Тунтикун, 20.05.2024, 08:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 627
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 36-40
Страницăсем: « 1 2 ... 6 7 8 9 10 ... 125 126 »

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

2016 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2017 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

пĕрремĕш номерлĕ протоколĕ

 

Комисси йышĕ:

  1. Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

  2. Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

  3. Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

 

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

  1. 2016 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене парас:

  • Татьяна Ивановна Борисова сăвăçа, публициста тата общество корреспондентне 2016 çулта кун çути кăтартнă, 2 кăларăмран тăракан «Асăмран каймасть Супар шкулĕ» асаилÿпе публицистика кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ тăратнă.

  • Геннадий Васильевич Кузнецов сăвăçа тата журналиста, Йĕпреç район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн редакторне, «Хыпар» чăваш наци хаçачĕн общество корреспондентне 2016 çулта Нестер Янкас поэт шăпипе çыхăннă материалсем çырса пичетленĕшĕн. Лауреат ятне пама «Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕ тăратнă.

  • Вера Севастьяновна Архипова культура ĕçченне, Чăваш Республикин Наци библиотекинче литературăпа искусство пайĕн массăллă ĕçпе тата информаципе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен тĕп библиотекаре 2016 çулта Красноармейски (Трак) районĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă ентешсен ĕçне-хĕлне тĕрлĕ майпа çутатса тăнăшăн тата ăна халăх хушшинче анлă сарнăшăн, хамăр районăн культура аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама «Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх» обществăлла организаци тăратнă.

  • Александр Анатольевич Казаков художнике тата дизайнера, «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн художник-оформительне компьютер графикипе тунă ÿнер хайлавĕсемшĕн тата 2016 çулта хăй ĕçĕсенчен йĕркелесе ирттернĕ куравсемшĕн. Лауреат ятне пама «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн пуçламăш профсоюз организацийĕ тăратнă.

  • Надежда Андреевна Филиппова культура ĕçченне, Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕн ертсе пыракан менеджерне Красноармейски (Трак) районĕн культурине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн, «Хавал» халăх музыкин ансамбль юрăçинче пысăк пултарулăх кăтартнăшăн, 2016 çулта хатĕрленĕ тата ăна ертсе пынă концертсемпе ĕçсемшĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципалитетăн бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.

 

  1. 2016 çулшăн пултарулăх ушкăнĕсемпе коллективсенчен Нестер Янкас ячĕллĕ Премине тата Лауреат ятне, кандидатсем тăратман пирки, никама та парас мар.

 

  1. 2016 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреатсене Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслав каçне 2017 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Районти культура çуртĕнче ирттерес.

 

Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/

Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/

/В.З.Константинов/

 

22.02.2017


Пĕрлĕх ертÿçисем уява тĕплĕн хатĕрленни фойене кĕрсенех сисĕнет. Кунта Н.Янкасăн пурнăçĕпе ĕçĕсене кăтартакан экспонатсене, ун ячĕллĕ премии лауреачĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе ĕçĕсене вырнаçтарнă. Залри сцена çинчи кайри вырăнта Н.Янкас портречĕ тата «Нестер Янкас пĕрлĕхĕ – 25 çулта» тени катаранах курăнать. Н.Янкас ячĕллĕ премии лауреачĕсем çинчен презентаци пырать. Уява палăртнă вăхăтра информаципе методика центрĕн специалисчĕ Н.Филиппова уçрĕ: «Пĕрремĕшĕ – эпир çуллен Н.Янкасăн çуралнă куне паллă тăватпăр. Нестер Кириллович 1909 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Иккĕмĕшĕ – районти Н.Янкас ячĕлле литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине палăртатпăр. Ăна 1989 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче туса хунă. Виççĕмĕшĕ – йăлана кĕнĕ май Н.Янкас ячĕллĕ премин 2014 çулхи лауреачĕсене чыслатпăр». Надежда Андреевна унтан сцена çине Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленине тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă А.А.Раськина (1990-1992), В.М.Михайлова (1992-1994), В.З.Константинова (1994-1996), Н.Г.Ершова (1996-2007) тата Г.Л.Ефимова (2007 çултан тытăнса паянчченех) йыхравларĕ. Малалла В.М.Михайлов асăннă пĕрлĕх ĕçĕ çинчен тĕплĕн каласа прачĕ. Чăн та, 25 çул хушшинче вăл тунă ĕçсен хисепĕ калама çук пысăк. Çавăнпах Виталий Михайлович яланах халăхпа пулнă терĕ те ĕнтĕ. Халă пĕрлĕх ирттерекен ырă ĕçсем пирки 2009 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшенче уçнă (ун чухнехи модераторĕ – Алексей Михайлов, хальхи модераторĕ – В.М.Михайлов) ятарлă сайтра паллашма пулать. Унта паян пĕтĕмпе 2014 материал вырнаçтарнă, чи пысăк пай «Пирĕн пултарулăх» ятлă. Сайта 5 çул хушшинче 10 пин çын кĕрсе тухнă, çав шутра Турципе Казахстанра, Эстонипе Украинăра пурăнакансем те. Уява йĕркелесе пыракан Н.Филиппова пĕрлĕх правленине тĕрлĕ çулсенче ертсе пынисене те сăмах пачĕ.

В.Н.Григорьев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Шестаков саламларĕç. «Чи кирлĕ пĕрлĕхсенчен пĕри, малалла та вăй илсе пытăр вăл, пĕрлĕхе тĕрлĕ çулсенче ертсе пыракансемпе мĕн пур лауреата тав сăмахĕ калатпăр», - терĕç, пултаруллисен пĕр ушкăнне район администрацийĕн Тав хутне пачĕç. Н.Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ертÿçи Г.Л.Ефимов-Тусли те, ЧР композиторсен Ассоциацийĕн президенчĕ, Раççей музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.А.Зимин та, пĕрлĕхĕн хисеплĕ ертÿçи Н.Г.Ершов та тĕрлĕ наградăпа чысларĕç вĕсене. Чăвашсен обществăпа культура центрĕн Хисеп хутне чăваш халăхĕн телейĕшĕн, чăвашлăхшăн ырă ĕçсем тунăшăн тивĕçнисем хушшинче, ака, район хаçачĕн пай редакторĕсем Ю.З.Борисовпа В.М.Данилов та пулчĕç.

Уявра Чăваш халăх поэчĕ, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Ю.С.Сементер, Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх правленийĕн председателĕ А.Н.Львов тата Тусай ялĕнче çуралса ÿснĕ , С.Элкер ячĕллĕ премии лауреачĕ, халĕ Чăваш наци радиовĕн редакторĕнче вăй хуракан Р.Т.Деменцова салам сăмахĕсем каларĕç.

2014 çулшăн Н.Янкас ячĕллĕ премисене тивĕçнисене те чысларĕç. Вĕсем çаксем: Е.А.Маркова çыравçă-таврапĕлÿçĕ (Çырмапуç Карай ялĕнчен), В.Ф.Виноградов таврапĕлÿçĕ (Шупашкар районĕнчи Шурка ялĕнчен) тата халăх музыкин «Хавал» ансамблĕ (Красноармейскинчи информаципе культура центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ). ЧКан районти уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова та ăшă сăмахсем каласа чысларĕ.

Уяв концерчĕ те асра юлмалла иртрĕ. Унта информаципе культура центрĕ çумĕнчи халăх музыкин «Хавал» ансамблĕ, Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнчи «Туслăх» халăх фольклор ансамблĕ, «Трак ен» халăх фольклор ушкăнĕ, Н.Янкас ячĕллĕ премии лауреачĕсем З.Смирнова, С.Данилова тата К.Васильева-Туркайăк, вĕренекенсем Александра Яковлевăпа Васелиса Мефодьева (Красноармейски шкулĕ), Анастасия Данилова (Трак шкулĕ) тата Мария Андреева (Пикшик шкулĕ) хутшăнчĕç.

В.Данилов (18.02.2015).


18 февраля в районном Доме культуры состоялся торжественный вечер, посвященный 25-летию Районному обществу литературы, искусства и культуры имени Нестера Янгаса. В мероприятии приняли участие глава Красноармейского района Владимир Григорьев и глава администрации Красноармейского района Андрей Шестаков. Почетными гостями торжества стали Юрий Сементер, Почетный гражданин Красноармейского района, Народный поэт Чувашии; Николай Зимин, президент Ассоциации композиторов ЧР, Заслуженный деятель Всероссийского музыкального общества; Роза Деменцова, редактор Национального радио Чувашии, лауреат премии имени С. Эльгера; Алексей Львов, председатель правления землячества «Трак ен»; Александр Яковлев, член Союза журналистов России; Зинаида Михайлова, руководитель Красноармейского отделения ЧНК; Георгий Ефимов, председатель Правления Районного общества им. Н. Янгаса; Анатолий Раськин, Виталий Михайлов, Владимир Константинов, Николай Ершов, руководившие обществом в разные годы.
В торжественной обстановке прошло чествование активных членов Районного общества им. Н. Янгаса и новых лауреатов районной литературной премии имени Нестера Янгаса: краеведа Маркову Елену Антоновну за книгу «Манӑҫми вӑрҫӑ ҫулӗсем», краеведа Виноградова Валерия Фадеевича, члена Шоркинского народного фольклорного ансамбля «Туслӑх» Чебоксарского района, ансамбля народной музыки «Хавал» при Красноармейском районном Доме культуры (руководитель – Заслуженный работник культуры ЧР Никоноров Н. М.).
Торжественный вечер завершился большим праздничным концертом лауреатов премии имени Н. Янгаса – творческих коллективов и отдельных исполнителей.
В фойе были развернуты выставки «Асран кайми юрӑҫ» о жизни и творчестве поэта-лирика Н. Янгаса, «Трак ен ҫыравҫисем» и «Пирӗн ентешсем – искусство ҫыннисем» о лауреатах премии имени Н. Янгаса.


Чăваш наци библиотекин пысăк залĕнче Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн çулталăкри отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унта 100-е яхăн халăх академикĕ хутшăнчĕ. Республикăри хула-районсенчисемсĕр пуçне Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан, Ĕпхỹрен, ытти çĕртен чăвашлăха аталантарассишĕн çине тăракансем килчĕç. Президиум суйласа кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн пухура 7 çынна халăх академикĕн йышне илчĕç. Малалла академи президенчĕ Е. Ерагин çулталăкри ĕç-хĕл çинчен отчет турĕ. “Халĕ академи членĕсен йышĕ 307 çынна çитрĕ. Вĕсен йышĕнче пурнăçран уйрăлнисем — 50-а яхăн. Тепĕр çавăн чухлĕн тухса çỹреймеççĕ. 196-ăн çĕнĕ йышши удостоверенисем алла илчĕç”, — пĕлтерчĕ Евгений Евстафьевич. Пурнăçра активлă позици йышăнакансем хушшинче вăл ыттисемпе пĕрлех Чăваш наци конгресĕн спорт комитечĕн председательне В. Васильева та (сăмах май, Виталий Петрович — пирĕн районти Еншик Чуллă ялĕн кĕрỹшĕ) асăнчĕ. Тĕрлĕ мероприятисен йышĕнче вара Çеçмер ялĕнче çуралнă Т. Кириллов çыравçăн вулавĕсене йĕркелесе ирттернине палăртса хăварчĕ.

Пирĕн çинчен çыраççĕ | Миçе çын пăхнă: 272 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

("Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ" кĕнекене вуласа тухнă хыççăн пуçа килнĕ шухăшсем)

Шупашкарти “Çĕнĕ Вăхăт” типографире 6 çул каяллах кун çути кăтартнă кĕнеке пирки тахçанах тивĕçлĕ хаклав сăмахĕ калас тесе пурăнса çак тарана çитсе тухнине сиссе те юлаймарăм пулас. Пĕр ĕмĕт-тĕллев тытнă “Трак ен” ентешлĕхпе Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ вулакансене чăннипех паха парнепе савăнтарни мĕн паян кунчченех уçăмлăн сисĕнсе-курăнса тăрать. Çавăншăн авторсен ушкăнне, редколлеги членĕсене, пухнă материалсене вырнаçтарса редакциленĕ Осип Алексеевич Алексеева (Ăсан Уçăпне) пуçăма çĕре çитичченех тайса чун-чĕререн тав тăвас килет. (Кун-çулĕ пỹкле килсе тухнă Ăсан Уçăпĕн чунĕ çỹлти патшалăхра, йышлă çăлтăр тĕнчинче вĕçсе çỹретĕрччĕ). ...Çичĕ çуллăх шкула çỹренĕ чухнех пуçласа илтнĕччĕ эпĕ Н. Янкас ятне. Унăн хрестоматие кĕме тивĕçнĕ “Чапаев вилĕмĕ” сăввине пăхмасăр калаттăмăр. Поэтăн ытти сăвви-поэмипе те шкул сакки çинчех паллашнăччĕ. Анчах Çавалпа Шетмĕ хутлăхĕнче вырнаçнă Янкас ялĕн мухтавлă ывăлĕн кун-çулĕ ытла та кăткăс лару-тăрура иртнине, вăл “Сармантей саманин” мăшкăлĕ пулса тăнине, аллинчи кĕслине вăхăтсăр, вăтăр виççĕрех ỹкернине чылайран тин, хам Красноармейски районĕнчи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçласан кăна пĕлме тỹр килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче Трак енĕн çĕнĕрен тухма тытăннă вырăнти пичет органĕ хăй тавра мал ĕмĕтлĕ те хастар, пултаруллă та талпăнуллă çамрăксене явăçтарнăччĕ. Вĕсем пурте мана Янкасăн пĕчĕк тăван çĕршывне лайăхрах та тĕплĕнрех пĕлес шутпа çакăнта килсе тухнăн туйăнатчĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла очерк-тĕрленчĕк çыракансем хушшинче ытларах сăвăçсемччĕ. Чĕлхем çине килнисене кăна асăнса иртем-ха апла: Михаил Сперанский, çак йĕркесен авторĕ, Петĕр Эйзин, Иван Егоров, Николай Ершов-Янгер, Николай Карай... Николай Ершов-Янгер хăй Нестер Янкаспа пĕр ялтан пулнипе тивĕçлипех мăнаçланатчĕ, мана тĕрлĕ енлĕ пултаруллă та анлă тавракурăмлă сумлă ентешĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕрччĕ вăл.

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă презентацисем | Миçе çын пăхнă: 287 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz