Ытларикун, 24.12.2024, 06:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 10
Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
Майĕпен чĕркуçленетчĕ-ха Лисук, сасартăк пуçĕ çаврăнса кайрĕ те – çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Кăштах выртнă хыççăн аран-аран упаленсе ура çине тăчĕ, пӳртелле утрĕ. «Çук, пултараймастăп урăх, пӳрте кĕрсех выртатăп, пăянам хуть те мĕн калатăр», – хăйпе хăй калаçса утрĕ вăл. Пăлтăр алăкне уçса пӳрте кĕчĕ çеç:
– А-а-а!.. – тенĕ чĕрене ыраттаракан сасă янăраса кайрĕ пӳртре…
Лисук больница палатинче тин тăна кĕчĕ. Мĕн пулса иртнине те астумарĕ вăл малтанласа:
– Ача! Ача ăçта ман?! – кăшкăрса ячĕ вăл пĕтĕм пӳлĕме.
Палатăна сестрасем чупса кĕчĕç, тухтăра чĕнтерчĕç. Укол тунă хыççăн Лисук çĕнĕрен çывăрса кайрĕ.
Ун çумĕнче куççуль юхтарса Иван ларать, юр тĕслĕ Лисук аллине çупăрлать. Тепĕр тăватă сехетрен Лисук каллех тăна кĕчĕ. Ивана палласа илчĕ.
– Иван, ăçта эпĕ? Ăçта пирĕн ача? – тилмĕрсе ыйтрĕ вăл.
– Лăплан, чунăм, – терĕ Иван. – Турра шĕкĕр, хăв чĕрĕ юлнă. Ачи пулĕ-ха вăл тата та… – терĕ те куçĕсене Лисук куçĕсенчен тартрĕ. Мĕн пулса иртн ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 671 | Хăçан хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
Туй икĕ эрнене тăсăлчĕ: хĕр енче, каччă енче, çĕнĕ хĕр, вырăн леçӳ тата ытти те. Иван колхозра бригадирта, Лисук та ытти хĕрарăмсемпе пĕрле пĕр ĕçрен юлмарĕ. Марье аппа килти ĕçсене туса тăчĕ. Аванах пурăнатчĕç Михайловсем…
Иван мăшăрне алă çинчех йăтса çӳрерĕ. Лисук та хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Юрату тени иккĕшне те тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Ик-виçĕ уйăх хушши Марье аппа çамрăксем çине пăхса тăранаймастчĕ. Çук вĕт, кĕвĕçӳ юнĕ хĕрарăм куçне хупласах хучĕ. Ара, туй пулнăранпа ывăлĕ унпа ăшшăн калаçса та курман вĕт-ха.
Иван ир-ирех ĕçе тухса каять, каçхине ĕçрен таврăнать те вăхăтне мăшăрĕпе ирттерет. Чирлесех ӳкрĕ Марье аппа, ывăлĕпе, кинĕпе пуршăн-çукшăн хирĕçме пуçларĕ, чире персе килти ĕçсене тума пăрахрĕ. Иван ыйтнипе Лисук колхоз ĕçне тухма пăрахрĕ, килте аппаланчĕ. Мĕнле тăрăшсан та Марье аппана юрама ай-яй! йывăр иккенне ăнланса илчĕ вăл. Çапах та чăтрĕ. Ивана нимĕн те каласа памарĕ.
Çур çултан:
– Иван, йывăр çын эпĕ, часах ача çуралать ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 603 | Хăçан хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кĕркунне. Хурăнлăх ялĕ тарăн ыйхăран вăранать. Уяр çанталăкри тӳпе çăлтăрсемпе тулнă. Уйăх кăна мĕнле-тĕр шурса кайнă, ун йĕри-тавра ункăсем карталаннă – çанталăк пăсăлать пулмалла. Сулхăн. Çил те самаях хытă вĕрет. Ялта йытăсем вĕркелеççĕ, автансем авăтаççĕ, алăксен уçăлса хупăннă сасси илтĕнет.
Марье аппа ыйхăран вăранчĕ. Ыйхăран вăранчĕ тени те тĕрĕсех мар, ара, çутăласпа анчах аран-аран çывăрса кайрĕ вăл. Ăçтан ыйхă килтĕр-ха çавăн пек чух – ывăлĕ салтакран таврăнмалла ыран. Тăрса ларсанах ăшă тутăрне çыхса ячĕ, урине çăм чăлха тăхăнчĕ, çутă çутрĕ. Улттăмĕш сехет кăтартаççĕ стена çинчи сехет йĕпписем.
Кӳршĕсем те çав вăхăтра çутă çутса ячĕç. Марье аппа васкаса пăлтăра тухрĕ, малтанах хатĕрлесе хунă вутă çĕклемĕ тата пĕр витре кăмрăк йăтса кĕчĕ. Каланккă юшкине уçрĕ, кĕл кăларчĕ. Часах чĕртсе янă каланккă кĕрлеме тытăнчĕ.
Марье аппа пĕчченех пурăнать. Мăшăрĕ, Михаля, вăрçăран таврăнаймарĕ. Ыран салтакран таврăнакан Иван ашшĕне астумасть, ытла пĕчĕк пу ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 661 | Хăçан хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
«Тавах сире – чăвашсене - çак çĕршĕн, пирĕн генисене çуратса ÿстернĕшĕн, чăваш культурине, чĕлхине, чунне, кăмăлне упранăшăн. Тавах! Эпир яланах сирĕн умра парăмра. Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров. 25.03.1994 ç.” - çак йĕркесене Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи сăваплă Слакпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Константин Ивановăн музей-çурчĕн сĕнÿ кĕнекинче вулама пулать. 

Виçĕм кун Ĕпхÿре Пушкăртстан Наци музейĕнче чăваш диаспорин хастарĕсемпе иртнĕ тĕл пулура 15-16 çул каялла пулса иртнĕ, ĕмĕрлĕхе асра юлнă самантсене Николай Васильевич ăшшăн аса илчĕ. Анчах пĕтĕмпех йĕркипе....

Наци музейĕнче ырă йăла-йĕркепе хаклă хăнана çăкăр-тăварпа, пушкăрт баурсакĕпе, чăвашăн техемлĕ сăрипе, юрри-кĕввипе кĕтсе илчĕç. Николай Васильевич ас тивнĕ сăрана çавăнтах хак пачĕ:

- Сăри лайăх пулнă. Кам пĕçернĕ? Хуçи кунта пур-и?

- Пур, пур, кунтах вăл, - Ĕпхÿри «Нарспи» халăх ансамбльне çÿрекенсем харăссăн пĕлтерчĕç. Президент кăмăлне кайнă сăра ăсти - Елизавета ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 632 | Хăçан хушнă: 10.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz