Çапла, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор, "Çавалпа Шетмĕ кĕввисем" фестивалĕн лауреачĕ, Нестер Янкая ячĕллĕ пĕрлĕх ирттерекен мероприятисене хастар хутшăннă, Красноармейски ялĕнче пурăннă Михаил Ильич учитель-вĕрентекен пирĕнтен уйрăлса кайни 40 кун çитрĕ.
Пирĕн район çыннисем питĕ хисепленĕ тата юратнă М. Ильин 1927 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче Кушкă ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ учитель, амăшĕ хут пĕлмен чăваш хĕрарăмĕ пулнă.
Миша 7 класне Кушкă шкулĕнче, 8—9 классене Мăн Шетмĕре, 10-мĕшне вара Красноармейски вăтам шкулĕнче пĕтернĕ.
1950 çулта Шупашкарти пединститутран вĕренсе тухнă хыççăн Михаил Ильич 6 çул хушши Красноармейскинчи вăтам шкулта истори учителĕ пулса ĕçленĕ. 1956—1960 çулсенче вăл РОНОра инспекторта тăрăшнă. 1960—1998 çулсенче Красноармейски шкулĕнче (халĕ Трак гимназийĕ) истори, обществоведени тата физкультура учителĕнче вăй хунă.
Çав çулсенче ăна парти райкомĕпе райĕçтăвком тата РОНО тĕрлĕрен обществăлла ĕçсем шанса панă. Вăл 38 çул хушши ĕç коллективĕсенче пропагандистра тăрăшнă тата художество кружокĕсене ертсе пынă, пĕр хушă районти ĕçпе юрă уявĕнче пĕрлештернĕ хорăн дирижерĕ пулнă.
М. Ильин спортпа питĕ туслă пулнă, нумай ачасене спорт çулĕ çине тăма пулăшнă. Çав вăхăтрах вăл хăй те тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă, чушкăлла, волейболла тата футболла вылянă, йĕлтĕрпе чупнă. Шашка вăййинче вăл темиçе хутчен те республикăри ăмăртусенче çеç мар, Раççей Федерацийĕн шайĕсенче те малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Михаил Ильич ертсе пынă "Çамрăк шашист” кружок членĕсем республикăри ăмăртусенче 10 хутчен пĕрремĕш, 3 хутчен иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Юлашки вăхăтра ноябрь уйăхĕнче шашкăлла выляса М. Ильинăн призне çĕнсе илессишĕн ăмăрту ирттересси йăлана кĕнĕччĕ. Республикăри шашистсен федерацийĕ Михаил Ильича асăнса кăçал та çак ăмăртăва ирттерме йышăнни çинчен хыпарларĕ.
Çапла ларма-тăма тата канма пĕлмесĕр ирттерчĕ хăйĕн пурнăçне М. Ильин. Кăçалхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче вăл 83 çул тултарчĕ. Йывăр чирленĕ хыççăн пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Шкулта, спортра, музыкăра тата ытти çĕрте ĕçлесен те вăл хăйĕн тивĕçне чунтан парăнса пурнăçласа пынă.
Ахальтен мар ăна "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” ята парса чысланă, 130 ытла грамота, çав шутра икĕ Чăваш Республикин Хисеп грамоти, килĕнче упранать.
Эпир, унăн тăванĕсем, спортсменсем тата юрă-кĕвĕ юратакансем Михаил Ильича манмастпăр, унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асра пулĕ.