн «Чăваш этногенезĕ» кĕнекинчен)
Çак ыйту çине хальхи вăхăтра ăсчахсем тĕрлĕрен хурав параççĕ. Ытларахăшĕ, паллах, чăвашсем авалхи тĕрĕксенчен тухнă, вăхăтĕнче вĕсене пăлхарсем тесе чĕннĕ тесе ăнлантараççĕ. Хасарсенчен тухнă текенсем те пур. Хăшĕсем чăвашсене авалхи шумерсен йăхĕ тесе çирĕплетеççĕ, теприсем чăвашсен тымарне авалхи этруссксенче, тата теприсем Алтайра, хăшĕсем монголсенче шыраççĕ. Африкăран – Египетран, Америкăран тухнă текенсем те пур. XIX ĕмĕрте пĕр паллă мар автор хăйĕн сăввинче (çак хайлава чăвашла çырнă пĕрремĕш сăвă теме пулать) ак çапла çырать:
« ... Халĕ дьяксем ыйтаççĕ, 
Çтан чăвашсем каяççĕ?
Эпир чăваш, татах чăваш, 
Тутар пирĕн хурăнташ».
Тĕрĕссине ăçтан суйласа илĕн ку шухăшсем хушшинче? Паянтан эпир вулакансене тĕпчевçĕсен пĕр версийĕпе паллаштарма тытăнасшăн. Паллах, тĕрĕсех тесе калас килмест ку шухăша. Унта чăвашсен историйĕнчи чылай тапхăра кăларса пăрахнă пек туйăнать. 
Вĕсене хунсем тесе калани те иккĕленӳллĕ. Паллах, монгол юнĕ пурах ахăр вĕсенче. Анчах çурмалла çеç. Авалхи сăмахсем (хуняçа, хуняма, хунь, хуняка, хунчăка) чăвашсем хунсенчен пулса кайнинех çирĕплетеймеççĕ. Тахçан авал чăвашсен мăн аслашшĕсем таçтан аякран (хĕрарăмсемсĕр) килсе монгол хĕрарăмĕсене качча илсе унта пурăнма юлни çинчен çеç калать ку тĕслĕх. Чăвашсем часах каллех çула тапранса кайни те вĕсем халиччен урăх вырăнта пурăнни çинчен калать. Анчах ăçта? Çакăн çинчен Юманадипе Кулешов кĕнекинче нимĕн те асăнман. Çавах та чăвашсен мăн аслашшĕсен икĕ пин çулхи пурнăçне тĕплĕн тĕпченĕ унта. Хăшĕ ку тĕпчевре тĕрĕс, хăш шухăш иккĕлентерет, çирĕплетсе калама йывăр. Авторсем кĕнекене Хусан пин çуллăхне халаллани те шухăша ярать. Çавăнпа та малалла çырнине тепĕр гипотеза пек йышăнма сĕнетпĕр.
Евгений ТУРХАН.
Камсем вĕсем, 
хасарсем?
Чăвашсем хасарсенчен тухнă тени нимĕн те каламан пекех пулса тухать, мĕншĕн тесен вĕр-çĕнĕ историлле кăтартусем хасар халăхĕ тĕнчере пулман, Хасар çĕршывĕ çеç пулнă, унта тĕрлĕрен халăх пурăннă тесе çирĕплетеççĕ. Çакна ăнланмасăр чылай историксемпе археологсем çĕршер çул çак пулман халăх йĕрĕсене шыранă. Авалхи авторсемех кун пек халăх çук тата нихăçан та пулман тесе тахçанах асăрхаттарса хăварнă. Сăмахран, араб географĕ тата çул çӳревçи ибн Хаукаль çапла çырса хăварнă: «Хасар çинчен калас пулсан ку вăл çĕршыв ячĕ, унăн тĕп хули Итиль ятлă». Аяларах вăл çапла хушса çырнă: «Ку вăл халăх та, çынсен ячĕ те мар». Аль Истахри те хăй çырса хăварнисенче çакнах çирĕплетет: «Хасар вăл климат ячĕ» тесе çырать вăл. Ал çырăвĕн фарси чĕлхинчи вариантĕнче çапла хушса хурать: «Ку вăл Итиль ятлă тĕп хулапа унăн облаçĕн ячĕ». Аль Бекрипе Махмуд Кашгари те «Хасар» çĕршыв ячĕ тесе çырнă. Анчах та вăтам ĕмĕрсенчи тата чи çĕнĕ литературăра та «хасар» ятра паллă халăха курнă. Тĕрĕссипе вара «хасар» авалхи перс чĕлхинче Каспи тинĕсне пĕлтернĕ. Иран чĕлхиллĕ халăхсем ăна халĕ те хасар е дарьйе, е хасар тесе чĕнеççĕ, çак ăнланăва Каспи тинĕсĕпе ун таврашĕнче пурăнакан халăхсемпе çыхăнтараççĕ. Азербайджанецсем вара «хасар» тесе çынсене, тата çавăн пекех Каспи тинĕсĕ енчен вĕрекен çилсене те калаççĕ. Авал, Каспи тинĕсĕн тăрăхĕнче тĕрлĕ этника халăхĕсем пурăннă чухне, «хасар» е «Каспи тинĕс çыннисем» тесе Кавказ тăрăхĕ çине тапăнакан куçса çӳрекен халăхсене, вĕсен этникине пăхмасăрах каланă.Ку енĕпе илсен «хасар» – Каспи тинĕсĕн çурçĕр тăрăхĕнче хăçан та пулин пурăннă халăхсен пĕрлештернĕ ячĕ.
Пирĕн ĕмĕр пуçланиччен «хасар» тесе Каспи тăрăхĕнче пурăннă, Кавказри халăхсем çине час-часах тапăннă скифсемпе сарматсене каланă.
Перси эпосĕ «Шах-Намэ» Лорасп шах вăхăтĕнчех, урăхла каласан пирĕн ĕмĕрччен 450-мĕш çулсенче хасарсем Кавказ тăрăхне тапăнни çинчен каланă. Грузи хроникисенче пирĕн эрăчченхи VII ĕмĕртех хасарсем тапăнни çинчен çырса хăварнă. Пирĕн эра пуçламăшĕнче Дагестан сармачĕсен – барсил е басл йăхĕсенчен пĕрне «хасар» ятпа чĕнни паллă. Барсилсем Кавказ тăрăхне тапăнса кĕни пирки армянсем иккĕмĕш ĕмĕртен пуçласа çырма пуçлаççĕ. Мовсес Хоренаци вĕсем 193 тата 213 çулсенче тапăнни çинчен çырать.«Армени историйĕ» кĕнекере Вахаршак патша вăхăтĕнче «хасарсемпе баслсен эшкерĕсем пĕрлешсе, Джор хапхи урлă килсе унăн тепĕр енне саланни çинчен каланă. Мовсес Каганкатваци «Агвансен историйĕ» кĕнекинче хасарсем Армени çĕрĕ çине Шапур патша (309-380çç.) вăхăтĕнче тата 552 çулта тапăнса кĕни çинчен çырать. Çавăн пекех Персире Кавад шах пуç пулнă вăхăтра (482-531çç.) барсил-хасарсем Джурзан (Грузи) тата Арран (Кавказри Албани) çĕрĕсене тытса илни çинчен калани пур. Барсилсем хыççăн Хасар çĕрĕнче кунта килсе тухнă икĕ йăхăн – савирсемпе хунсен пĕрлештернĕ вăйĕсем хуçаланма тытăннă. Европăра вĕсене пĕтĕмĕшле ятпа – хунсен акацирĕсем тесе чĕннĕ. Çак икĕ йăхран малтан савирсем пысăк активлăх кăтартнă. Вĕсем йышлă пулнă пĕр вăхăт Иран е Византи майлă пулса çак икĕ пысăк çĕршыв хушшинчи вăрçăсене легионерсем пулса хутшăннă. Каярах регионта хасар хунĕсем вăй илнĕ, Кавказра вĕсене хун-хасарсем тенĕ. Тĕрĕксен Хĕвел анăç каганачĕ йĕркеленсен Хасарта тĕрĕк-хасарсем курăнма пуçланă,чылай вăхăт кунта хун-хасарсемпе пĕрле хуçаланнă.
XI-XII ĕмĕрсенче «хасар», тĕрĕсрех, «дешт-ы-хасар» тесе Каспи тăрăхĕнчи кăпчаксене, темиçе хутчен Кавказ çине тапăннăскерсене те каланă. Вĕсем хыççăн «хасар» е «хасарети» тесе Каспи тухăçри çыранне пырса тухнă, кайран Афганистана куçса кайнă этникăлла монголсене те каланă. Каспи тăрăхĕнчи халăхсене «хасар» тесе чĕнме вĕсем куçса çӳреме пăрахса çĕр çине тĕпленсе ларсан, Кавказ çине тапăнма пăрахсан çеç пуçланă. Хасар каганачĕн чи юлашки çулĕсенче унта «хасар» ятпа пĕр вăхăтрах виçĕ этнос пурăннă: тĕрĕк-хасарсем, хун-хасарсем тата хасар еврейĕсем. Çавăнпа та çапла ыйту тухса тăрать: тĕрлĕ этникăлла хасарсенчен хăшĕсем чăваш халăхне пуçарса яраканĕсем пулса тăраççĕ?
(Малалли пулать.)

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 974 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Чăвашсем | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz