Тунтикун, 29.04.2024, 02:59
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 1994 çул

Михаил Васильевич Дмитриев композитор
[ ] 11.05.2009, 14:21
Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, харпăр хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен кĕввисене районти, республикăри ĕç çыннисем хушшинче анлăн сарнăшăн панă (1994).
Вăл Шупашкар хулинче ҫуралса ӳснӗ. 1975 ҫулта Ф. Павлов ячӗллӗ музыка учили­щине баян класӗпе вӗренсе пӗтернӗ, хӑйӗн ӗҫ биографине Красноармейскинчи музыка шкулӗнчен пуҫланӑ. Пӗр вӑхӑтрах районти культура ҫуртӗнче те аккомпаниаторта ӗҫленӗ. 1977 ҫулта Михаил Ва­сильевич районти "Сельхозтех­ника" пӗрлешӳ ҫумӗнчи вокалпа инструментсен ансамбльне йӗркеленӗ. Ӑна 10 ҫул ертсе пынӑ. Ертÿҫӗ кӗвӗ тӗнчине юратнипе, ӑна тӑрӑшса атлантарса пынипе ансамбль кӗске вӑхӑтрах пысӑк ҫитӗнусем тума пултарнӑ. Хӑйӗн таланчӗпе вӑл район ҫыннисене ҫеҫ мар, ун тулашӗнчисене  те тӗлӗнтернӗ. 1983 ҫулта республикӑри "Шӑран, юрӑ"телефестивальте вăл ертсе пыракан коллектива ялти ансамбльсем хушшинче лайӑххисен шутне кӗртсе палӑртнӑ.
1987 çултан  паянхи кунччен М. В. Дмитриев "Заволжский" i клубра илемлӗх ертуҫинче вӑй хурать. 23 ҫул клубри творчество коллективӗсене ертсе пырать. Организаторла пултарулӑх пьюӑк, ӗҫ опьнӗ пуян унӑн. Ҫакӑ художество пултарулӑх шайне хӑпартма, професси шайне ҫывхартма май панӑ. 1993 ҫулта вӑл йӗркеленӗ фольклор ансамбле Анапа хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри нефтьпе газ промышленноҫӗнче ӗҫле-кенсен фольклор пултарулӑхӗн смотрне, каярах Пӗтӗм тӗнчери тӗрлӗ халӑхсен фольклор фестивальне (Канада, 1995 ҫ.) хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.
М. В. Дмитриев 1990 çул­тан вокалпа инструментсен "Вирьял" ансамбльне ертсе пынӑ. Ансамбль Шупашкарти, республикӑри сценӑсем ҫине сахал мар тухнӑ. Хамӑр тӑрӑхри авторсен юррисене активлӑ пропагандӑланӑшӑн ансамбль ертӳҫипе "Вирьял" ансамблĕ районти Н. Янкас обществин лауреачӗсем пул-са тӑнӑ. Коллектив репертуарӗнче вырӑспа чӑваш компо­зиторӗсен произведенийĕсемсӗр пуҫне Михаил Васи­льевич хӑй кӗвӗленӗ юрӑсем 14. "Аннеҫӗм", "Ах, савни", "Газ ӗҫченӗсен гимнӗ", "Газ ӗҫченӗсен вальсӗ" юррисене халӑх хапӑлласах йышӑнать.
Паянхи кун хастар ертуҫӗ клубри ачасен "Капельки" тата хӗрарӑмсен "Каприз" вокал ансамблӗсемпе ӗҫлет, юрӑҫсемпе ташӑ ушкӑнӗсем, тӗрлӗ мероприятисем валли фонограммӑсем ҫырать.
Ӗҫне чунтан парӑннӑскер хӑйӗн квалификацине ÿстерсех тӑрать. Вӑл Мускаври Пӗтӗм Раҫҫейри "Карагод" академине вӗренсе пӗтернӗ.
М. В. Дмитриев — ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ, тӗрӗс шухӑшлакан, ҫирӗп характерлӑ ҫын. Унсӑр пуҫне вӑл юратнӑ упӑшка, атте тата асатте, хӗрпе ывӑл ҫитӗнтернӗ.
Кирлӗ вӑхӑтра ьггтисене пулӑшать, ырӑ, лӑпкӑ ҫын. Вӑл управлени администрацийӗпе пӗрле ӗҫлекенсен, художество коллективӗсемпе район ҫыннисен хисепӗнче.
Кӑçал клуб ӗҫченӗсен кунӗнче Михаил Васильевича нумай ҫул хушши культурӑра тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ЧР Куль­тура, национальность ӗҫӗсен, информаци политикин тата ар­хив ӗҫӗн министерствин хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
Категори: 1994 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 461 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz