Юнкун, 06.11.2024, 02:26
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Пĕлтерÿсен хăми » Пĕлтерÿсем

Чуна уçакан юрăсем яланлăхах пирĕн чĕресенче
Информация | 20.02.2017, 18:00

Юрий Васильевич Шепилов — хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, юрист, автомеханик. Кăçал вăл, пурăннă пулсан, 65 çул тултарнă пулĕччĕ. Питех те шел, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни шутласа хунă ĕçĕсене пурнăçлама май паман ăна. Анчах та вăл кĕвĕленĕ юрăсем пирĕн чĕресенче яланлăхах упранĕç. “Çĕнĕ çăл куç пĕр вырăнта тăма пултараймасть. Вăл малалла ăнтăлать, хăйне валли çул уçать, юхма тытăнать, шăнкăр-шăнкăр юрă юрласа хăй пурри çинчен пĕлтерет, шыв тĕнчипе пĕрлешет... Талант тени те çавăн пекех. Вăл çĕр çине ача чунĕпе пĕрле килет. Çăл куç пекех, хăйне валли çул хывать, аталанать, çирĕпленет, аслă пултару тĕнчин хапхине уçать. Юрий Шепилов юрă çырмасăр пурăнма пултарайман...” — çапларах аса илнĕ хамăр ентеш Чăваш халăх сăвăçи Ю. Сементер пултаруллă композитор пирки. Ю. В. Шепилов 1951 çулхи августăн 21-мĕшĕнче Красноармейски салинче çут тĕнчене килнĕ. Пепкен пулас шăпи ун чухнех паллă пулнă пулас: çуллахи илемлĕ те ăшă çанталăкра, улăхри черчен чечексемпе ешĕл курăк хушшинче çуралнă вăл. Тăван çĕрĕн вăйне илсе, юратнă амăшĕн кăкăр сĕтне çисе, чăн та, маттур та патвар çитĕннĕ пулас искусство çынни. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех юрă-кĕвĕ тĕнчипе тачă çыхăнса тăнă. Ĕçленĕ чухне те, савăннă чухне те, куляннă чухне те, ача çуралсан та, ытти пулăмсенче те пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем яланах юрă шăрантарнă. Шепиловсен кил-йышĕнче те çаплах пулнă — йăхран-йăха куçса пыракан халăх пултарулăхне пĕчĕк Юра итлесе ỹснĕ, унăн пуянлăхне ăша хывнă... Кукамăшĕн ашшĕ ялта граммофон тытакансенчен пĕрремĕш пулнă, юрă-ташă ăсти пурне те кĕвĕ-çемĕпе савăнтарнă. Ахăртнех, çак пултарулăх пĕчĕк шăпăрлана куçнă... Шкулта вĕреннĕ чухне активист йышĕнче пулнă вăл: стена хаçачĕсем кăларнă, вĕсене статьясемпе, ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшнă, вĕсенче хăй те хастаррăн хутшăннă, юрлама-ташлама ăста пулнă. Хаваслă яш ача яланах ăнтăлупа палăрса тăнă. Ăс-хакăл парнеленĕ тăван шкул, вĕрентекенсем, пĕрле вĕреннисем пирки Юрий каярахпа та ăшшăн аса илме юратнă. Вĕренсе тухнисемпе тĕл пулассине те вăлах йĕркеленĕ, Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсен вырăнне тупнă ентешĕсемпе Ю. Шепилов çыхăну тытсах тăнă. Шкул пĕтерни чылай çул иртнĕ пулсан та, хастар çын пирки унăн пĕрремĕш учителĕ Юлия Петровна Петрова акă еплерех çырнă: "Это был невысокого роста добродушный, веселый, общительный мальчик. Он выделялся среди ребят своей целеустремленностью. Учился всегда хорошо, был очень послушным и старательным учеником. Обладал организаторскими способностями. Нравилось ему выпускать стенные газеты к праздникам. А с каким огромным желанием писал он статьи для этих газет, красочно их оформлял! Юрий находил общий язык со всеми одноклассниками. Насколько я помню, он был душой класса до окончания средней школы. Любил петь и выступать на сцене. Часто пел сольно. Все одноклассники ценили и уважали его. Он единственный ученик, который до конца своих дней не забывал поздравлять меня по праздникам. Я этому всегда радовалась. Внимание учеников — это счастье для учителя” (Шепиловсен архивĕнчен — авт.). Мĕн