Эрнекун, 29.03.2024, 17:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă презентацисем

Янкасăн янкăс янравĕ

("Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ" кĕнекене вуласа тухнă хыççăн пуçа килнĕ шухăшсем)

Шупашкарти “Çĕнĕ Вăхăт” типографире 6 çул каяллах кун çути кăтартнă кĕнеке пирки тахçанах тивĕçлĕ хаклав сăмахĕ калас тесе пурăнса çак тарана çитсе тухнине сиссе те юлаймарăм пулас. Пĕр ĕмĕт-тĕллев тытнă “Трак ен” ентешлĕхпе Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ вулакансене чăннипех паха парнепе савăнтарни мĕн паян кунчченех уçăмлăн сисĕнсе-курăнса тăрать. Çавăншăн авторсен ушкăнне, редколлеги членĕсене, пухнă материалсене вырнаçтарса редакциленĕ Осип Алексеевич Алексеева (Ăсан Уçăпне) пуçăма çĕре çитичченех тайса чун-чĕререн тав тăвас килет. (Кун-çулĕ пỹкле килсе тухнă Ăсан Уçăпĕн чунĕ çỹлти патшалăхра, йышлă çăлтăр тĕнчинче вĕçсе çỹретĕрччĕ). ...Çичĕ çуллăх шкула çỹренĕ чухнех пуçласа илтнĕччĕ эпĕ Н. Янкас ятне. Унăн хрестоматие кĕме тивĕçнĕ “Чапаев вилĕмĕ” сăввине пăхмасăр калаттăмăр. Поэтăн ытти сăвви-поэмипе те шкул сакки çинчех паллашнăччĕ. Анчах Çавалпа Шетмĕ хутлăхĕнче вырнаçнă Янкас ялĕн мухтавлă ывăлĕн кун-çулĕ ытла та кăткăс лару-тăрура иртнине, вăл “Сармантей саманин” мăшкăлĕ пулса тăнине, аллинчи кĕслине вăхăтсăр, вăтăр виççĕрех ỹкернине чылайран тин, хам Красноармейски районĕнчи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçласан кăна пĕлме тỹр килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче Трак енĕн çĕнĕрен тухма тытăннă вырăнти пичет органĕ хăй тавра мал ĕмĕтлĕ те хастар, пултаруллă та талпăнуллă çамрăксене явăçтарнăччĕ. Вĕсем пурте мана Янкасăн пĕчĕк тăван çĕршывне лайăхрах та тĕплĕнрех пĕлес шутпа çакăнта килсе тухнăн туйăнатчĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла очерк-тĕрленчĕк çыракансем хушшинче ытларах сăвăçсемччĕ. Чĕлхем çине килнисене кăна асăнса иртем-ха апла: Михаил Сперанский, çак йĕркесен авторĕ, Петĕр Эйзин, Иван Егоров, Николай Ершов-Янгер, Николай Карай... Николай Ершов-Янгер хăй Нестер Янкаспа пĕр ялтан пулнипе тивĕçлипех мăнаçланатчĕ, мана тĕрлĕ енлĕ пултаруллă та анлă тавракурăмлă сумлă ентешĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕрччĕ вăл. Çавăн пек самантсенче ăшăма акă мĕнле шухăш-туйăм çавăрса илетчĕ манăнне: Нестер Янкас çуралассах “Янкас” хушма хушаматпа çуралнă, кайран, тăван литература йĕтемĕ çинче ятран сулмаклă та капмар капан лартсан, юратнă ял-йышĕ, ăна сума суса та хисеплесе, лаштра йăмраллă авалхи яла Янкас ятне паман-ши теттĕм. Ара, чăваш ялĕн ячĕ çав тери ытарлăн та çепĕççĕн илтĕнсе тăрать-çке. Чăн-чăн сăвăçсене çуратма Çỹл Хуçа çак яла хăйех пилленĕ пулас. Калас тенинчен пăртак пăрăннăшăн ан ятлатăрччĕ вулакан. Халĕ вара “Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ” кĕнеке патне таврăнăпăр. Республикăри районсемпе хуласенчи кашни вулавăшрах вăл хăйĕн вырăнне тупнă, шкулсенчи литература кружокĕсене çỹрекенсем, студентсем, тăван поэзипе кăсăкланакансем унпа хавхаланса паллашнине, ун тăрăх çыру ĕçĕсем, рефератсем шăрçаланине хам та пĕрре кăна мар курнă. Апла пулсан, ăна ăслăлăх монографийĕпе танлаштарни йăнăш пулас çук. Кĕçех, тĕрĕсрех çырас-тăк, 2017 çулхи раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Нестер Янкас Анат Тагил хулинчи лагерьте асапланса вилнĕренпе 75 çул çитет. Синкер пулăма палăртакан куна таса та чыслă чун-чĕреллĕ ентешĕсем йышпа пуçтарăнса паллă тăваççех ĕнтĕ. Райхаçат çумĕнчи литпĕрлешỹ çав ятпа ятарлăКОНКУРС ирттерессе, унта “Янкасçăсем” (поэзине кăмăллакан çамрăк хунава пĕтĕмлетсе çапла чĕнес килет) тулли хаваспа, кăмăлпа хутшăнасса шанас килет. Çапла, Çавалпа Шетмĕ хутлăхĕнче кашласа ỹсекен поэзи вăрманĕ çултан-çул çĕнĕ хунавпа пуянланса пынине палăртса хăварма çав тери савăк мана. Нестер Кирилловича çуратса ỹстернĕ Трак тăрăхĕ — тивлетлĕ те пархатарлă тăрăх: вăл чăваш поэзине панă кăвар чĕреллĕ сăвăçсене республикăра пурте лайăх пĕлсе тăраççĕ. Юрий Петров-Вирьял, Геннадий Трофимов-Юмарт, Владимир Харитонов, Петĕр Яккусен, Леонид Антонов, Николай Карай, Борис Романов, Николай Янгер, Венимаин Пехил, Шетмĕ Михали, Çемен Эреш... Кашниех хăйсем илнĕ тỹпе каçалăкĕнче ятран çăлтăр çутса ялкăштарма ĕлкĕрнĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер вара, Янкас пил-халалне чун-чĕринче тасан упраса, ку таранччен миçе çăлтăра вулакансен ăс-хакăллăхĕн орбитине кăларнине тĕрĕс шутлама вăхăт туптăрччĕ. Пĕтĕмлетерех каласан, Нестер Янкас çулĕ малаллах тăсăлать, ун тăрăх ыранхи куна кĕрес шанчăкпа хăюллăн утакан яш-кĕрĕм аллинчи кĕсле хĕлĕхĕсем татакан çепĕç кĕвĕ сасси пирĕнте çĕнĕ, хавхалануллă туйăмсем çуратать. Нестер Янкас хăйĕн кĕске ĕмĕрне, çăл куç пек туллин тапса тăракан пултарулăхне ним юлмичченех тăван халăхне халалланă. Унăн Чăваш çĕршывĕ, ентешĕсен умĕнче нимĕнле парăм-çылăх та çук. Литература тĕпчевçисем палăртнă тăрăх, вăл çырса хăварнă хайлавсем (вĕсем хушшинче сăвăсемпе поэмăсем, эпиграммăсемпе калавсем, куçарусем) тăван литературăн ылтăн çỹпçине кĕрсе юлчĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ Янкасăн пурнăçĕпе ĕçне-хĕлне таса ăмсанупа хаклакансем хушшинче Чăваш халăх поэчĕсем: Николай Шелепи, Çемен Элкер, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ тата ыттисем те пулнă. “Тимĕр тылă” (Юрий Сементер каларăшĕпе усă куратăп) çапса-хуçса хăварман пулсан, Янкас хăй те çỹлерех илсе кăтартнă сăвăçсен йышĕнче тăмаллаччĕ. Эккей, иртнĕ ĕмĕрĕн 30—40-мĕш çулĕсенчи пăтрашуллă самана авăрĕнче мĕн чухлĕ мал ĕмĕтлĕ çынсем хăйсене туллин кăтартма ĕлкĕреймесĕрех, çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайман-ши? Çавăншăн кам айăплă пулни паян пурне те паллă. Юрий Сементерĕн чуна пырса тивекен, сăн-питре канăçсăр шухăш çуратакан йĕркисене илсе кăтартмасăр хамăн статьяна вĕçлеме пултараймарăм эпĕ: “Çăмăл мар çут тĕнчене поэт пилĕпе килекен çыннăн шăпи. Халăх пурнăçĕн пĕтĕм нуши те асапĕ унăн чĕри витĕр тухать. Çавăнпа та тĕнче тĕрĕсмарлăхне хăй çине илекене халăх тăшманĕ тесе тĕп туни — вышкайсăр пысăк çылăх, тỹсме çук йывăр айăп... Кашни аса илмессерен тỹпери çутă хĕвел е хуплас пек капланса килекен хура пĕлĕтсен хăрушă мĕлки мана вышкайсăр йывăр шăпаллă поэтпа унăн ачисенчен чуна пăчăртаса халĕ те пулин ентешсен ячĕпе каçару ыйтма хистет...” Куçăмсене тулнă куççулĕме шăлса илнĕ май, эпĕ хам калама çук сума сăвакан Юрий Сементер шур сухалпа пĕрле ĕмĕр-ĕмĕрех вăтăр виççĕре тăрса юлнă Янкас вил тăприне упракан масара шыраса тупса ун çине пĕтĕм чăваш çыравçисен ячĕпе хĕвел хĕмĕпе çиçекен чĕрĕ чечек çыххи хурас ĕмĕтпе пурăнатăп...

Г. Кузнецов.

Категори: Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă презентацисем | Кам хушнă: mixaj_58 (20.02.2017)
Миçе çын вуланă: 278 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz