Юнкун, 06.11.2024, 02:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Нарăс » 10 » ХАЯРЛĂХ ВĂРЛĂХĔ. 2-мĕш пай
ХАЯРЛĂХ ВĂРЛĂХĔ. 2-мĕш пай
21:40
Сăн ÿкерчĕк
(Малалли)
Туй икĕ эрнене тăсăлчĕ: хĕр енче, каччă енче, çĕнĕ хĕр, вырăн леçӳ тата ытти те. Иван колхозра бригадирта, Лисук та ытти хĕрарăмсемпе пĕрле пĕр ĕçрен юлмарĕ. Марье аппа килти ĕçсене туса тăчĕ. Аванах пурăнатчĕç Михайловсем…
Иван мăшăрне алă çинчех йăтса çӳрерĕ. Лисук та хăнăхса çитрĕ ĕнтĕ. Юрату тени иккĕшне те тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Ик-виçĕ уйăх хушши Марье аппа çамрăксем çине пăхса тăранаймастчĕ. Çук вĕт, кĕвĕçӳ юнĕ хĕрарăм куçне хупласах хучĕ. Ара, туй пулнăранпа ывăлĕ унпа ăшшăн калаçса та курман вĕт-ха.
Иван ир-ирех ĕçе тухса каять, каçхине ĕçрен таврăнать те вăхăтне мăшăрĕпе ирттерет. Чирлесех ӳкрĕ Марье аппа, ывăлĕпе, кинĕпе пуршăн-çукшăн хирĕçме пуçларĕ, чире персе килти ĕçсене тума пăрахрĕ. Иван ыйтнипе Лисук колхоз ĕçне тухма пăрахрĕ, килте аппаланчĕ. Мĕнле тăрăшсан та Марье аппана юрама ай-яй! йывăр иккенне ăнланса илчĕ вăл. Çапах та чăтрĕ. Ивана нимĕн те каласа памарĕ.
Çур çултан:
– Иван, йывăр çын эпĕ, часах ача çуралать пирĕн, – тесе пĕлтерчĕ Лисук.
Иван ăна ачашшăн ыталарĕ, йывăр ĕçсенчен сыхланма ӳкĕтлерĕ.
Çуркунне çитрĕ. Çĕр типсе çуркаланчĕ. Çурхи ĕçсем пуçланчĕç. Килте те ĕç çителĕклĕ: ĕне пăруланă, сурăхсем пăранланă, хурсем чĕпĕ кăларнă, сысна çăвăрланă… Марье аппапа кинĕ хушшинче ăнланулăх пĕтсех пырать, йĕмен кун та иртмест Лисукăн.
Мăнкунта Иванпа Лисука, Марье аппана куккăшĕ хăнана илсе кайрĕ, кунĕпех унта пулчĕç вĕсем. Куккăшсем патĕнче Лисуксен ялĕнчен те хăнасем пурччĕ. Вĕсенчен пĕринпе, ватăрах хĕрарăмпа, Марье аппа мĕскер çинчен-тĕр сĕре хĕрсе кайса калаçрĕ. Калаçнă хушăра Лисук çине шăтарасла пăха-пăха илчĕ. Аван мара туйса, Лисук чĕри хытăран-хытă тапма тытăнчĕ, пуçĕ çаврăннă пек пулчĕ.
– Иван, атя киле каятпăр, эпĕ хама начар туйма пуçларăм, – терĕ вăл мăшăрне.
Вĕсем пуринпе те сывпуллашса килне тухса утрĕç. Марье аппа хăнарах юлчĕ-ха.
Каçхи ĕçсене пĕтерсен Иванпа Лисук вырăн сарса çывăрма выртрĕç, амăшĕ халĕ те таврăнманнипе пăшăрханчĕç. Лисук мăшăрне пăянамăшпе килĕштерейменнине каласа кăтартрĕ, малашне çакăн пек пурнăçпа пурăнма хал пĕтсе пынине пĕлтерчĕ.
– Ан хăра, Лисук. Эсĕ аннепе пурăнмастăн вĕт, манпа пурăнатăн. Вăл каланисене хăлхуна ан чик, – йăпатрĕ мăшăрне Иван.
Çапла калаçса выртса мăшăр çывăрса кайнине те, тул çутăлнине те сисмерĕ. Чӳречерен хытă шакканă сасăпа иккĕшĕ те пĕр харăс вăранса кайрĕç Иванпа Лисук.
– Ай, Турă, Иван, тул çутăлнă вĕт, кĕтӳрен юлнă эпир, – кăшкăрса ячĕ Лисук.
Хăвăрт кăна тумланса Иван алăка уçрĕ. Пӳрте çил-тăвăл евĕр, Марье аппа чупса кĕчĕ.
– Намăссăр! Хĕвел тухичченех упăшкуна ыталаса выртатăн! Эсĕ те ухмах, ывăлăм! Пĕтĕм тĕнчене манса кайрăн! – çĕлен пекех чашкăрать Марье аппа.
– Анне, лăплан-ха, ăнлантар, мĕнле шăна çыртрĕ сана? – пĕлесшĕн пулчĕ Иван.
– Ача çураласса кĕтсе пурăнатăн апла? Пĕлетĕн-и эпĕ ĕнер мĕнле хыпар илтнине? Çак аскăн хĕрарăмăн сана качча киличчен урăх арçын пулнине пĕлтерчĕç мана!
– Пăянам, мĕн калаçатăн эсĕ? Турăран хăра, тархасшăн, – терĕ те Лисук картишне чупса тухрĕ.
– Арăму хутне кĕретĕн апла, мана шанмастăн? Нимĕнле сан ачу та мар унăн хырăмĕнче. Вăл сана улталаса пурăнать. Качча кайиччен алхаснă-алхаснă та тӳрĕ килнĕ чух сана качча кайнă. Ыранах хăваласа янă пултăр ашшĕ-амăш килне! – ура тапса кăшкăрчĕ Марье аппа.
Иван, халиччен амăшне хирĕç сăмах чĕнсе курманскер, çăварне шыв сыпнă пекех тăчĕ. Апат тумасăрах, мăшăрне шыраса тупса калаçмасăрах ĕçе тухса утрĕ.
Лисук куççуль çăта-çăта выльăхсене кĕтĕве ăсатрĕ. Картишĕнчи ĕçсене туса пĕтерсен куккăшсем патне кайрĕ, мĕн пулса иртнине каласа пачĕ.
– Ан йĕр, кин, ан йĕр, – лăплантарчĕ ăна куккăшĕ. – Пĕлетĕп Марье кăмăлĕ çав тери начаррине. Эпир те атте килĕнчен вăл хĕтĕртнипех уйрăлса тухрăмăр. Эпĕ кĕçĕн ывăл пулсан та Марьерен иртеймерĕç аттепе анне. Мĕн, эпир инкӳпе çав сала хĕрарăмĕн сăмахне шантăмăр тетĕн-и? Мĕншĕн-тĕр кураймасть вăл сана, кин.
– Турă умĕнче калатăп сире, кукка, инке. Эпĕ Иван умĕнче нимĕнпе те айăплă мар. Хырăмра та Иван ачи çитĕнет. Сирĕн инçетри тăванăрăн ывăлĕ мана качча илесшĕнччĕ. Ĕçкĕпе иртĕхнĕ каччă вăл, виççĕмĕш хут авланать ĕнтĕ. Эпĕ килĕшмерĕм. Çавăнпа мана вĕсем халь тавăрма шут тытнă.
– Ĕненетĕп сана, ан та тăрăш ăнлантарма. Лăплан пăртак, килне таврăн. Эпĕ Иванпа тĕл пулма тăрăшăп. Марье йăмăкпа та тепĕр хут калаçса пăхăп…
Çук, çемьери пурнăç йĕркене кĕмерĕ Михайловсен. Марье аппа кинне çăвар уçма памарĕ. Шăллĕ ăна тăна кĕртеймерĕ. Иван та амăшне пĕр сăмах хирĕç калаймарĕ. Ача çуралма тата пĕр уйăх юлчĕ. Кĕрхи кунсем çитрĕç. Ял халăхĕ тыр-пул пуçтарать, хăшĕ-пĕрисем çĕр улми ани çине те тухнă. Иван кĕрхи ĕçсемпе çыхланса киле те çĕрле анчах таврăнать, çутăлнă-çутăлман каллех тухса каять. Лисукăн хырăмĕ пысăклансах çитнĕ ĕнтĕ, пĕшкĕнме те аран-аран пĕшкĕнкелет. Чĕркуçленсе ларса урай çукалать. Паян акă çĕр улми ани çине тухрĕ авăр çăлма. Пĕчченех ĕçлет вăл ахлата-ахлата. Пăянамăш хăртнине итлесе лариччен пахчана тухас терĕ вăл. Марье аппа тĕпсакай тасатма аннă.
(Малалли пулать.)
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 600 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 29
Хăнасем 29
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz