Вырсарникун, 28.04.2024, 11:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2000 çул

Лука Семенович Семенов сăвăç
[ ] 02.07.2009, 14:32
2000 çулта çырнă сăвăсен ярăмĕсемшĕн тата райхаçат çумĕнче тухнă «Атте-анне пилленĕ ен» кĕнекешĕн тивĕçнĕ. Вăл 1920-мĕш çулта Васнар ялĕнче çуралнă. 

Пурăннă пулсан, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче (2010 ç.) Лука Семенович Семенов 90 çул тултармаллаччĕ. Шел çак вăхăта пурăнса çитереймерĕ вăл. Анчах çывăх çыннăн çутă сăнарĕ асран тухмасть. Çуралнăранпа 90 çул тултарнă май ентеш çинчен кăштах та пулин ăшă сăмахсемпе асăнас килет.
Лука Семеновича чи малтанах Васнар ял çыннисем лайăх пĕлнĕ. Халĕ те асра тытаççĕ. Вăл ку ялта 1920 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. Ял çыннин пурнăçĕ ăна пĕчĕкренех паллă пулнă. Ачаранах çурлапа тырă вырнă. 
Акă шкул çулĕсем те çитнĕ. Трак вăтам шкулне пĕлÿ пухма çÿренĕ Лука. Тавра курăмне пуянлатма нумай вуланă. 1940 çулта шкулăн 10 класне "пиллĕк” паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех çамрăк литература енне туртăнни сисĕннĕ. Ахальтен мар "Çамрăк вăй” литература журналĕ кăларса тăнă. Унăн редакторĕ вара никам та мар, Лука Семенов пулнă. Журнала кăларма Эшкер Толь учитель сăвăç пулăшнă. Лука литературăн пĕрремĕш урокĕсене илнĕ, хăйĕн пултарулăхне тĕрĕсленĕ.
Вăрçă малалла вĕренес çутă ĕмĕте татнă. Шкул пĕтернĕ çулах Лукана Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Бакури зенитлă çар училищинчен офицер (лейтенант) званине илсе тухсан фронта ăсатнă. Архангельск портне, Петрозаводск, Таллин, Инстербург хулисене нимĕç самолечĕсенчен хÿтĕленĕ. Çĕнтерÿ кунне аслă лейтенант зенитчик Хĕвел тухăç Пруссире кĕтсе илнĕ.
Вăрçă хыççăн Лука Семенов Васнарти Сталин ячĕллĕ колхоз бригадирĕ, унтан районти культура çурчĕн директорĕ, культура пайĕн инспекторĕ. 1950 çулсенче КПСС райкомĕн пропагандисчĕ, парткабинет заведующийĕ, республикăри "Пĕлÿ” обществăн районти уполномоченнăйĕ.
6 çула яхăн Лука Семеновичăн районти "Коммунизм çулĕпе” (халĕ "Ял пурнăçĕ”) хаçат редакцийĕнче иртнĕ. Сăвă çыраканскер редактор ĕçне те пултарнă вăл, çамрăк йыша литература тĕнчине çул кăтартнă. Ентеш, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хăйĕн малтанхи вĕрентекенĕсенчен пĕрне Л.Семенова хаçат юбилейĕ çывхарнă май ăшшăн аса илсе çырнă. Редакторта ĕçленĕ тапхăртах Семенов партин тĕп комитечĕ çумĕнчи аслă шкултан (журналистика специальноçĕпе) вĕренсе тухнă.
Пĕр вăхăт район çĕрпÿсемпе пĕрлешнĕ. Лука Семеновича ял хуçалăх производство управленийĕн кадрсемпе ĕçлекен аслă инженерне, унтан парти райкомĕн организациллĕ пай заведующине лартаççĕ.
Района çĕнĕрен туса хурсан ентеш тăван тăрăха ĕçлеме таврăнать. Ăна районти халăх контроль комитечĕн председательне шанаççĕ. Ку ĕçре 15 çул, мĕн пенсие тухичченех, вăл.
Лука Семеновича эпĕ 1974 çултан пуçласа вăл мĕн пурнăçран уйрăличченех аван пĕлнĕ. Унпа çывăх юлташсем пулнă. Халăх контроль комитетĕнче чухне вăл район хаçачĕпе çыхăну тытассине пĕртте манман. Хаçат çумĕнче комитетăн ятарлă страницисем тăтăшах тухса тăнă.
Сăвăсем çырасси унăн чун туртăмĕ пулса юлнă. Хаçат редакцине килекен сăвăсемпе вăл хаваспах паллашатчĕ, вĕсем пирки хăйĕн шухăшне пĕлтеретчĕ, сĕнÿсем паратчĕ. Хăй сăвă çырсан, пирĕн хваттерсем юнашар пулнă май, ăна чи малтан мана вуласа паратчĕ. Ăна вăл пур енчен те тĕплĕн тишкерсе якататчĕ. Вĕсене ун хыççăн тин хаçатра пичетленĕ. Пĕррехинче Лука Семенович ман пата кĕнеке илсе килчĕ. "Сăмах илемне туйсан…” ятлăччĕ вăл. В.Тимаковăн. Сăвă техникине вĕрентекенскерччĕ. Ку кĕнекене вăл 1981 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче туяннă пулнă. Шалти страницăсенчи йĕркесене пĕтĕмпех кăранташпа та, ручкăпа та аялтан туртса пĕтернĕччĕ. Хăйĕн пултарулăхне вăл ĕмĕр тăршшĕпех якатма пăрахман. 1997 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче черетлĕ çуралнă кунĕ çитнĕ май "Ял пурнăçĕ” хаçат çумĕнче хушма кăларăмпа унăн "Атте-анне пилленĕ ен” кĕнеки кун çути курчĕ. Кĕнекене мĕнле сăн ÿкерчĕк лартмаллине пăхса тухрăмăр. Автор ăна çавăн чухнехине ларттарчĕ. Çамрăкрах чухнехине ларттарма кăмăлламарĕ. "Çын çак самантра мĕнле курăнать, сăн ÿкерчĕкĕ те çавăн пек пултăр”, — терĕ сăвăç. Ку унăн сăпайлăхне, хăйне хитрелетсе кăтартма тăрăшманнине палăртать ĕнтĕ. Шахмăт вăййине те питĕ кăмăллатчĕ Лука Семенович.
Унăн вăрçăри паттăрлăхне Отечественнăй вăрçă орденĕ, чылай медальсем парса чысланă, каярахпа ăна ĕçре палăрнăшăн медальсемпе наградăланă.


И.Чураль

30.11.2010
Категори: 2000 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 492 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz