Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
2018 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2019 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
иккĕмĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Комисси тăратнă пултарулăх характеристикисене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:
2018 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене парас:
Ефимов Лев Архипович аслă шкул вĕренÿçине, истори наукисен докторне, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорне, Чăваш наци академийĕн чăн пайташне Чăваш Республикин Красноармейски районĕн энциклопедине кăларма сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен Союзĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тăратнă.
Михайлова Зинаида Петровна педагог-сăвăçа, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председательне, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисепĕ ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн, «Чун ăшши» сăвă кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тăратнă.
«Газпром трансгаз Нижний Новгород» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн филиалĕн – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин «Заволжский» клубне чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн. Лауреат ятне пама «Газпром трансгаз Нижний Новгород профсоюз» – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин пĕрлештернĕ пуçламăш организацийĕ тăратнă .
«Карай ен» фольклор ушкăнне, чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи Карай ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕ тăратнă.
2018 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреатсене Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслав каçне 2019 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Районти культура çуртĕнче ирттерес.
Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/
Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/
/В.З.Константинов/