пĕчĕкренех музыкăна кăмăлланăскер, саккăрмĕш класра Красноармейскинчи халăх хорне çỹреме пуçланă. Шăпах ун чухне вăл юрă кĕвĕлеме тытăннă. Çав вăхăтрах Юрий паллă композиторсемпе _ Виктор Ходяшевпа, Анатолий Михайловпа, Филипп Лукинпа — паллашнă, вĕсемпе пĕрре кăна мар тĕл пулнă. Маттур каччăн пултарулăхне асăрхамасăр иртсе каяйман — В. Ходяшев ун патне темиçе çыру янă, вĕренме чĕннĕ: “Санăн музыка училищинех вĕренме кĕмелле”. Анчах те пĕчĕкле аллине амантнăран-и, çамрăк унта кайма шикленнĕ. Пултаруллă яш хăйĕн пурнăçне искусствăпа çыхăнтарма тĕв тытнă. 1969 çулта Красноармейски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан сăнарлă ăсталăха (изобразительное искусство) вĕрентекен П. Андреев темиçе ачана хатĕрлесе ỹнерпе графика факультетне экзамена илсе кайнă. Анчах кĕтмен çĕртен сиксе тухнă сăлтавсене пула Красноармейски ачисенчен экзамен йышăнман... Ытти каччăсем пекех Юрăн та салтака кайма ят тухнă. 1970—1972 çулсенче Амур çинчи Комсомольскра хăйĕн тивĕçĕсене мухтавлăн пурнăçланă. Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çамрăксемпе вăл яланах ăшă кăмăллă калаçнă, пурне те хисепленĕ, яланах пулăшма хатĕр пулнă. Çак ырă та паха ен унра пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех палăрса тăнă. Вăл вăхăтра Чăваш Енрен пĕрле хĕсметре тăнисем чылайăн пулнă. Паянхи кун та, акă, Çĕрпỹ хулинче пурăнакан Владимир Иванович Васильев çемйипе Шепиловсем туслă çыхăну тытаççĕ, час-часах пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, пулăшсах тăраççĕ. В. Васильев аса илнĕ тăрăх, Юрий Васильевич техникăна аван пĕлнипе пурне те тĕлĕнтернĕ, кирек мĕнле кăлтăксене те çийĕнчех тупса юсама пултарнипе палăрнă. Ахальтен мар ăна, тин çеç салтакран килнĕскере, тỹрех пысăк йывăрăшлă автомашина шанса параççĕ. Çарта тăрăшулăхпа, тỹрĕ кăмăллăхпа палăрнăшăн Ю. Шепилова Хисеп хучĕсем тата ытти парнесем парса чысланă. 1979 çулта вăл Чул хулари автомобильпе çул-йĕр техникумне ăнăçлă вĕçленĕ. Пĕлĕве тата та аталантарас тесе Юрий 2003 çулта Мускав патшалăх юридици академийĕнчен вĕренсе тухнă. Юратнă мăшăрĕпе, Вера Степановнапа, 31 çул шăкăл-шăкăл калаçса, çума-çумăн пурăнса икĕ ача — ывăлпа хĕр — çуратса ỹстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Пĕчĕк Вася ятлă мăнукне хут купăспа выляма вĕрентнĕ, çавăн пекех нотăсемпе паллаштарнă. Юрий Васильевич чăн-чăн “ылтăн алă” ăсти пулнă: хăйех кăмака тунă, çутă кĕртнĕ, телевизор юсанă, улма-çырлапа пуян сад-пахча тытса тăнă... “Санпа кăна” пирвайхи юрри унăн 1969 çулхи май уйăхĕнче “Ял пурнăçĕ” хаçатра пичетленнĕ. Унтанпа чылай юрă-кĕвĕ хайланă Юрий Васильевич. “Пурнăç лайăх, аннесем пулсан”, “Тăван Чăваш Ен”, “Алтăр-çăлтăр”, “Кăвак сирень”, “Шурăмпуç”, “Юлашки хут”, “Ах, юрату” тата ытти паллă юрăсене илтнех пулĕ вулакансем. И. Христофоров, З. Лисицина, Т. Гурьева, В. Петров, М. Туринке, В. Осипов, З. Смирнова, С. Данилова, Т. Рассказова хăйсен репертуарне ентешĕмĕрĕн юррисене кĕртнĕ. Пĕрле кĕвве хывнă сăвăсен авторĕсемпе Юрий Васильевич тачă çыхăну тытнă, вĕсене чунтан хисепленĕ. Л. Мартьянова, Шетмĕ Михали, Н. Карай, Л. Антонов, З. Михайлова, Р. Сарпи, Ю. Сементер тата ыттисен сăввисенчен илемлĕ юрăсем хайлама пултарнă вăл. “Виръял шевлисем”, “Кĕмĕл сасă”, “Шупашкар шăпчăкĕ”, “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” конкурссемпе фестивальсенче унăн юрри-кĕввисем пĕрре мар малти вырăнсем йышăннă. 1992 çулта “Кăвак сирень” юрри Чăваш Республикинчи чи лайăх юрăсен шутне кĕнĕ, халăх ăна хапăлласах йышăннă. 2001 çулта “Шурăмпуç” юрăсен пуххи 500 экземплярпа тухнă. Паян та, акă, Ю. Шепиловăн чуна пырса тивекен юррисене тăван тăрăхра кăна мар, Чăваш Ен тулашĕнче те шăрантараççĕ. Культурăра пысăк çитĕнỹсем тунăшăн композитор 1995 çулта “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ деятелĕ”, 2001 çулта “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятсене тивĕçме пултарнă. Юрий Васильевич 1991 çулта Нестер Янкас премийĕн лауреачĕ те пулса тăнă. Паллă ентешĕмĕре Хисеп хучĕсемпе, Грамотăсемпе, Дипломсемпе наградăланă. Обществăлла пурнăçри тĕрлĕ мероприятисене те Юрий Васильевич хастар хутшăннă. Чăваш Республикин Композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин Музыка обществин районти пайĕн председателĕ, Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн членĕ пулнă. Нумай çул хушши “Кинозрелищное предприятие” пĕрлешĕвĕн директорĕнче вăй хунă, Трак ен çыннисене тĕрлĕ фильмсем кăтартса савăнтарнă. Каярахпа та, самана улшăнсан, вăл кинона чĕртес шухăшлă пулнă. Ю. Шепилов хăй пурнăçĕнче чылай юрă кĕвĕленĕ, сăввисене те хăйех шăрçаланă. Халĕ те ăна ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсем ăшшăн аса илеççĕ. “Юрий, санăн юррусем нихăçан та вилмеççĕ, вĕсем яланах пирĕн чĕресенче. Эпир вĕсене яланах юрлатпăр”, — çапларах çырнă паллă юрăç М. Туринке Шепиловсен аса илỹ кĕнекине. Кашни çын хăйĕн çуралнă вырăнне, тăван кĕтесне юратать. Мĕн ачаранах Юрий çут çанталăк, тăван тавралăх илемĕпе киленсе çитĕннĕ. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсене те çакна туйма вĕрентнĕ вăл. Кашни шыв-шурăн, çырма-çатран, уй-хирĕн, вăрманăн ячĕсемпе юратнă ывăлĕпе хĕрне паллаштарнă. Чăнах та, вăл Трак çĕрне чунтан-чĕререн юратнă, тăван кĕтес яланах хăйĕн илемлĕхĕпе палăрса тăтăр тесе тăрăшнă. “Савнă ялăм Красноармейски” юрра шăпах çуралса ỹснĕ тăрăха халалланă. “Пултараççĕ Васнарсем” юрăра Ю. Шепилов пĕрле выляса ỹснĕ тус-тантăшĕсем пирки çырнă. Вăл Васнар ялĕнчи мĕн пур çемьене асăнса тухса унта пурăнакансене илемлĕ юрăпа савăнтарма пултарнă. Сăвăçсем, юрăçсем хăйсен тăван амăшне халалласа пĕр-пĕр сăвă-юрă, кĕвĕ те пулин хайлаççĕ. Юрий Васильевич та пурнăç панă çынна “Ан хурлан, анне”, “Пурнăç лайăх, аннесем пулсан”, “Чун юратнă анне” (сăвви те, кĕвви те хăйĕннех) юрăсем парнеленĕ. Амăшне вăл чунтан юратнă, ăна хисепленĕ, хакланă. Юрату сăввисенче вара ăшăлăх, çепĕçлĕх, тасалăх хуçаланнине туйса илме пулать. “Санпа кăна”, “Салтак чĕри”, “Савни, шутлатăп сан çинчен”, “Шăпчăксем юрланă чух”, “Уйрăлу”, “Кĕтетĕп”, “Ах, юрату” тата ытти те çĕр çинчи аслă та хăватлă туйăма халалланă юрăсемпе сăвăсем композитор пултарулăхĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Тĕрлĕ тематикăпа кĕвĕленĕ юрăсене асăнса та пĕтерес çук. Унăн чылай юрри Чăваш радиопа телевидени фондĕнче упранаççĕ. Юрий Шепилов шутласа хунă ĕçĕсем пурнăçланса çитеймерĕç, анчах та пултаруллă ентешĕн кĕвĕленĕ юррисем пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранĕç, малашне те янăраса та савăнтарса тăрĕç.

Т. Филиппова.

Кам хушнă: mixaj_58 | Контактри çын: Виталий
Миçе çын пăхнă: 446 | Хăçанччен хушнă: 20.03.2017 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 39
Хăнасем 39
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz