(Малалли)
II
Çын хуйхи – çын хуйхи ĕнтĕ вăл. Калаçаççĕ-калаçаççĕ те – манса каяççĕ. Тата темиçе çул улшăнчĕ. Иван çаплипех-ха, чăпар куккук пек, ăçта ăшă – çавăнта пурăнчĕ. Çук, хăйĕн тĕп кил-йышĕ, хуçалăхĕ çинчен манмарĕ вăл, ачисене те питĕ хытă юратрĕ, амăшне те пăрахмарĕ.
Варук, Иван пурнăçĕнчи виççĕмĕш хĕрарăм, Карачăм ялĕнче ферма заведующийĕ пулса ĕçлет. Мăшăрĕ вунă çул каяллах чирлесе вилнĕ унăн. Икĕ ача, ватă амăшĕ пур. Хуçалăхĕ те Варукăн Иванăннинчен пĕртте кая мар.
Пĕррехинче Иван Варука Хурăнлăха куçма ыйтрĕ:
– Çук, Иван, манăн хамăн пурнăç – санăн хăвăн. Пурăнар-ха, куç курĕ унта. Манăн тарçăра ĕçлесе пурăнма пĕрре те кăмăлăм çук. Ачасене ура çине тăратмалла. Пире капла та начар мар, пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр, юрататпăр та…
Çапла каланă хыççăн Иван Хурăнлăхра пĕрле пурăнасси пирки урăх калаçу тапратмарĕ. Варук çилленме пултарать. Çилленме пултарать тенĕрен, Варукран пĕтĕм Карачăм ялĕ хăраса тăрать. Ун чунĕнче хура çĕлен пурăнать тей
...
Малалла вула