Шăматкун, 30.11.2024, 12:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Пĕлтерÿсен хăми » Пĕлтерÿсем

Юррисем чунра упранĕç
Информация | 30.08.2016, 23:46

(Чăвашсен ят-сумлă композиторĕ Илья Степанов пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнăранпа 40 кун çитнĕ май)

Ĕненме те йывăр çакна: Илья Романович тек пирĕн хушăра çук. Мĕн тери кăмăллă та вашават, пултаруллă та тарават, сăпайлă та пуçаруллă çынччĕ. Анчах мĕн тăвăн — пурнăçăн хăйĕн йĕрки. ...И. Степанов 1941 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче Кушкă ялĕнче çуралнă. Ялти тата Мăн Шетмĕри шкулсенче вĕреннĕ хыççăн комсомол путевкипе Магнитогорск хулине тухса кайнă. Электросварщик специальноçне суйласа илнĕ. Чăваш Ене — амăшĕ, Ф. М. Лукин тата М. И. Ильин ентеш-композиторсем, ыттисем патне тăтăшах çыру çỹретнĕ. Михаил Ильич ун патне Ю. Петров-Вирьял, Ю. Семенов-Сементер, В. Харитонов, В. Урташ сăввисене юрра хывма ярса панă. Филипп Миронович вара вĕсене республикăри хаçат-журналта кун çути кăтартма çул уçса панă. Баян техникине туллинрех алла илес тĕллевпе И. Степанов М. Глинка ячĕллĕ музыка училищине çỹренĕ. Чăваш хĕрĕсемпе каччисенчен йĕркеленĕ хора баянпа выляса ертсе пынă. Вĕсене Ф. Лукин, Г. Лебедев, А. Сергеев, К. Архипов, М. Ильин тата хăй хывнă çĕнĕ юрăсене, çавăн пекех вырăссен ят-сумлă композиторĕсем — А. Новиков, С. Туликов, Г. Пономаренко, ыттисем кĕвĕленĕ произведенисене вĕрентнĕ. Уралта 6 çул пурăннă хыççăн Филипп Миронович йыхравланипе Илья Романович Чăваш Ене таврăннă. Çĕрпỹри Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçинче тăрăшнă вăхăтрах кĕретсĕр майпа пĕлĕвне тарăнлатнă. Диплом илсен, вăл тата пилĕк çул Муркашри Культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче, унтан директорта тимленĕ. Кунти район хаçатĕнче çав çулсенче хывнă юрăсене пичетленĕ. И. Степанов чăваш поэчĕсемпе — П. Ялкирпе, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа, Н. Ершов-Янгерпа тачă çыхăну тытнă. Чăвашрадиопа, унти музыка передачисен редакторĕсемпе, хорта юрлакансемпе — А. Ильинпа, И. Христофоровпа, Т. Гурьевапа, З. Лисицинапа, О. Терентьевапа, кунпа пĕрлех К. Чекушкинапа тата хамăр ентеш-юрăçпа — З. Ананьевапа тачă çыхăнура пулнă. Нина Ивановна Ивановапа çемье чăмăртанă хыççăн 1970 çулта вĕсем Кушкăна куçса килсе тĕпленеççĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса пĕр çăвартан пурăнса, хăйсем килĕштернĕ ĕçре вăй хураççĕ. Илья Романович Мăн Шетмĕри вăтам шкулта учитель тата библиотекарь, каярахпа тăван ялĕнчи Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçинче, Мăн Шетмĕри “Хĕвелĕм” ача садĕнче, Ямайкассипе Карайри шкулсенче тимленĕ. Юрăсем кĕвĕлемесĕр пĕр кун та иртмен пуль унăн. Астăватăп-ха, кăçал 10 кун хушши районти тĕп больницăра сипленчĕ. Çак хушăра сакăр вунна яхăн юрă хывнине пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе вара вăл тăван чăваш халăхне 3 пин ытла юрă парнеленĕ, вĕсенчен паллăраххисем çаксем: “Шăнкăрав курăкĕ”, “Çавра сĕтел хушшинче”, “Çул юхать, юхать”, “Тавтапуç сана, учитель”, “Юратнă учитель”, “Пирвайхи учитель”, “Çуралнă çĕршыв”, “Савни килте пулмарĕ”, “Карăшĕсем улăхра”, “Кĕрхи юрă”, “Савни мана каларĕ”, “Эх, саврăм каччине”, “Çулçине тăкатчĕ хурăн”, “Ан тирке мана эс” тата ыттисем те. 70-шĕ Чăвашрадио фонотекинче упранать. Тăван район Гимнне те вăлах çырнă, сăвви — Леонид Антоновăн. Вăл — юрăсен 15 кĕнекин авторĕ. Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ унăн — тата тепĕр кĕнеке хатĕрлесе çитернĕччĕ, шел, пурнăçа кĕртеймерĕ ăна. Ку тĕллевпе Шупашкарта пулнăскер, тăван килне те çитеймерĕ, чĕре тапма чарăннипе çул çинчех куçне хупрĕ 76 çула пуснă композитор. Тăватă ачапа тăватă мăнукчĕ унăн — вĕсемпе те, куç туллискерсемпе, мăшăрĕпе — Нина Ивановнапа та, йышлă тăванĕпе те савăнмаллаччĕ те савăнмаллаччĕ Илья Романовичăн. Пултарулăхри пысăк ỹсĕм-çитĕнỹсемшĕн Илья Степанова “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ”, “Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ” ятсем панă. Чăваш композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ те пулса тăнă. Илья Романович халĕ пирĕн хушăра çук пулин те, унăн юррисем, ырă ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕр ялан чун-чĕресенче упранĕ.

В. Данилов.

Кам хушнă: mixaj_58 | Контактри çын: В.М.Михайлов
Миçе çын пăхнă: 422 | Хăçанччен хушнă: 30.09.2016 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz