Юнкун, 27.11.2024, 04:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Пĕлтерÿссен хăми » Пĕлтерÿсем

Категорире миçе пĕлтерÿ: 15
Миçе пĕлтерÿ кăтартнă: 1-15


Сортировать по: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

(Красноармейски ялĕнче пурăннă педагогика ĕçĕпе вăрçă ветеранĕ, районăн Хисеплĕ гражданинĕ М. П. Прохоров çĕре кĕнĕренпе 40 кун çитнĕ май)

Ырă мар ку хыпар чун-чĕрене çурса янăран тăруках ĕненессĕм те килмерĕ. Михаил Прохорович Прохорова 92 çул тултарнă ятпа саламлани те, районти Культура çурчĕ çумĕнчи паркра вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуçне хунă ентешсене асăнса лартнă палăка тĕпрен çĕнетнĕ хыççăн фоторепортаж район хаçатĕнче кун çути куриччен унăн хваттерĕнче пулни те, ветеранпа çакăн çинчен канашласа илни те паянхи евĕрех асрах-ха. Халĕ, авă, аслă юлташăм пирĕн хушăра тек çук... ... М. П. Прохоров 1924 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче Трак енри Шăмар-Тусай ялĕнче кун çути курнă. Вăрçă пуçланнă кун — 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче алла Красноармейскинчи вăтам шкула вĕренсе пĕтерни çинчен калакан аттестат илнĕ. 17-ри каччă çулталăк хушши райфон Тусай ялсоветĕнчи налук агентĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи августăн 23-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. 1943 çулхи январь-июль уйăхĕсенче Томскри 2-мĕш артиллери училищинче вĕренсе кĕçĕн лейтенант званийĕпе тухнă. М. Прохоров çапăçусене Украинăри Мерефа хули çывăхĕнче кĕнĕ, 76 мм тупăсен взвочĕн командирĕ пулнă. Украина, Молдави, Венгри, Австри çĕрĕсенче çапăçнă, хаяр тĕрлĕ тытăçусенче палăрнăшăн СССР-ăн Оборона Халăх Комиссарĕн Иосиф Сталинăн çичĕ Тавне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, нумай медале тивĕçнĕ. Тăван киле таврăнсан, 1947—1951 çулсенче Михаил Прохорович И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Упи шкулĕнче учительте, Именкассинчи шкул директорĕнче вăй хунă. 1956 çулхи апрельтен тытăнса 1962 çулччен вăл — райсовет ĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ. Каярахпа виçĕ çул ытларах Красноармейскинчи вăтам шкулта учительте вăй хунă хыççăн 1965—1973 çулсенче райĕçтăвком председателĕн çумĕ, унтан Красноармейскинчи вăтам шкул учителĕ тата директорĕ (10 çул хушши), УПК преподавателĕ, РОНО-н хуçалăх ушкăнĕн инженерĕ пулнă. Унăн проекчĕпе тата вăл йĕркелесе пынипе районти Культура çуртне, ун çывăхĕнчи паркри Аслă вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăка, шкул умĕнчи скверти фонтана, РОВД-н административлă çуртне, хăна çурчĕпе столовăя, вăтам шкулăн çывăрмалли 72 вырăнлă интернатне тата 3 автомашина вырнаçмалăх гаражне, Трак вăтам шкулĕн 720 ача вĕренмелĕх типлă çуртне тунă. Мирлĕ вăхăтри ĕçсемшĕн те чылай наградăна тивĕçнĕ Михаил Прохорович. Çав шутра — “Ĕçре палăрнăшăн”, “Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май” медальсем, РСФСР культура министерствипе культурăра ĕçлекенсен Тĕп Комитечĕн, ытти органсен Хисеп грамотисем. 1978 çулта ăна “РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” хисеплĕ ят панă. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2009 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Михаил Прохорович район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн “Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнĕ. Красноармейски ялĕнчи Çĕнтерỹ паркĕнчи Мухтав аллейине тунă çĕре те вăл пысăк тỹпе хывнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та, М. Прохоров халăх хушшинчех пулнă. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне 12 çул ертсе пынă, чылай çул председатель çумĕнче вăй хунă. 1996 çулта ăна вăрçă тата ĕç (пенсионерсен), çарпа право хуралĕн ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă, Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Михаил Прохорович район хаçачĕпе те туслă çыхăну тытатчĕ. Редакци сунтăхĕнче унăн хайлавĕсем нихăçан та тусан çăтса выртман — çийĕнчех пичетленсе-пичетленсе пынă. Пире, журналистсене, сĕнỹ-канашпа яланах пулăшма хатĕрччĕ М. Прохоров. 2002 çулта вăл "Вут-хĕмре иртнĕ çамрăклăх" кĕнекешĕн районти Н. Янкас ячĕллĕ премине тивĕçрĕ. Ун хыççăн ку автор “Хăлату (Тусайсем)” (2010), “Помним, гордимся!” (2015), “Тумхахлă кун-çул” (2016) кĕнекесене кун çути кăтартрĕ. Хаклă аслă юлташăмăрăн таса чунĕ çỹл тỹпере çỹретĕр. Çутă сăнарĕ пирĕн асăмран тухмĕ, ĕмĕрлĕхех чун-чĕресенче упранĕ. М. П. Прохоровăн тус-юлташĕсемпе çывăх çыннисене пĕлсе тăма. Михаил Прохоровичăн 40 кунхине ноябрĕн 8-мĕшĕнче асăнаççĕ.

В. Данилов.

Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 503 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Юрий Васильевич Шепилов — хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, юрист, автомеханик. Кăçал вăл, пурăннă пулсан, 65 çул тултарнă пулĕччĕ. Питех те шел, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни шутласа хунă ĕçĕсене пурнăçлама май паман ăна. Анчах та вăл кĕвĕленĕ юрăсем пирĕн чĕресенче яланлăхах упранĕç. “Çĕнĕ çăл куç пĕр вырăнта тăма пултараймасть. Вăл малалла ăнтăлать, хăйне валли çул уçать, юхма тытăнать, шăнкăр-шăнкăр юрă юрласа хăй пурри çинчен пĕлтерет, шыв тĕнчипе пĕрлешет... Талант тени те çавăн пекех. Вăл çĕр çине ача чунĕпе пĕрле килет. Çăл куç пекех, хăйне валли çул хывать, аталанать, çирĕпленет, аслă пултару тĕнчин хапхине уçать. Юрий Шепилов юрă çырмасăр пурăнма пултарайман...” — çапларах аса илнĕ хамăр ентеш Чăваш халăх сăвăçи Ю. Сементер пултаруллă композитор пирки. Ю. В. Шепилов 1951 çулхи августăн 21-мĕшĕнче Красноармейски салинче çут тĕнчене килнĕ. Пепкен пулас шăпи ун чухнех паллă пулнă пулас: çуллахи илемлĕ те ăшă çанталăкра, улăхри черчен чечексемпе ешĕл курăк хушшинче çуралнă вăл. Тăван çĕрĕн вăйне илсе, юратнă амăшĕн кăкăр сĕтне çисе, чăн та, маттур та патвар çитĕннĕ пулас искусство çынни. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех юрă-кĕвĕ тĕнчипе тачă çыхăнса тăнă. Ĕçленĕ чухне те, савăннă чухне те, куляннă чухне те, ача çуралсан та, ытти пулăмсенче те пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем яланах юрă шăрантарнă. Шепиловсен кил-йышĕнче те çаплах пулнă — йăхран-йăха куçса пыракан халăх пултарулăхне пĕчĕк Юра итлесе ỹснĕ, унăн пуянлăхне ăша хывнă... Кукамăшĕн ашшĕ ялта граммофон тытакансенчен пĕрремĕш пулнă, юрă-ташă ăсти пурне те кĕвĕ-çемĕпе савăнтарнă. Ахăртнех, çак пултарулăх пĕчĕк шăпăрлана куçнă... Шкулта вĕреннĕ чухне активист йышĕнче пулнă вăл: стена хаçачĕсем кăларнă, вĕсене статьясемпе, ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшнă, вĕсенче хăй те хастаррăн хутшăннă, юрлама-ташлама ăста пулнă. Хаваслă яш ача яланах ăнтăлупа палăрса тăнă. Ăс-хакăл парнеленĕ тăван шкул, вĕрентекенсем, пĕрле вĕреннисем пирки Юрий каярахпа та ăшшăн аса илме юратнă. Вĕренсе тухнисемпе тĕл пулассине те вăлах йĕркеленĕ, Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсен вырăнне тупнă ентешĕсемпе Ю. Шепилов çыхăну тытсах тăнă. Шкул пĕтерни чылай çул иртнĕ пулсан та, хастар çын пирки унăн пĕрремĕш учителĕ Юлия Петровна Петрова акă еплерех çырнă: "Это был невысокого роста добродушный, веселый, общительный мальчик. Он выделялся среди ребят своей целеустремленностью. Учился всегда хорошо, был очень послушным и старательным учеником. Обладал организаторскими способностями. Нравилось ему выпускать стенные газеты к праздникам. А с каким огромным желанием писал он статьи для этих газет, красочно их оформлял! Юрий находил общий язык со всеми одноклассниками. Насколько я помню, он был душой класса до окончания средней школы. Любил петь и выступать на сцене. Часто пел сольно. Все одноклассники ценили и уважали его. Он единственный ученик, который до конца своих дней не забывал поздравлять меня по праздникам. Я этому всегда радовалась. Внимание учеников — это счастье для учителя” (Шепиловсен архивĕнчен — авт.). Мĕн пĕчĕкренех музыкăна кăмăлланăскер, саккăрмĕш класра Красноармейскинчи халăх хорне çỹреме пуçланă. Шăпах ун чухне вăл юрă кĕвĕлеме тытăннă. Çав вăхăтрах Юрий паллă композиторсемпе _ Виктор Ходяшевпа, Анатолий Михайловпа, Филипп Лукинпа — паллашнă, вĕсемпе пĕрре кăна мар тĕл пулнă. Маттур каччăн пултарулăхне асăрхамасăр иртсе каяйман — В. Ходяшев ун патне темиçе çыру янă, вĕренме чĕннĕ: “Санăн музыка училищинех вĕренме кĕмелле”. Анчах те пĕчĕкле аллине амантнăран-и, çамрăк унта кайма шикленнĕ. Пултаруллă яш хăйĕн пурнăçне искусствăпа çыхăнтарма тĕв тытнă. 1969 çулта Красноармейски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан сăнарлă ăсталăха (изобразительное искусство) вĕрентекен П. Андреев темиçе ачана хатĕрлесе ỹнерпе графика факультетне экзамена илсе кайнă. Анчах кĕтмен çĕртен сиксе тухнă сăлтавсене пула Красноармейски ачисенчен экзамен йышăнман... Ытти каччăсем пекех Юрăн та салтака кайма ят тухнă. 1970—1972 çулсенче Амур çинчи Комсомольскра хăйĕн тивĕçĕсене мухтавлăн пурнăçланă. Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăксемпе вăл яланах ăшă кăмăллă калаçнă, пурне те хисепленĕ, яланах пулăшма хатĕр пулнă. Çак ырă та паха ен унра пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех палăрса тăнă. Вăл вăхăтра Чăваш Енрен пĕрле хĕсметре тăнисем чылайăн пулнă. Паянхи кун та, акă, Çĕрпỹ хулинче пурăнакан Владимир Иванович Васильев çемйипе Шепиловсем туслă çыхăну тытаççĕ, час-часах пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, пулăшсах тăраççĕ. В. Васильев аса илнĕ тăрăх, Юрий Васильевич техникăна аван пĕлнипе пурне те тĕлĕнтернĕ, кирек мĕнле кăлтăксене те çийĕнчех тупса юсама пултарнипе палăрнă. Ахальтен мар ăна, тин çеç салтакран килнĕскере, тỹрех пысăк йывăрăшлă автомашина шанса параççĕ. Çарта тăрăшулăхпа, тỹрĕ кăмăллăхпа палăрнăшăн Ю. Шепилова Хисеп хучĕсем тата ытти парнесем парса чысланă. 1979 çулта вăл Чул хулари автомобильпе çул-йĕр техникумне ăнăçлă вĕçленĕ. Пĕлĕве тата та аталантарас тесе Юрий 2003 çулта Мускав патшалăх юридици академийĕнчен вĕренсе тухнă. Юратнă мăшăрĕпе, Вера Степановнапа, 31 çул шăкăл-шăкăл калаçса, çума-çумăн пурăнса икĕ ача — ывăлпа хĕр — çуратса ỹстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Пĕчĕк Вася ятлă мăнукне хут купăспа выляма вĕрентнĕ, çавăн пекех нотăсемпе паллаштарнă. Юрий Васильевич чăн-чăн “ылтăн алă” ăсти пулнă: хăйех кăмака тунă, çутă кĕртнĕ, телевизор юсанă, улма-çырлапа пуян сад-пахча тытса тăнă... “Санпа кăна” пирвайхи юрри унăн 1969 çулхи май уйăхĕнче “Ял пурнăçĕ” хаçатра пичетленнĕ. Унтанпа чылай юрă-кĕвĕ хайланă Юрий Васильевич. “Пурнăç лайăх, аннесем пулсан”, “Тăван Чăваш Ен”, “Алтăр-çăлтăр”, “Кăвак сирень”, “Шурăмпуç”, “Юлашки хут”, “Ах, юрату” тата ытти паллă юрăсене илтнех пулĕ вулакансем. И. Христофоров, З. Лисицина, Т. Гурьева, В. Петров, М. Туринке, В. Осипов, З. Смирнова, С. Данилова, Т. Рассказова хăйсен репертуарне ентешĕмĕрĕн юррисене кĕртнĕ. Пĕрле кĕвве хывнă сăвăсен авторĕсемпе Юрий Васильевич тачă çыхăну тытнă, вĕсене чунтан хисепленĕ. Л. Мартьянова, Шетмĕ Михали, Н. Карай, Л. Антонов, З. Михайлова, Р. Сарпи, Ю. Сементер тата ыттисен сăввисенчен илемлĕ юрăсем хайлама пултарнă вăл. “Виръял шевлисем”, “Кĕмĕл сасă”, “Шупашкар шăпчăкĕ”, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” конкурссемпе фестивальсенче унăн юрри-кĕввисем пĕрре мар малти вырăнсем йышăннă. 1992 çулта “Кăвак сирень” юрри Чăваш Республикинчи чи лайăх юрăсен шутне кĕнĕ, халăх ăна хапăлласах йышăннă. 2001 çулта “Шурăмпуç” юрăсен пуххи 500 экземплярпа тухнă. Паян та, акă, Ю. Шепиловăн чуна пырса тивекен юррисене тăван тăрăхра кăна мар, Чăваш Ен тулашĕнче те шăрантараççĕ. Культурăра пысăк çитĕнỹсем тунăшăн композитор 1995 çулта “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ деятелĕ”, 2001 çулта “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятсене тивĕçме пултарнă. Юрий Васильевич 1991 çулта Нестер Янкас премийĕн лауреачĕ те пулса тăнă. Паллă ентешĕмĕре Хисеп хучĕсемпе, Грамотăсемпе, Дипломсемпе наградăланă. Обществăлла пурнăçри тĕрлĕ мероприятисене те Юрий Васильевич хастар хутшăннă. Чăваш Республикин Композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин Музыка обществин районти пайĕн председателĕ, Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн членĕ пулнă. Нумай çул хушши “Кинозрелищное предприятие” пĕрлешĕвĕн директорĕнче вăй хунă, Трак ен çыннисене тĕрлĕ фильмсем кăтартса савăнтарнă. Каярахпа та, самана улшăнсан, вăл кинона чĕртес шухăшлă пулнă. Ю. Шепилов хăй пурнăçĕнче чылай юрă кĕвĕленĕ, сăввисене те хăйех шăрçаланă. Халĕ те ăна ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсем ăшшăн аса илеççĕ. “Юрий, санăн юррусем нихăçан та вилмеççĕ, вĕсем яланах пирĕн чĕресенче. Эпир вĕсене яланах юрлатпăр”, — çапларах çырнă паллă юрăç М. Туринке Шепиловсен аса илỹ кĕнекине. Кашни çын хăйĕн çуралнă вырăнне, тăван кĕтесне юратать. Мĕн ачаранах Юрий çут çанталăк, тăван тавралăх илемĕпе киленсе çитĕннĕ. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсене те çакна туйма вĕрентнĕ вăл. Кашни шыв-шурăн, çырма-çатран, уй-хирĕн, вăрманăн ячĕсемпе юратнă ывăлĕпе хĕрне паллаштарнă. Чăнах та, вăл Трак çĕрне чунтан-чĕререн юратнă, тăван кĕтес яланах хăйĕн илемлĕхĕпе палăрса тăтăр тесе тăрăшнă. “Савнă ялăм Красноармейски” юрра шăпах çуралса ỹснĕ тăрăха халалланă. “Пултараççĕ Васнарсем” юрăра Ю. Шепилов пĕрле выляса ỹснĕ тус-тантăшĕсем пирки çырнă. Вăл Васнар ялĕнчи мĕн пур çемьене асăнса тухса унта пурăнакансене илемлĕ юрăпа савăнтарма пултарнă. Сăвăçсем, юрăçсем хăйсен тăван амăшне халалласа пĕр-пĕр сăвă-юрă, кĕвĕ те пулин хайлаççĕ. Юрий Васильевич та пурнăç панă çынна “Ан хурлан, анне”, “Пурнăç лайăх, аннесем пулсан”, “Чун юратнă анне” (сăвви те, кĕвви те хăйĕннех) юрăсем парнеленĕ. Амăшне вăл чунтан юратнă, ăна хисепленĕ, хакланă. Юрату сăввисенче вара ăшăлăх, çепĕçлĕх, тасалăх хуçаланнине туйса илме пулать. “Санпа кăна”, “Салтак чĕри”, “Савни, шутлатăп сан çинчен”, “Шăпчăксем юрланă чух”, “Уйрăлу”, “Кĕтетĕп”, “Ах, юрату” тата ытти те çĕр çинчи аслă та хăватлă туйăма халалланă юрăсемпе сăвăсем композитор пултарулăхĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Тĕрлĕ тематикăпа кĕвĕленĕ юрăсене асăнса та пĕтерес çук. Унăн чылай юрри Чăваш радиопа телевидени фондĕнче упранаççĕ. Юрий Шепилов шутласа хунă ĕçĕсем пурнăçланса çитеймерĕç, анчах та пултаруллă ентешĕн кĕвĕленĕ юррисем пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранĕç, малашне те янăраса та савăнтарса тăрĕç.

Т. Филиппова.

Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 448 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

(Чăвашсен ят-сумлă композиторĕ Илья Степанов пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнăранпа 40 кун çитнĕ май)

Ĕненме те йывăр çакна: Илья Романович тек пирĕн хушăра çук. Мĕн тери кăмăллă та вашават, пултаруллă та тарават, сăпайлă та пуçаруллă çынччĕ. Анчах мĕн тăвăн — пурнăçăн хăйĕн йĕрки. ...И. Степанов 1941 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Кушкă ялĕнче çуралнă. Ялти тата Мăн Шетмĕри шкулсенче вĕреннĕ хыççăн комсомол путевкипе Магнитогорск хулине тухса кайнă. Электросварщик специальноçне суйласа илнĕ. Чăваш Ене — амăшĕ, Ф. М. Лукин тата М. И. Ильин ентеш-композиторсем, ыттисем патне тăтăшах çыру çỹретнĕ. Михаил Ильич ун патне Ю. Петров-Вирьял, Ю. Семенов-Сементер, В. Харитонов, В. Урташ сăввисене юрра хывма ярса панă. Филипп Миронович вара вĕсене республикăри хаçат-журналта кун çути кăтартма çул уçса панă. Баян техникине туллинрех алла илес тĕллевпе И. Степанов М. Глинка ячĕллĕ музыка училищине çỹренĕ. Чăваш хĕрĕсемпе каччисенчен йĕркеленĕ хора баянпа выляса ертсе пынă. Вĕсене Ф. Лукин, Г. Лебедев, А. Сергеев, К. Архипов, М. Ильин тата хăй хывнă çĕнĕ юрăсене, çавăн пекех вырăссен ят-сумлă композиторĕсем — А. Новиков, С. Туликов, Г. Пономаренко, ыттисем кĕвĕленĕ произведенисене вĕрентнĕ. Уралта 6 çул пурăннă хыççăн Филипп Миронович йыхравланипе Илья Романович Чăваш Ене таврăннă. Çĕрпỹри Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçинче тăрăшнă вăхăтрах кĕретсĕр майпа пĕлĕвне тарăнлатнă. Диплом илсен, вăл тата пилĕк çул Муркашри Культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче, унтан директорта тимленĕ. Кунти район хаçатĕнче çав çулсенче хывнă юрăсене пичетленĕ. И. Степанов чăваш поэчĕсемпе — П. Ялкирпе, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа, Н. Ершов-Янгерпа тачă çыхăну тытнă. Чăвашрадиопа, унти музыка передачисен редакторĕсемпе, хорта юрлакансемпе — А. Ильинпа, И. Христофоровпа, Т. Гурьевапа, З. Лисицинапа, О. Терентьевапа, кунпа пĕрлех К. Чекушкинапа тата хамăр ентеш-юрăçпа — З. Ананьевапа тачă çыхăнура пулнă. Нина Ивановна Ивановапа çемье чăмăртанă хыççăн 1970 çулта вĕсем Кушкăна куçса килсе тĕпленеççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса пĕр çăвартан пурăнса, хăйсем килĕштернĕ ĕçре вăй хураççĕ. Илья Романович Мăн Шетмĕри вăтам шкулта учитель тата библиотекарь, каярахпа тăван ялĕнчи Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçинче, Мăн Шетмĕри “Хĕвелĕм” ача садĕнче, Ямайкассипе Карайри шкулсенче тимленĕ. Юрăсем кĕвĕлемесĕр пĕр кун та иртмен пуль унăн. Астăватăп-ха, кăçал 10 кун хушши районти тĕп больницăра сипленчĕ. Çак хушăра сакăр вунна яхăн юрă хывнине пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе вара вăл тăван чăваш халăхне 3 пин ытла юрă парнеленĕ, вĕсенчен паллăраххисем çаксем: “Шăнкăрав курăкĕ”, “Çавра сĕтел хушшинче”, “Çул юхать, юхать”, “Тавтапуç сана, учитель”, “Юратнă учитель”, “Пирвайхи учитель”, “Çуралнă çĕршыв”, “Савни килте пулмарĕ”, “Карăшĕсем улăхра”, “Кĕрхи юрă”, “Савни мана каларĕ”, “Эх, саврăм каччине”, “Çулçине тăкатчĕ хурăн”, “Ан тирке мана эс” тата ыттисем те. 70-шĕ Чăвашрадио фонотекинче упранать. Тăван район Гимнне те вăлах çырнă, сăвви — Леонид Антоновăн. Вăл — юрăсен 15 кĕнекин авторĕ. Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ унăн — тата тепĕр кĕнеке хатĕрлесе çитернĕччĕ, шел, пурнăçа кĕртеймерĕ ăна. Ку тĕллевпе Шупашкарта пулнăскер, тăван килне те çитеймерĕ, чĕре тапма чарăннипе çул çинчех куçне хупрĕ 76 çула пуснă композитор. Тăватă ачапа тăватă мăнукчĕ унăн — вĕсемпе те, куç туллискерсемпе, мăшăрĕпе — Нина Ивановнапа та, йышлă тăванĕпе те савăнмаллаччĕ те савăнмаллаччĕ Илья Романовичăн. Пултарулăхри пысăк ỹсĕм-çитĕнỹсемшĕн Илья Степанова “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, “Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ятсем панă. Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ те пулса тăнă. Илья Романович халĕ пирĕн хушăра çук пулин те, унăн юррисем, ырă ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕр ялан чун-чĕресенче упранĕ.

В. Данилов.

Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 421 | Хăçан: 30.08.2016 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нарăсăн 19-мĕшĕнче каçхине 18 сехетре Красноармейски район центрĕнчи Халăх пултарулăх çуртĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн уяв каçĕ пуçланать. Уяв каçĕнче литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнă ентешсене, 2013 çулшăн тивĕçнĕ Преми лауреачĕсене, Нестер Янкас лауреачĕн дипломĕпе тата кăкăр çине çакмалли паллипе чыслаççĕ. Уяв каçĕ пысăк концертпа вĕçленет. Унта хамăр ентешсен пултарулăхĕпе ăсталăхне курса савăнма пулĕ. Пурне те уяв каçне йыхăратпăр.

Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 611 | Хăçан: 17.02.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Районти сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем, литературăпа искусствăна аталантаракансем пысăк çухату тÿсрĕç. Ноябрĕн 3-мĕшĕнче хăйĕн çур ĕмĕрне халăха медицина пулăшăвĕ парас ĕçре вăй хунă пултаруллă фельдшер, сывлăх сыхлав ĕçĕн отличникĕ, хăйĕн çемйинчен врачсем йышлă династине вĕрентсе çитĕнтернĕ çын — Янкасра çуралса ÿснĕ, унтах пурăннă Григорий Кириллович Кириллов чĕри тапма чарăннă. 
Çĕр çинче 91 çул пурăнса, вăл пĕтĕм пĕлĕвĕпе вăй-халне ыттисен пурнăçĕсен пуласлăхĕшĕн панă, хисеплĕ те авторитетлă пулнă.
Григорий Кириллович районта чăвашсен чаплă поэчĕн — Нестер Янкасăн тăван шăллĕ пулнипе те паллă. Вăл пиччĕшĕн синкер самана вăхăтĕнчи таса ятне тавăрас, унăн еткерлĕхне пухас, ун ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркелес тата музейне уçас тĕлĕшпе сумлă тÿпе хывнă. Ăна Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне панă.
Г. К. Кириллов Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пынă хаяр вăрçа хутшăннă. Нумай орденпа медальсене тивĕçнĕ. Вĕсем çинчен аса илÿсем сахал мар çырса пичетленĕ.
Хаклă çыннăмăра юлашки çула ăсатнă чухнехи хурлăхлă митинга Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Ермаков уçса ертсе пычĕ. Сыв пуллашу сăмахĕсене калакансем йышлă пулчĕç: Республикăри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ячĕпе — Н. Емельянова, райбольница тĕп врачĕ Г. Сушко, "Единая Россия” партин районти уйрăмĕ ячĕпе — З. Долгова, Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Н. Ершов, ял-йышпа тăванĕсен ячĕпе — Григорий Кирилловичăн аслă ывăлĕ В. Кириллов, Шупашкарти "Трак ен” ентешлĕх правленийĕн яваплă секретарĕ О. Алексеев. Вĕсем пурте Г. К. Кирилловăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне виçесĕр хак панине пĕлтернĕ.

Н. Янгер
Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 614 | Хăçан: 12.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çапла, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, "Çавалпа Шетмĕ кĕввисем" фестивалĕн лауреачĕ, Нестер Янкая ячĕллĕ пĕрлĕх ирттерекен мероприятисене хастар хутшăннă, Красноармейски ялĕнче пурăннă Михаил Ильич учитель-вĕрентекен пирĕнтен уйрăлса кайни 40 кун çитрĕ. 
Пирĕн район çыннисем питĕ хисепленĕ тата юратнă М. Ильин 1927 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Кушкă ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ учитель, амăшĕ хут пĕлмен чăваш хĕрарăмĕ пулнă.
Миша 7 класне Кушкă шкулĕнче, 8—9 классене Мăн Шетмĕре, 10-мĕшне вара Красноармейски вăтам шкулĕнче пĕтернĕ.
1950 çулта Шупашкарти пединститутран вĕренсе тухнă хыççăн Михаил Ильич 6 çул хушши Красноармейскинчи вăтам шкулта истори учителĕ пулса ĕçленĕ. 1956—1960 çулсенче вăл РОНОра инспекторта тăрăшнă. 1960—1998 çулсенче Красноармейски шкулĕнче (халĕ Трак гимназийĕ) истори, обществоведени тата физкультура учителĕнче вăй хунă.
Çав çулсенче ăна парти райкомĕпе райĕçтăвком тата РОНО тĕрлĕрен обществăлла ĕçсем шанса панă. Вăл 38 çул хушши ĕç коллективĕсенче пропагандистра тăрăшнă тата художество кружокĕсене ертсе пынă, пĕр хушă районти ĕçпе юрă уявĕнче пĕрлештернĕ хорăн дирижерĕ пулнă.
М. Ильин спортпа питĕ туслă пулнă, нумай ачасене спорт çулĕ çине тăма пулăшнă. Çав вăхăтрах вăл хăй те тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, чушкăлла, волейболла тата футболла вылянă, йĕлтĕрпе чупнă. Шашка вăййинче вăл темиçе хутчен те республикăри ăмăртусенче çеç мар, Раççей Федерацийĕн шайĕсенче те малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Михаил Ильич ертсе пынă "Çамрăк шашист” кружок членĕсем республикăри ăмăртусенче 10 хутчен пĕрремĕш, 3 хутчен иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Юлашки вăхăтра ноябрь уйăхĕнче шашкăлла выляса М. Ильинăн призне çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттересси йăлана кĕнĕччĕ. Республикăри шашистсен федерацийĕ Михаил Ильича асăнса кăçал та çак ăмăртăва ирттерме йышăнни çинчен хыпарларĕ.
Çапла ларма-тăма тата канма пĕлмесĕр ирттерчĕ хăйĕн пурнăçне М. Ильин. Кăçалхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче вăл 83 çул тултарчĕ. Йывăр чирленĕ хыççăн пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Шкулта, спортра, музыкăра тата ытти çĕрте ĕçлесен те вăл хăйĕн тивĕçне чунтан парăнса пурнăçласа пынă.
Ахальтен мар ăна "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” ята парса чысланă, 130 ытла грамота, çав шутра икĕ Чăваш Республикин Хисеп грамоти, килĕнче упранать.
Эпир, унăн тăванĕсем, спортсменсем тата юрă-кĕвĕ юратакансем Михаил Ильича манмастпăр, унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асра пулĕ.
Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 567 | Хăçан: 06.11.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (2)

Тӑван-хурӑнташа, тус-юлташа пурӑннӑ чухне хакламаллине ҫитмӗл  те ҫичӗ хут калатпӑр, анчах та тӗлӗнмелле... тӑхӑр вун тӑхӑр хут маи­са каятпар. Хамӑр районти Карайпа Мӑн Шетме шкулӗсенче директорта вӑй хунӑ ҫывӑх тусӑмӑр Николай Пет­рович Петров пирки ман сӑмахӑм.
Пысӑк хуйхӑ пырса ҫапрӗ пире. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхен 23-мӗшӗнче нумай ҫул пӗрле ӗҫленӗ юлташӑмӑра ҫухатрӑмӑр — Николай Петро­вич Петров пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрĕ. Вӑл 1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче хамӑр районти Четрик ялӗнче çуралнă. 1970-мӗш ҫулта Мӑн Шетмӗри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчи чӑваш чӗлхипе  ли­тература уйрӑмне вӗренме кӗрет. 1975 ҫулта ҫамрăк специалиста Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри вӑтам шкула ӗҫлеме ярзҫҫӗ. Ҫак шкулта вӑл икӗ çул чăваш чĕлхипе литера­тура учителĕ пулса ӗҫлет. Пултарулӑхне кура 1977 ҫулта ăна директорӑн вĕрентÿпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса ӗҫпеме шанаҫҫӗ. Ку ĕҫре вӑл 4 ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫлет. Ҫак шкултах юратнӑ мӑшӑр тупса ҫемье ҫавӑрать. 1981 ҫулта ҫемйипех тӑван кётесе, çуралнӑ тӑрӑха таврӑнать.  1981-1983 ҫулсенче Кушкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкулта директорӑн вӗрентÿпе воспитани енĕпе ӗҫлекен çумӗ пулса вӑй хурать. 1983—1986-мĕш ҫулсенче Карайри вӑтам шкулăн тилхепине тыттараҫҫӗ. 1986—1995 ҫулсенче вара хӑйӗн тӑван шкулӗнче директор пулса ӗҫлерӗ, каярах чӑваш чӗлхине ачасене юратма вӗрентрӗ. Юлашки ҫулсенче чире пула Мускав ҫывӑхӗнчи ялта ӗҫлесе пурӑнчӗ.
Н. Петров анлӑ тавра курӑмлӑ ҫынччӗ, хӑйӗн предметне питӗ аван пӗлетчӗ, юрататчӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсене хисеплетчӗ, хӑй те вĕсен умӗнче хисепре пулнӑ, нихӑҫан та сас хӑпартса ятлаҫман. Карайра нумай пурӑнмарĕҫ пулин те Петровсен ҫемйи ыттисемшӗн тӗслӗх пулнӑ. Кунта вӗсем нумай тус-юлташ тупрӗҫ, юлашки кунчченех вӗсемпе тӑвансем пек хутшӑнса пурӑнчӗҫ. Пултаруллӑ, ҫирӗп ыйтакан ертÿҫӗччӗ вӑл. Кирек мӗнле ӗҫе те тӗплӗн, тирпейлӗ тума, вӗҫне ҫитерме вӗрентетчӗ. Ҫитменлӗхсем пирки куҫран калатчӗ, тӗрӗслӗхшӗн яланах ҫине тӑратчӗ.
Тусӑмӑрӑн тата тепӗр паллӑ енӗ вӑл хӑйĕн шухӑш-туйӑмне, ӗмӗтне, савăнӑҫне, чун ыратӑвне сӑвӑласа халӑх патне ҫитерни. Пире вӑл нумай сӑвӑ парнелесе хӑварчӗ, чылай сӑввисене композиторсем юрра хыврӗҫ. 2002 ҫулта Н. Петров Н. Янкас премийӗн лауреачӗ ятне илнӗ. Тӑван тавралӑх, тӑван шкул историйӗпе питӗ кăсăкланатчӗ. "Мӑн Шетмӗри ача сачӗн историйӗ" ятлӑ кӗнеке 2005 çулта кун ҫути курчӗ. Шел, тӑван шкулӑн историне халӑх умне кӑларса ӗлкереймерӗ. Юлашки кунсенче те ҫав ӗҫсемпе ларнӑ вӑл. 2003-мӗш ҫулта ӑна "Хисеплӗ тавра пĕлӳҫӗ" ята панӑ. Вӑл вăхӑтра чи пуян краеведени музейӗ Мӑн Шетмӗ шкулӗнче ҫеҫ пулнӑ.
Н. Петрова вӗрентӳпе вос­питани ӗҫӗнчи чыслă ӗҫшӗн 1991 ҫулта "Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникĕ" паллӑпа чысланӑ.
Алли те ылтӑнччӗ унӑн. Карайри вӑтам шкулти коридорпа методика пӳлӗмӗнчи ӗҫпӗ стендсем кашни кун пире ун ҫинчен аса илтереҫҫӗ.
Хисеплӗ ҫыннӑмӑр, Нико­лай Петрович! Эсӗ пирӗнтен уйрӑлтӑн, чуну ҫӳлти патшалӑхра пултӑр, эпир сана яланах асӑнатпӑр апла пулсан эсӗ пирӗнпе юнашарах пулӑн. Санӑн ӑс-хакӑлу, ырӑ канашу-сем пире пулӑшса пырӗҫ. Лӑпкӑ ҫывар, хаклӑ ҫыннӑм, Йывӑр тӑпру çӑмӑл пултӑр. Ан аса илсем пире эс, тусӑм, Ҫутӑ сӑнару пирте упрантӑр. 
Ӗçтешсемпе юлташĕсен ячӗпе Р. И. МАЛИНИНА.

 
Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 1148 | Хăçан: 03.09.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

2010 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче районти "Ял пурнăçĕ" хаçат редакторĕ пулнă Леонид Николаевич Николаев вилсе кайрĕ.
Леонид Николаевич НИ­КОЛАЕВ 1930 ҫулхи çу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче хамӑр районти Васнар ялӗнче ҫуралнӑ. 1951—1965 ҫулсенче Сталин ячӗллӗ тата "Победа" колхозсен кладов­щике, Васнар ялӗнчи клуб заведующийӗ, Красноар­мейски район хаҫачӗн ре­дакцийӗн корректорĕ, Вас­нар ялёнчи библиотека заведующийӗ, культура пайён инспекторĕ, КПСС райкомён инструкторе пулнӑ. 1965 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Л. Н. Николева район хаҫачӗн редакцийӗн пай заведующине ҫирӗплетеҫҫӗ. Пуҫаруллӑ та яваплӑха ҫирӗп туяканскере 1969 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вара районти "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат редакторне уйӑрса лартаҫҫӗ. Л. Н. Николаев хаҫатӑн сӑн-сӑпачӗпе содержанине илемлетес, журналистсен ҫамрӑк кадрӗсене хатӗрлес, редакции пурлӑх никӗсне пуянлатас тĕллевпе нумай вăй хурать. Ӗҫленӗ хушӑрах Мускаври Партии аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухать. Л. Н. Нико­лаев редакци коллективне 1990 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен ертсе пырать. Унӑн чи паха енӗсем — професси ӑсталӑхӗ, ҫын нушине ӑнланма тӑрӑшни, пулӑшма хатӗр пулни.
Леонид Николаевич Ни­колаев общество ӗҫӗнче те пысӑк хастарлӑх кӑтартнӑ: ӑна темиҫе хутчен те район Совечӗн депутатне суйланӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та, алӑ усса ларман Л. Н. Николаев. Тӑван тӑрӑх ис­торине тишкерсе, Раҫҫей журналистсен Союзӗн члене 8 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Л. Н. Николаевен нумай енлӗ пархатарлӑ ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ: ӑна 4 медальпе, чылай Хисеп грамотипе наградӑланӑ, 1981 ҫулта "Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят панӑ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленнĕ очерксемпе новеллăсемшĕн тата «Савăнатпăр та, мухтанатпăр та васнарсемпе» кĕнекешĕн тивĕçнĕ (1996).
Леонид Николаевич Ни­колаевăн — пултаруллӑ ӗҫченӗн, пуҫаруллӑ наставникӑн, ӑшӑ кӑмӑллӑ этемӗн —ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн чун-чӗресенче упранӗ.
Юлташӗсен ушкӑнӗ.

Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 674 | Хăçан: 31.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)



Нарăсăн 25-мĕшĕнче каçхине 19 сехетре Красноармейски район центрĕнчи Халăх пултарулăх çуртĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн уяв каçĕ пуçланать. Уяв каçĕнче пĕрлĕхĕн 20 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетеççĕ. Кунсăр пуçне пĕрлĕх хастарĕсем хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштараççĕ, литературăпа искусство тата культура аталанăвĕнче палăрнă ентешсене 2009 çулшăн тата çак ĕçшĕн маларах тивĕçнĕ Преми лауреачĕсене Нестер Янкас лауреачĕн кăкăр çине çакмалли паллипе чыслаççĕ. Çакăнтах Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕ урлă ирттернĕ "Ачасен пултарулăхĕ" инçет литература конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тата малти вырăна тивĕçнĕ шкул ачисене чылаççĕ. Уяв каçĕ пысăк концертпа вĕçленет. Унта Шупашкарти артистсен тата хамăр ентешсен пултарулăхĕпе ăсталăхне курса савăнма пулĕ. Пурне те уяв каçне йыхăратпăр.
Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 567 | Хăçан: 24.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ пулать. Ларăва пĕрлĕх правленийĕн членĕсене йыхравлаççĕ. Вăл район библиотекин вулав пÿлĕмĕнче ирхине 10 сехетре пуçланать. Кун йĕркинче: Нестер Янкас пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чысласси, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн кăкăр çине çакса çÿремелли паллăн эскизне çирĕплесесси. Правлени членĕсене тата ларăва хутшăнма кăмăл тăывакансене палăртнă вăхăта çитме ыйтатпăр. 

Пресс-центр.

Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 570 | Хăçан: 09.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

nullЮпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн анлă ларăвĕ пулать. Ларăва поэзине юратакансене, шкул ачисене тата сăвă çырма кăмăллакансене йыхравлаççĕ. Вăл район библиотекин вулав пÿлĕмĕнче ирхине 11 сехетре пуçланать. Правлени членĕсене тата хăнасене палăртнă вăхăта çитме ыйтатпăр. 

Пресс-центр.


Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 661 | Хăçан: 23.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

nullЮпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Упи вăтам шкулĕнче чăваш прозаикĕн, ентеш-çыравçăн Филипп Андреевăн пултарулăхне халалланă литература каçĕ пулать. Литература каçне çыравçă йăмăкĕ Роза Андреевна Герасимова хутшăнать. Каçа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.В.Васильева йĕркелесе пырать. Хапăл туса кĕтетпĕр.
Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 516 | Хăçан: 23.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

nullЮпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче район библиотекин вулав залĕнче И.А.Прокопьев (Чураль) журналист çырнă кĕнекесен презентацийĕ пулать. Юлашки вăхăтра Иван Афанасьевич виçĕ çĕнĕ кĕнеке кăларма пултарчĕ:  "Пĕрле кулар-и?", "Вăййа тухрĕ сарă каччă", "Тавтапуç, пулă". Вĕсемпе паллаштаракан презентаци ытларикун 10.00 сехетре пуçланать. Хапăл туса кĕтетпĕр!
Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 497 | Хăçан: 23.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

nullАвăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ пулать. Вăл район вулавăшĕн вулав пÿлĕмĕнче ирхине 9 сехетре пуçланать. Правлени членĕсене палăртнă вăхăта çитме ыйтатпăр. 

Пресс-центр.

Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 550 | Хăçан: 08.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Юрий Васильевич Шепилов композитора халалланă асăну каçĕ - концерт 2009 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Красноармейски салин халăх пултарулăх çурчĕн ларусен залĕнче пулать. Концерта пĕрлĕх членĕсем, композиторăн пĕлĕшĕсемпе тăванĕсем, Шупашкарти тата районти артистсем хутшăнаççĕ.
Пĕлтерÿсем | Миçе çын пăхнă: 659 | Хăçан: 25.05.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz