Шăматкун, 20.04.2024, 02:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕн синкерлĕхне пĕрисем вăл Остер тапхăрĕнче /П.Бекшанский/, теприсем вара татах та маларах - Шупашкар тапхăрĕнчех /Н.Рубис/ - пуçланнă тесе шутлаççĕ. Маншăн юлашки шухăшĕ тĕрĕсрех пек туйăнать.
Аса илер-ха поэтăн вилес умĕн хайланă сăввисене. Вĕсенче кашнинче пекех инçетри тăван çĕршĕн тунсăхлани, уншăн пăшăрханни-кулянни сисĕнет. "Паянтан” сăвăран:

Асап тăвĕ çине çар уран
Çĕршыва çавăтса илсе карĕç.
Шупашкар хÿмисен юнлă тарĕ
Çĕмĕрнĕ чĕремре паянтан.

Поэт куçĕ умне Остер таврашĕнче те Шупашкар хÿмисем курăннă. Чăвашсем чул хÿме тесе тĕрмепе ун картине ытарлăн палăртнă. Юнлă тар тени вара тĕрмере ларакансен суран юнĕпе асап тарĕ тенине пĕлтерет. Эппин, тĕрмере ларнă вăхăт сăвăç чĕрине ĕмĕрлĕхех сусăрлатса хăварнă, унăн синкерлĕхĕ шăпах çав пулăмпа çыхăннă тени чăнах та тĕрĕсрех темелле.
Çĕршыва Асап тăвĕ çине камсем илсе кайнине "Или! Или! Лама савахвани!..” сăвăран пĕлме пулать:

Таврара хурахсем ахăраççĕ,
... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 617 | Хăçан хушнă: 22.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче районти халăх пултарулăх çуртĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа "Хĕвеллĕ пурнăç юрăçи" литература каçĕ иртрĕ. Уява хатĕрленсе районти централизациленĕ вулавăш ĕçченĕсем "Çĕн чăвашăн çĕн поэчĕ" курав йĕркеленĕ.
Уява С.А.Гурьева вулавăш ĕçченĕ уçрĕ. Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, унăн тĕрлĕ енлĕ тата çиçсе тăракан таланчĕ пирки Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, аслă категориллĕ учитель, Раççей Федерацийĕн  пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премийĕн лауреачĕ З.П.Михайлова каласа кăтартрĕ.
Уява хутшăнакансем "Поэт пурнăçĕ, поэт сасси", «Çеçпĕл Мишшин поэзи тĕнчи», "Çеçпĕл Мишши сăнарĕ - искусствăра" мультимедиллĕ презе ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 648 | Хăçан хушнă: 22.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
 1. Пĕтĕмĕшле йĕрке
 Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет.
2. Конкурс тĕллевĕсем
• Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси; 
• Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси; 
• Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси.
3. Конкурса хутшăнакансем
Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шку ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 582 | Хăçан хушнă: 19.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пичче — Филипп Андреев çыравçă — тăхăр вуннă тултарчĕ. Чи асли вăл çемьери тăхăр ачаран. Халь пурăнаканнисенчен пичче тата эпĕ кăна тăрса юлтăмăр. Филипп Андреевич манран 21 çул аслă. Апай мана 43 çулта çуратнă. Аппасем иккĕшĕ, Лизăпа Тоня, Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă. Юля Красноармейскинчи столовăйĕнче поварта ĕçленĕ .
  Пичче, вуннăри ача, Мамçари пуçламăш шкулта тăватă çул вĕреннĕскер, 1933 çулта Упири кĕçĕн вăтам шкулта пĕлÿ пухрĕ. Ăна кунта чăваш чĕлхипе литературине Василий Спиридонович Спиридонов учитель вĕрентнĕ.
"Акă эпир хамăр класпа сцена çинче концерт кăтартатпăр. Эпĕ маларах тухса тăратăп та С. Элкер çырнă сăвва пăхмасăр калатăп. Каярах пирĕн пата В. Спиридонов вĕрентекен хăпарчĕ. "Маттур, сăвва лайăх каларăн”, — тесе çурăмран лăпкарĕ, — çапла çырнă пичче район хаçатĕнчи "Сакăлталлă пурнăç çулĕпе” статьяра. — Ăшă кăмăллă, ырă чунлă учительпе тĕл пулма тÿр килнишĕн халь савăнатăп”.
çуллахи вăхăтра яш-кĕрĕм вăйă картине пухăнса сав ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 626 | Хăçан хушнă: 18.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн поэзи секцийĕн иртнĕ ларăвĕнче "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине килнĕ сăвăсене тишкерчĕç. Ку ыйтупа секци ертÿçи Леонид Антонов поэт тухса калаçрĕ.
— Кам унччен çырнă, çавсемех пичетлеççĕ хăйсен сăввисене райхаçатра, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне Леонид Илларионович. Шанчăк паракан çамрăк авторсем çукки питĕ пăшăрхантарать. Шкулсенче литература кружокĕсем ĕçлеççĕ-ха, сăвă кружокĕсене те ирттереççĕ. Анчах пахалăхĕ пирки шухăшласах каймаççĕ…
— Юлашки вăхăтра редакцие ярса панă сăвăсене пăхса тухнă май, çакна та палăртрĕç: алă хумасăр-тĕкĕнмесĕр, юсаса илемлетмесĕр нихăш сăвва та пичетлеме май çук — поэзи шайĕнче мар вĕсем, сăнарлă та ытарлă шухăшлисем сахал. Сăвăсенче лирика курмастпăр. Авторсен тавра курăмĕ пĕчĕк.
çакăнпа пĕрлех хăй вăхăтĕнче республика шайĕнче палăрнă çамрăк ентеш-сăвăçсем пирки ырласа калаçрĕç. "çĕнĕ ятсем уçатпăр” ярăмпа тухакан сăвăсен пуххинче пирĕн районти Алманчран харăс ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 624 | Хăçан хушнă: 18.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Эпир ăна унăн "Чĕмпĕр çути” повеçĕ, "Атте килĕ”, "Тайга кашлать”, "Тухăçри тапă” поэмисем тата "Тухăçран хăпарать шурăмпуç” романĕ тăрăх ытларах пĕлетпĕр. Малтанхи калавĕ "Сунтал” журналта пичетленнĕренпе çитмĕл пĕр çул çитрĕ. çавăнтанпа вăл вулакансене чылай кĕнекесемпе савăнтарчĕ.
Кĕрекаç ялĕнче çуралса ÿснĕ Филипп Андреев ентеш-çыравçăна сума суса, Упири вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Вера Вениаминовна Васильева тăрăшнипе, пĕрлештернĕ литература урокĕ ирттерчĕç. Унта хутшăннă ачасене çыравçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, творчествăри пултарулăхĕ çинчен тарăннăн каласа пачĕç, электронлă майпа хатĕрленĕ сăн ÿкерчĕксемпе çыравçă хăй аса илсе çырнисене кăтартрĕç. çыравçăн кĕнекисенчен тата хаçат-журналта тухнă хайлавсен ярăмĕсенчен курав йĕркелерĕç.
Тĕл пулăва Филипп Андреев хăй килеймерĕ. Вăл Шупашкарта пурăнать. Питĕ шел, шалкăм çапнине пула тухса çÿреймест. çапах та ăна йыхрав панине пĕлсен — ватă çыравçă чунтан савăннă. Унччен вăл тăван ялне кил ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 697 | Хăçан хушнă: 18.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çĕршывра иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн халăх йышлă пурăнакан регионсенче чăвашла хаçатсем тухма пуçланă. Пушкăртстанра "Урал сасси”‚ Тутарстан Республикинче "Сувар”‚ Чĕмпĕрпе Самар‚ Тюмень облаçĕсенче "Канаш”‚ "Самар ен” ‚ "Тăван”‚ Санкт-Петербургра "Питĕр чăвашĕсем” кăларăмсем. Вĕсем пурте тăван чĕлхене‚ культурăна‚ историе çухалма парас мар‚ çитес ăрусем валли упраса хăварас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. 
Акă Чĕмпĕрте пурăнакан йăхташăмăрсем те паллă пулăм кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кĕçех "Канаш” хаçат тухма пуçланăранпа 20 çул çитет. Асăннă кăларăм редакцийĕпе эпир‚ "Урал сасси” ĕçченĕсем‚ хамăра хумхантаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явса‚ канашласа ĕçлетпĕр. Пирĕн хушăри туслă çыхăну çултан çул çирĕпленсе пырать. Вулакансене "Канаш” хаçат историйĕпе‚ паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма сĕнетпĕр.

Чăвашсемшĕн Чĕмпĕр - сăваплă çĕр. Кунта 1868 çулта И. Я. Яковлев чăваш çырулăхне йĕркеленĕ‚ пĕрремĕш чăваш шкулне уçнă. Çак пĕлÿ çуртĕнче чăваш кĕвви‚ ÿнерĕ‚ наукăсем‚ театрĕпе опе ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 689 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

«ВИЛĔМЕ ХĂЙСЕМ ЧĔНМЕÇÇĔ ХУРÇĂ ШАНЧĂКЛĂ ÇЫНСЕМ...»

Çеçпĕле сума суса
Пурнăçра кашни хăна çав.
Шăпине кура çынна
Тепĕр чух мĕскер кăна-ши
Кăтартмасть çак самана?
* * *
Революци кĕр кĕрлерĕ
Аслатиллĕ сасăпа,
Кашнинех куçран хистерĕ:
– Эй, кала-ха, эс кампа?
Çиçĕм çиçрĕ, çĕр чĕтрерĕ,
Кунĕпе те çĕрĕпе.
Аçтаха пуçне çĕклерĕ,
Тавлашать çут тĕнчепе.
Пĕлĕтсем хура, синкерлĕ,
Чараймастăн тăвăла,
Тӳпене чăваш тинкернĕ,
Шухăшлать: мĕн тумалла?
Нишлисемшĕн кирлĕ хӳтлĕх
Ураран ӳкериччен.
Е тата: кам самăр ӳтлĕ,
Çавă шиклĕрех иккен. ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 603 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Остер хулине номерĕ çине 21 çырса хунă автобус пырса кĕнĕ кун сивĕ çумăр иртенпе пĕрĕхетчĕ. Кăçал августăн 7-мĕшĕнче пулса иртрĕ çакă. Пахча картисенчен туратти-тураттипе ĕлкĕрнĕ груша, абрикос усăнса анать, тăм пӳртсен пĕчĕк кантăкĕсем Гоголь калавĕсенчи Украинăри пейзажа куç умне кăлараççĕ. Десна юхан шывĕ тулли шывлă, вăл çак авалхи хулана хăйне евĕр илем кӳрсе тăрать.
Ĕç кунĕ пулсан та çынсăр пек туйăнчĕ пысăках мар хула, калăн, эпир килессине сиссе тарса-çухалса пĕтнĕ. Пурнăç чарăннă пекех туйăнать. Украина черетлĕ суйлав умĕн шăплăхра вăй пухать тейĕн...
КАМА КИРЛĔ?
Украинăра, Остер хулинчи çынсем хушшинче Çеçпĕл ята пĕлекенсем нумай. Ятне астăваççĕ те, хăйне маннă ĕнтĕ. Çакăнта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă поэта вырăнти музейре кăна сума сăваççĕ. Мĕнпе танлаштарма пулать-ши çакна? Ленинпа пулĕ. Чĕлхере пур унăн ячĕ, ĕçĕсем вара пĕчĕккĕн манăçа тухаççĕ. Иртнĕ саманапа пĕрле вăл ятсем те, маларах пĕр çĕршывра пурăннă халăхсем хушшинчи туслăх та майпен ирĕлс ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 638 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Анат Камăра чăваш гимназийĕ уçăлнăранпа кăçал 10 çул çитрĕ. Юбилее ноябрь уйăхĕнче анлăн палăртма йышăннă. Чăваш гимназийĕ халĕ Раççейĕпех паллă шкул. Вăл уçăличчен хулара чăваш вырсарни шкулĕ (1991 çулта ноябрĕн 24-мĕшĕнче Тутар вырсарни шкулĕн филиалĕ майлă йĕркеленнĕ) ĕçленĕ. Чăваш вырсарни шкулĕ 1996 çулчченех ятне улăштарман, 1996 çултан пуçласа 1998 çулччен вара – «Чувашская школа гуманитарно-эстетич еского профиля», 1998 çултан пуçласа 2000 çулччен «Чувашский центр внешкольной работы» ятпа çӳренĕ. 1999 çулта гимнази уçăлсан та вăл 2000 çултан пуçласа «Центр искусств и народных ремесел» ятпа 2008 çулхи сентябрь уйăхĕччен ĕçлерĕ. 1991 çул вĕçĕнче ĕçлеме пуçланă чăваш вырсарни шкулĕ гимнази уçма никĕс пулса тăчĕ.
Мĕнле ĕçлеме пуçланă-ши чăваш вырсарни шкулĕ? Малтанхи утăмĕсем мĕнле пулнă-ши унăн? Пирвайхи вĕрентекенĕсем камсем-ши?
1989 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Анат Камăра чăваш ентешлĕхĕ йĕркеленет. Вун ултă чăваш пĕрремĕш хут «Уралочка» павильонра ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 630 | Хăçан хушнă: 13.11.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 51 52 53 54 55 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz