Тĕнчере кашни кун тенĕ пекех пĕр чĕлхе çухалать теççĕ. Тин кăна AFP агентство тепĕр чĕлхе çухални пирки пĕлтерчĕ. Ĕнчĕ (Инди) çыршывĕ шутне кĕрекен Андаман утравĕнче пурăнакан бо халăхĕн юлашки çынни, 85-ри Аслă Боа (Boa Sr) вилнĕ. Бо йăхĕ çак утравсенче 65 пин çул пурăннă тесе шутлаççĕ. Ытти халăхсемпе çыхăнмасăр чылай хушă парăннăран ăсчахсем вĕсем хăйĕн чĕлхине мĕн авалтан упранă теççĕ. Аслă Боа вилнĕ хыççăн бо чĕлхипе калаçаканни урăх тĕнчере юлман.
Аслă Боа 2004 çулхи цунамине те тӳссе ирттернĕ. Çав инкек иртсе кайнă хыççăн чĕлхе тĕпчевçисене вăл çапла пĕлтернĕ: «Çĕр чĕтреннĕ вăхăтра эпир пурте унта пулнă. Асли пире çапла каларĕ: Çĕр ик пая пайланĕ, ан чупăр, ан хускалăр.»
Ăсчахсем шутланă тăрăх андамансем кунта Африкăн хĕвелтухăç çыранĕнчен куçса килнĕ. Бо чĕлхи хăйĕн тымарĕсемпе палеолит вăхăчĕпе, этем çĕр ĕçĕпе аппаланма пуçланă тапхăнчченхипе, çыхăннă тесе шутлаççĕ. Кăна шута илсен андамандсен чĕлхисем, вĕсен шутне бо чĕлхи те кĕрет, 10 пин ç
...
Малалла вула