(Малалли) Майĕпен чĕркуçленетчĕ-ха Лисук, сасартăк пуçĕ çаврăнса кайрĕ те – çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Кăштах выртнă хыççăн аран-аран упаленсе ура çине тăчĕ, пӳртелле утрĕ. «Çук, пултараймастăп урăх, пӳрте кĕрсех выртатăп, пăянам хуть те мĕн калатăр», – хăйпе хăй калаçса утрĕ вăл. Пăлтăр алăкне уçса пӳрте кĕчĕ çеç: – А-а-а!.. – тенĕ чĕрене ыраттаракан сасă янăраса кайрĕ пӳртре… Лисук больница палатинче тин тăна кĕчĕ. Мĕн пулса иртнине те астумарĕ вăл малтанласа: – Ача! Ача ăçта ман?! – кăшкăрса ячĕ вăл пĕтĕм пӳлĕме. Палатăна сестрасем чупса кĕчĕç, тухтăра чĕнтерчĕç. Укол тунă хыççăн Лисук çĕнĕрен çывăрса кайрĕ. Ун çумĕнче куççуль юхтарса Иван ларать, юр тĕслĕ Лисук аллине çупăрлать. Тепĕр тăватă сехетрен Лисук каллех тăна кĕчĕ. Ивана палласа илчĕ. – Иван, ăçта эпĕ? Ăçта пирĕн ача? – тилмĕрсе ыйтрĕ вăл. – Лăплан, чунăм, – терĕ Иван. – Турра шĕкĕр, хăв чĕрĕ юлнă. Ачи пулĕ-ха вăл тата та… – терĕ те куçĕсене Лисук куçĕсенчен тартрĕ. Мĕн пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе мăшăрне каласа пачĕ… Марье аппа ылханăвĕ тинех пурнăçланчĕ. Çук, пĕрре те хуйхăрмарĕ вăл кинĕ тĕпсакайне анса кайса ачине виле çуратнăшăн. Тен, савăнчĕ те пулĕ… Тен, кинĕ вилессе те ĕмĕтленнĕччĕ-тĕр… Тепĕр икĕ эрнерен Лисук сывалса килне таврăнчĕ. Марье аппа ăна ăшшăн та, сиввĕн те чĕнмерĕ. Иван вăл вăхăтра килте çукчĕ, района кайнăччĕ. Лисук больницăран таврăннă тумне улăштарчĕ, пĕчĕк сумкăна хăш-пĕр япалисене чĕркесе чикрĕ. Турăш умне чĕркуçленсе ларса виçĕ хутчен сăхсăхрĕ те пӳртрен тухса кайрĕ. Иван нумайччен кайса çӳрерĕ Лисук патне килне таврăнма тархасласа, каçару ыйтрĕ. Çук, таврăнмарĕ Лисук мăшăрĕ килне, никама ылханмарĕ те. Ивана та, амăшне пăрахса хăварса, уйрăлса тухма ӳкĕтлемерĕ. Пĕлет вăл унăн çемçешке кăмăлне, витĕр пĕлет. II Виçĕ çул авланмасăр пурăнчĕ Иван. Марье аппа кампа кăна калаçса пăхмарĕ-тĕр ун пирки, çук, шăннă чуна ăшăтаймарĕ вăл. Иван ял хуçалăх институтне заочно вĕренме кĕчĕ, пушă вăхăчĕ татах та хĕсĕнчĕ. Çулталăкне икĕ хутчен, хĕлле тата çуркунне, сессисенче пулса килет, кăштах чунне уçăлтарать. Лисук ялтан тухса кайнине те илтрĕ вăл çынсенчен. Шупашкара ĕçе вырнаçнă, качча кайнă тет. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чух Иван Хурăнлăхран вун пилĕк çухрăмра вырнаçнă Слакпуç хĕрĕпе паллашрĕ. Нина кăçал вĕренсе пĕтерет, вăл та агрономи уйрăмĕнче. Кинона çӳрерĕç çамрăксем, экзаменсене хатĕрленчĕç. Çимĕк праçникĕ тĕлнелле туй туса пĕрлешме килĕшсе татăлчĕç – унччен Нина диплом илме ĕлкĕрет. Марье аппа савăнсах кайрĕ ывăлĕ авланма шухăш тытнине илтсен. Пулас кинĕ институт пĕтернĕ çын, агроном пулни унăн кăмăлне хавхалантарчĕ. «Малтанхинчен ăслăрах пулăп, туй хыççăнах хама пăхăнса тăма, сума сума вĕрентĕп», – шухăшларĕ вăл. Пĕлет Марье аппа ывăлĕ унăн сăмахĕнчен иртейменнине, ăна пăрахма пултарайманнине. Кĕçех кĕтнĕ кун çитет. Нина патшалăх экзаменĕсене ăнăçлăн тытса диплом илет, туя хатĕрленме тытăнать. Ашшĕпе амăшĕ Хурăнлăхри Марье аппасен çемйинче пулса иртнĕ мыскарасем çинчен илтме ĕлкĕрнĕ иккен. Вĕсем ăна лайăхрах шухăшласа пăхнă хыççăн тин качча кайма канаш параççĕ. Анчах та Нина Ивана чĕререн юратнине, ăна ĕненнине çирĕплетет. Ашшĕпе амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрне телей сунмалли çеç юлать. Сĕре чаплăн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ Çимĕк праçникне хурăнлăхсем: пысăк кăмакара апат-çимĕç пĕçерсе, сăра лартса, ятарласа сурăх пусса… Марье аппа та Михайловсен ятне çĕртесшĕн пулмарĕ ахăр слакпуçсем умĕнче: пĕр ватă сурăх тата икĕ çулхи вăкăрне пустарчĕ туй ячĕпе, виçĕ чӳлмек сăра лартса юхтарчĕ, пĕтĕм ял тăранмалăх апат-çимĕç пĕçерчĕ. Пĕлччĕр ял-йыш тата слакпуçсем Марье аппа хăйĕн пĕртен-пĕр ачишĕн мулне шеллеменнине! Хурăнлăхсем виçĕ машина çине тиенсе Слакпуçне хĕр илме кайрĕç. Туйне ĕлĕкхилле, чăваш йăли-йĕркипе тума килĕшсе татăлнă икĕ енчисем те. Хĕр енчисем те пуян пурăнаççĕ иккен – хапхи урлă чăхă вĕçсе каçаймасть. Нумайччен тарăхтарчĕç хĕр енчисем каччă енчисене хапха уçса кĕртмесĕр. Çĕнĕ кĕрӳ виçĕ килограмм кĕмĕл укçа ывăтса парсан кăна алăкне уçса янă тет лешсем. Çурçĕр тĕлнелле туй халăхĕ Хурăнлăха таврăнчĕ: малтан – хĕр енчисем. Иван куккăшĕн вунă çулхи ывăлĕ (туй каччи) хĕр енчисемпех ларса килнĕ иккен, ăна курсан ахăлтатсах кулчĕç кĕтме тухнисем. Машина çинчен чи малтан Иванпа Нинăна антарчĕç. Вĕсем çăкăр-тăварпа кĕтме тухнă Марье аппапа унăн тăванĕсене чĕркуçленсе ларса пуç çапрĕç, кайран çĕнĕ кĕрӳ мăшăрне алă çинче пӳрте йăтса кĕчĕ. Туй халăхĕ вĕсем хыççăн юрла-юрла пӳртелле çул тытрĕ. Çамрăк мăшăра хĕве хупма вăхăт çитрĕ. Вĕсем имене-имене картишĕнчи пĕчĕк пӳрте тухса кайрĕç, кĕнĕ-кĕменех ваттисем тул енчен çăрапа питĕрсе илчĕç. Пӳрчĕ пĕчĕк пулсан та ăшă, çутă, таса. Пĕрремĕш каç выртмалли вырăнне те сарсах хунă иккен. – Иван, çутта сӳнтер, вăтанатăп эпĕ салтăнма, – аран-аран илтĕнекен сасăпа каларĕ Нина. Çамрăк мăшăр салтăнса вырăн çине кĕрсе выртрĕ. Шăп. Нимĕнле сасă та илтĕнмест. Шăрчăк сасси кăна çĕрлехи шăплăха хускатать… Хĕвел тухсан кăна вăратрĕç çамрăк мăшăра. Çĕнĕ кин йăла-йĕркипе салма пĕçерсе çитерчĕ. Кăнтăрла тĕлнелле слакпуçсем Нина япалисене леçме килчĕç. Ĕçкĕ-çикĕ çĕнĕрен хускалса кайрĕ… Икĕ çул çитет кăçал Иванпа Нина пĕрлешнĕренпе. Нина колхозра хăйĕн специальноçĕпе ĕç çуккипе ял хĕрарăмĕсемпе пĕрле тĕрлĕ ĕçре ĕçлерĕ. Иван та вĕренсе пĕтерсе аллине диплом илчĕ. Марье аппана иртĕхсе кайма кăштах мăнукĕ чарса тăрать тейĕн, шавласах каймасть-ха, хуçаланма юратсан та. Пĕчĕк Натали пурне те хăйĕн аллинче «тытать», утать ĕнтĕ, калаçкалать. Иван вĕренсе пĕтерсен те бригадиртах ĕçлерĕ. Ĕçне аван пĕлет, ял халăхĕ ăна хисеплет. Килте ларас килмест Нинăн ачапа, халăхпа пĕрле пулас килет. Çуллахи вăхăтра пĕр-пĕччен чĕкĕнтĕр çумлать, кĕркунне – кăларать. Темĕн тума та хатĕр Нина, пăянамăш мăкăртатни кăна ан илтĕнтĕр. Ĕçрен таврăнсан Наталипе йăпанма пулать, каçхине Иван килне таврăнать. Çуркунне Нина тепĕр ача, ывăл, çуратса пачĕ. Аслашшĕне сума суса ăна Мишша ят хучĕç, пичĕ-куçĕ те аслашшĕн имĕш, Марье аппа сăмахĕпе. Сĕре йывăрпа çуратрĕ Нина ывăлне, аран-аран вилĕмрен çăлса хăварчĕç ăна тухтăрсем. Çакăн хыççăн Нина ĕçе çӳреймерĕ, больницăра темиçе хутчен выртса тухрĕ. Марье аппана ку тарăхтарсах çитерчĕ курăнать. (Малалли пулать.) ■ АНАТОЛИЙ ЫРЬЯТ.
Çыпăçтарнисем: |