Шăматкун, 30.11.2024, 12:31
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Пĕлтерÿсен хăми » Пĕлтерÿсем

Леонид Николаевич НИКОЛАЕВА асӑнса
Информация | 31.05.2010, 14:35
2010 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче районти "Ял пурнăçĕ" хаçат редакторĕ пулнă Леонид Николаевич Николаев вилсе кайрĕ.
Леонид Николаевич НИ­КОЛАЕВ 1930 ҫулхи çу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче хамӑр районти Васнар ялӗнче ҫуралнӑ. 1951—1965 ҫулсенче Сталин ячӗллӗ тата "Победа" колхозсен кладов­щике, Васнар ялӗнчи клуб заведующийӗ, Красноар­мейски район хаҫачӗн ре­дакцийӗн корректорĕ, Вас­нар ялёнчи библиотека заведующийӗ, культура пайён инспекторĕ, КПСС райкомён инструкторе пулнӑ. 1965 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Л. Н. Николева район хаҫачӗн редакцийӗн пай заведующине ҫирӗплетеҫҫӗ. Пуҫаруллӑ та яваплӑха ҫирӗп туяканскере 1969 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вара районти "Ял пурнӑҫӗ" хаҫат редакторне уйӑрса лартаҫҫӗ. Л. Н. Николаев хаҫатӑн сӑн-сӑпачӗпе содержанине илемлетес, журналистсен ҫамрӑк кадрӗсене хатӗрлес, редакции пурлӑх никӗсне пуянлатас тĕллевпе нумай вăй хурать. Ӗҫленӗ хушӑрах Мускаври Партии аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухать. Л. Н. Нико­лаев редакци коллективне 1990 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен ертсе пырать. Унӑн чи паха енӗсем — професси ӑсталӑхӗ, ҫын нушине ӑнланма тӑрӑшни, пулӑшма хатӗр пулни.
Леонид Николаевич Ни­колаев общество ӗҫӗнче те пысӑк хастарлӑх кӑтартнӑ: ӑна темиҫе хутчен те район Совечӗн депутатне суйланӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та, алӑ усса ларман Л. Н. Николаев. Тӑван тӑрӑх ис­торине тишкерсе, Раҫҫей журналистсен Союзӗн члене 8 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Л. Н. Николаевен нумай енлӗ пархатарлӑ ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ: ӑна 4 медальпе, чылай Хисеп грамотипе наградӑланӑ, 1981 ҫулта "Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят панӑ. Районти культурăпа искусствăна аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленнĕ очерксемпе новеллăсемшĕн тата «Савăнатпăр та, мухтанатпăр та васнарсемпе» кĕнекешĕн тивĕçнĕ (1996).
Леонид Николаевич Ни­колаевăн — пултаруллӑ ӗҫченӗн, пуҫаруллӑ наставникӑн, ӑшӑ кӑмӑллӑ этемӗн —ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн чун-чӗресенче упранӗ.
Юлташӗсен ушкӑнӗ.

Кам хушнă: mixaj_58 | Контактри çын: Прокопьев И.А.
Миçе çын пăхнă: 675 | Хăçанччен хушнă: 01.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (02.06.2010 18:43) [Материал]
(Хамăн пĕрремĕш редактора Л. Н. Николаева юлашки çула ăсатнăранпа 40 кун çитнĕ май çырнă сăмахсем)
Манăн районти “Ял пурнăçĕ” хаçат редакторĕнче 20 çул ытла вăй хунă, тăрăшуллă ĕçшĕн медальсене тивĕçнĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членĕ, 8 кĕнеке авторĕ Леонид Николаевич Николаев (литературăри хушма ячĕ — Леонид Савран) пурнăçран уйрăлнине çаплах пĕртте ĕненессĕм килмест. Ăна яланах наставник вырăнне хураттăм. Пулăшмасăр тăмастчĕ: ĕçпе те, сĕнÿ-канашпа та. Пурăннă пулсан çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ.
...Аслă юлташăм çинчен каласа памалли чылай манăн. 1974 çул аса килет. Ун чухне 10 класра вĕренеттĕм. Икĕ-виçĕ çул маларах атте, пĕр вăхăт райхаçата çырса тăнăскер, çак ĕçпе мана “аппаланма” сĕнчĕ. “Ял пурнăçне” шкул пурнăçĕпе çыхăннă заметкăсем сĕнеттĕм. Пичетлетчĕç ытларахăшне, корреспондентсен сĕнĕвĕсене те илеттĕм çырупа. Çав çулхине Пичет кунне хутшăнма йыхрав та çитрĕ. Савăнăçлă лару районти культура çуртĕнче пулчĕ. Çыравçăсем чылайăн пухăннăччĕ: шкул ачисем нумайрахчĕ. Л. Н. Николаев редактора ун чухне пуçласа куртăм, Пичет кунĕпе çыхăннă докладне тимлĕн итлерĕм. Унтан хастар ялкорсене чысларĕç. Çав шута эпĕ те лекрĕм. Леонид Николаевич аллинчен Хисеп грамоти илтĕм. “Пичет ĕçне активлă хутшăннăшăн”, тенĕччĕ унта. Ку грамотăна ĕçлĕ ытти хутсемпе пĕрле халĕ те типтерлĕн упратăп. Ара, пурнăçăмра тĕрĕс çул кăтартаканни шăпах вăл пулнă-çке.
Вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестатлă пулсан, Леонид Николаевич И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме каймашкăн направлени пани те асрах. Унта çырнă сăмахсемлĕ хутпа кирек ăçта та вĕренме кĕрĕн!
...1976 çулхи çу кунĕсем тăраççĕ. Кÿршĕ ачисемпе пĕрле ял çумĕнчи çырмасенче ĕнесем кĕтсе çÿретпĕр. Ял хапхинчен çăмăл автомашина тухрĕ те пирĕн тĕле çитсен... тăпах чарăнчĕ. Ак, хайхискер! Кабинăран Л. Н. Николаев тухрĕ те мана хăй патне чĕнсе илчĕ. Редакцире ĕçлеме корреспондент кирлĕ имĕш. Шухăшласа пăхма пĕр эрне пачĕ. Атте-аннепе канашланă хыççăн çĕнĕ ĕçе тытăнса пăхма шухăшларăм. Алăра, ав, районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн 1976 çулхи июнĕн 4-мĕшĕнчи 26-мĕш номерлĕ приказĕ. Унта июнĕн 7-мĕшĕнчен пĕр уйăх тĕрĕслесе пăхмалли вăхăтпа мана ĕçе илесси пирки çырнă. Хальхи редакторпа И. А. Прокопьевпа (ун чухне Иван Афанасьевич парти пурнăç пайĕн заведующийĕ, редактор çумĕччĕ) пĕр пÿлĕме лартрĕç. Кунтах редакци бухгалтерийĕ те вырнаçнăччĕ. Уйăх та иртрĕ çапла: юнкорсен заметкисене пичете хатĕрлеттĕм (çырусем вĕсенчен çав тери нумай килетчĕç ун чухне), хам та вырăнсене тухса çÿреме тытăнтăм, Иван Афанасьевич пулăшса-вĕрентсе пынипе эпĕ çырнисем райхаçатра кун çути курма пуçларĕç. Туслă йыш ĕçлетчĕ хаçатра. Ялан пĕрле пулнă. Пире, çамрăксене, аслисем ăс панă, вĕрентнĕ, пулăшнă. Çав çул çумăрлă килчĕ. Кашни шăмат кунах районта выльăх апачĕ хатĕрлессипе, çĕр улми кăларассипе, хăмла татассипе субботниксем йĕркелетчĕç. Пурте хутшăнаттăмăр, çав шутрах Л. Н. Николаев редактор та, вĕсенчен йĕп-йĕпе таврăнаттăмăр пулсан та, хамăр кăмăллăччĕ.
Тепĕр çулхи çуркунне редакцири ĕçтешсем мана çара ăсатрĕç. Л. Н. Николаев редактор, парне панă май, хĕсметре чăваш ятне çÿлте тытма сĕнчĕ. Çакна тĕпе хурсах округ хаçатне те çырса тăтăм.
Çартан таврăнас умĕн редакцири тусăмран — В. П. Егоровран çыру илтĕм. Леонид Николаевич эпĕ таврăнасса кĕтни, ĕç вырăнĕ те хатĕрлесе хуни пирки хыпарлать. Çавăнпа киле таврăнсан, нумай шухăшласа-туса тăмасăрах, тепĕр икĕ эрнеренех ĕçе кÿлĕнтĕм. Çăмăл марччĕ ĕнтĕ: радиопередачăсем хатĕрлесе итлекенсем умне кăлармаллаччĕ. Çитменнине ирех тăмалла, тăван ялтан — Аслă Чуллăран — район центрне çитмелле. Микрофон умĕнче 15 минут пулнă хыççăн çитес передачăсем валли хыпарсем хатĕрлеме васкамалла. Унччен радиора вăй хунă В. А. Ершовпа Г. Л. Ефимов пулăшнипе йывăрлăхсене чăтăмлăн тÿссе ирттертĕм. Сисмерĕм те çапла: 27 çул ытла микрофон умĕнчех иртсе кайрĕ. Шел, тăкак кÿрет тесе, пралуклă радиона пĕтерчĕç. Çапах шухăшлатăп та вăл тапхăр маншăн чи хавасли те интересли пулнишĕн хĕпĕртетĕп. Л. Н. Николаев редактора тав тума пăрахмастăп. Ăна иккĕмĕш атте вырăннех хуратăп, мĕншĕн тесен вăл пулăшнипе çынна тухрăм, журналистикăра тĕрĕс çул тупрăм.
Тек пирĕн хушăра çук ĕнтĕ Аслă Юлташăм. Анчах унăн ăслă шухăшĕсем, вĕрентсе каланисем чун-чĕремрех упранаççĕ. Унăн çутă сăнарĕ куç умĕнчен каймасть. Йывăр тăпру çăмăл пултăр, Леонид Николаевич!

В. Данилов




Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz