Саратов облаçĕнчи Балаково хулинчен "Кĕмĕл сасă” фестивале çитнĕ Андрей Анисимов куракансен асĕнче юлаканнисенчен пĕри пулĕ. Ахальтен мар ăна "Чи лайăх юрă” номинацире палăртрĕç. Андрей чĕринче чăвашлăх туйăмĕ вĕресе тăрать. Ашшĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи сывлăшпа киленсе ÿснĕ, амăшĕ чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен украинка. Анатолий Анатольевич 1970 çулта Саратовра ПЭВМ операторне вĕреннĕ. Каччăсен общежитийĕпе юнашар пикесем пурăннă. Пĕррехинче яш çурт умĕнче тăракан хÿхĕм хĕре куç хывнă. Новониколаевка пики те каччăна вĕçертес темен. Анисимовсен çемйинче Андрей çуралнă. Ашшĕ ывăлне тăван чĕлхене вĕрентесшĕн пулнă-ха, анчах амăшĕ хирĕçленĕ. Анатолий Анатольевича шăпа нумай пурăнма пÿрмен. Сакăр çултах Андрей ашшĕсĕр юлнă. Арçын ача çавăн чухне тупа тунă: мĕнле пулсан та тăван чĕлхене вĕренмеллех. Тăхăр çулта вăл пĕрремĕш хут Йĕпреç тăрăхне çитсе курнă, анчах хăнара нумай пурăнайман. Каярахпа амăшĕ: "Пире унта никам та кĕтмест”, - тесе лăплантарасшăн пулнă. Вун виçĕ çулти Андр
...
Малалла вула