Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2021 çулхи нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
17-мĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чăваш халăхĕн ăс-хакăл ăсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:
Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне çак уйрăм çынна парас:
Педагогика ĕçĕнче, сăн ÿкерÿ, капăрлăх тата хушăм ал ĕç пултарулăх енĕпе нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, район культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреатне Матвеев Иван Петровича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2021 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче ирттерес.
Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/
Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/
/ В.З.Константинов/
|