Юнкун, 06.11.2024, 02:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Пĕлтерÿсен хăми » Пĕлтерÿсем

Унăн пурнăçĕ халăх хушшинче иртнĕ
Информация | 20.02.2017, 18:36

(Красноармейски ялĕнче пурăннă педагогика ĕçĕпе вăрçă ветеранĕ, районăн Хисеплĕ гражданинĕ М. П. Прохоров çĕре кĕнĕренпе 40 кун çитнĕ май)

Ырă мар ку хыпар чун-чĕрене çурса янăран тăруках ĕненессĕм те килмерĕ. Михаил Прохорович Прохорова 92 çул тултарнă ятпа саламлани те, районти Культура çурчĕ çумĕнчи паркра вăрçăра Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса пуçне хунă ентешсене асăнса лартнă палăка тĕпрен çĕнетнĕ хыççăн фоторепортаж район хаçатĕнче кун çути куриччен унăн хваттерĕнче пулни те, ветеранпа çакăн çинчен канашласа илни те паянхи евĕрех асрах-ха. Халĕ, авă, аслă юлташăм пирĕн хушăра тек çук... ... М. П. Прохоров 1924 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче Трак енри Шăмар-Тусай ялĕнче кун çути курнă. Вăрçă пуçланнă кун — 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче алла Красноармейскинчи вăтам шкула вĕренсе пĕтерни çинчен калакан аттестат илнĕ. 17-ри каччă çулталăк хушши райфон Тусай ялсоветĕнчи налук агентĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи августăн 23-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. 1943 çулхи январь-июль уйăхĕсенче Томскри 2-мĕш артиллери училищинче вĕренсе кĕçĕн лейтенант званийĕпе тухнă. М. Прохоров çапăçусене Украинăри Мерефа хули çывăхĕнче кĕнĕ, 76 мм тупăсен взвочĕн командирĕ пулнă. Украина, Молдави, Венгри, Австри çĕрĕсенче çапăçнă, хаяр тĕрлĕ тытăçусенче палăрнăшăн СССР-ăн Оборона Халăх Комиссарĕн Иосиф Сталинăн çичĕ Тавне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, нумай медале тивĕçнĕ. Тăван киле таврăнсан, 1947—1951 çулсенче Михаил Прохорович И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетĕнче пĕлỹ илнĕ. Упи шкулĕнче учительте, Именкассинчи шкул директорĕнче вăй хунă. 1956 çулхи апрельтен тытăнса 1962 çулччен вăл — райсовет ĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ. Каярахпа виçĕ çул ытларах Красноармейскинчи вăтам шкулта учительте вăй хунă хыççăн 1965—1973 çулсенче райĕçтăвком председателĕн çумĕ, унтан Красноармейскинчи вăтам шкул учителĕ тата директорĕ (10 çул хушши), УПК преподавателĕ, РОНО-н хуçалăх ушкăнĕн инженерĕ пулнă. Унăн проекчĕпе тата вăл йĕркелесе пынипе районти Культура çуртне, ун çывăхĕнчи паркри Аслă вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăка, шкул умĕнчи скверти фонтана, РОВД-н административлă çуртне, хăна çурчĕпе столовăя, вăтам шкулăн çывăрмалли 72 вырăнлă интернатне тата 3 автомашина вырнаçмалăх гаражне, Трак вăтам шкулĕн 720 ача вĕренмелĕх типлă çуртне тунă. Мирлĕ вăхăтри ĕçсемшĕн те чылай наградăна тивĕçнĕ Михаил Прохорович. Çав шутра — “Ĕçре палăрнăшăн”, “Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май” медальсем, РСФСР культура министерствипе культурăра ĕçлекенсен Тĕп Комитечĕн, ытти органсен Хисеп грамотисем. 1978 çулта ăна “РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” хисеплĕ ят панă. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2009 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Михаил Прохорович район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн “Красноармейски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ” ята тивĕçнĕ. Красноармейски ялĕнчи Çĕнтерỹ паркĕнчи Мухтав аллейине тунă çĕре те вăл пысăк тỹпе хывнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та, М. Прохоров халăх хушшинчех пулнă. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашне 12 çул ертсе пынă, чылай çул председатель çумĕнче вăй хунă. 1996 çулта ăна вăрçă тата ĕç (пенсионерсен), çарпа право хуралĕн ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă, Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Михаил Прохорович район хаçачĕпе те туслă çыхăну тытатчĕ. Редакци сунтăхĕнче унăн хайлавĕсем нихăçан та тусан çăтса выртман — çийĕнчех пичетленсе-пичетленсе пынă. Пире, журналистсене, сĕнỹ-канашпа яланах пулăшма хатĕрччĕ М. Прохоров. 2002 çулта вăл "Вут-хĕмре иртнĕ çамрăклăх" кĕнекешĕн районти Н. Янкас ячĕллĕ премине тивĕçрĕ. Ун хыççăн ку автор “Хăлату (Тусайсем)” (2010), “Помним, гордимся!” (2015), “Тумхахлă кун-çул” (2016) кĕнекесене кун çути кăтартрĕ. Хаклă аслă юлташăмăрăн таса чунĕ çỹл тỹпере çỹретĕр. Çутă сăнарĕ пирĕн асăмран тухмĕ, ĕмĕрлĕхех чун-чĕресенче упранĕ. М. П. Прохоровăн тус-юлташĕсемпе çывăх çыннисене пĕлсе тăма. Михаил Прохоровичăн 40 кунхине ноябрĕн 8-мĕшĕнче асăнаççĕ.

В. Данилов.

Кам хушнă: mixaj_58 | Контактри çын: Виталий
Миçе çын пăхнă: 500 | Хăçанччен хушнă: 20.03.2017 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz