Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
вун тăххăрмĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:
Нумай çул хушши тăван Трак енре халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе тунă сумлă ĕçсемшĕн, юрă-кĕвĕ ăсталăхне çÿллĕ шайра тытма пултарнăшăн Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Культурăпа вулавăш ĕçне аталантаракан центр» муниципаллă бюджет учрежденийĕ çумĕнчи «Трак ен» юрăпа ташă халăх ансамблĕн хастар пайташне Яковлев Николай Геннадьевича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти Акатуйра ирттерес.
Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/
Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/
/В.З.Константинов/
|