Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
вун тăххăрмĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:
Нумай çул хушши тăван Трак енре халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе тунă сумлă ĕçсемшĕн, юрă-кĕвĕ ăсталăхне çÿллĕ шайра тытма пултарнăшăн Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Культурăпа вулавăш ĕçне аталантаракан центр» муниципаллă бюджет учрежденийĕ çумĕнчи «Трак ен» юрăпа ташă халăх ансамблĕн хастар пайташне Яковлев Николай Геннадьевича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти Акатуйра ирттерес.
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2021 çулхи нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
17-мĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чăваш халăхĕн ăс-хакăл ăсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:
Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне çак уйрăм çынна парас:
Педагогика ĕçĕнче, сăн ÿкерÿ, капăрлăх тата хушăм ал ĕç пултарулăх енĕпе нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, район культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреатне Матвеев Иван Петровича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2021 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче ирттерес.
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2020 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
16-мĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» (2020),Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Данилов В.М., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.
Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать: Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне çак уйрăм çынна парас:
Чăваш пичетĕпе журналистика ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха материалсемшĕн тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçине Владимир Захарович Константинова «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче ирттерес.
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2020 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
15-мĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать: Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа çак уйрăм çынна наградăлас:
Çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май тата нумай çул хушши чăваш поэзине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш халăх поэтне тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Петĕр Хусанкай, Нестер Янкас, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреатне Юрий Семёнович Семёнова (Юрий Сементере) «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа чыслама йышăннă.
Чыслав каçне 2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирттерес.
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2020 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
14-мĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальне çак уйрăм çынна парас:
Нумай çул хушши чăваш чĕлхипе литературине, культурипе наукине аталантарас енĕпе сумлă тÿпе хывнăшăн тата çуралнăранпа 70 çул çитнĕ май Писательсен пĕрлĕхĕн пайташне, чĕлхеçĕне, филологи наукисен кандидатне Петр Яковлевич Яковлева (Петĕр Яккусене) «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2020 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче юбилярăн тăван Упаçырми ялĕнче ирттерес.