Шăматкун, 27.04.2024, 08:03
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2014 çул

Валерий Фадеевич Виноградов таврапĕлÿçĕ
[ ] 27.02.2015, 17:47

Валерий Фадеевич Виноградов Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗнче 1946 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти энергетика техникумӗнчен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ӗмӗрӗпех Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче тӑрӑшнӑ: ӗҫе ҫӗнӗлӗхсем кӗртекен ӑслӑлӑх пайне ертсе пынӑ. Ӗҫчен те канӑҫсӑр ҫын вӑл. Нумай япалапа кӑсӑкланать, пур ҫӗре те ӗлкӗрет. Спортпа, юрӑ-ташӑпа, тӑван тавралӑхпа, халӑхпа туслӑ.

Ҫамрӑк ҫулсенче утсӑр урапапа чупма юратнӑ, велосипед енӗпе СССР спорт мастерӗ пулса тӑнӑ. Вӑл Атӑл тӑрӑхӗнчи, Раҫҫейри, Совет Союзӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерсе пынӑ, кашни ӑмӑртуран хаклӑ парнесем, медальсем, кубоксем, вымпелсем илсе таврӑннӑ.

Хӑйсен ялӗнчи «Туслӑх» ятлӑ фольклор ансамбльне вӑл халӗ те сиктермесӗр ҫӳрет. Юратнӑ ансамбль ҫинчен капӑр кӗнеке ҫырса кӑларчӗ. Тӑван тавралӑх ӑна ачаранпах хытӑ килӗшет. Ҫавӑнпа ӑна упрама хистет, пайӑн-пайӑн тӗпчет. Валем хуҫа тӑвайккийӗ, Мӑн ҫӑлкуҫ, ҫилпе шыв арманӗсем, улӑхӗ-ҫаранӗ, вӑрман – йӑлтах уншӑн питӗ кӑсӑк. Вӑл Шоркка клубӗнче музей уҫнӑ, район энциклопедийӗ валли мӗнтел пухрӗ.

2010 ҫулта хӑй укҫипе «Годы наши молодые: комсомол Чебоксарского района Чувашии» кӗнеке кӑларчӗ. Пуян кӗнеке вӑл. Уншӑн Валерий Фадеевича Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнерсен академийӗн чӑн пайташне илнӗ.

Валерий Виноградов - Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн (ЧТП) тӗп канашӗн членӗ. Вӑл юлашки ҫулсенче таврапӗлӳҫӗсен Шупашкар хулипе Шупашкар районӗнчи кураторӗ пулса нумай тӑрӑшрӗ. Ҫавӑншӑн тав туса, тӑван халӑх культуришӗн вӑй хунине шута илсе, В.Ф. Виноградова «Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗн ӑсти» хисеплӗ ят панӑ.

Категори: 2014 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 394 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz