Шăматкун, 27.04.2024, 11:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 625
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 621-625
Страницăсем: « 1 2 ... 123 124 125

Пире хирĕç юпасем
Ăмăртсах чупаççĕ.
Уй-хир тумшĕн куçăмсем
Ман каçсах каяççĕ.
 
Эх, илемлĕ-çке уй-хир
Çимĕçпе ларсассăн.
Ясмăк,
левер,
Сĕлĕ,
Вир,
Ав, иртеççĕ кассăн...
 
Вут-пăс туртнă хурçă лав
Малаллах васкасшăн,
Хресченсем те, курăр, ав,
Çĕнĕ хир тăваççĕ.
 
Сакăр пусăллă уй-хир...
Паллă, ял çĕнелнĕ.
Çĕнĕ пурнăç тилхепи
Кунта, чăн, чĕнленнĕ.
 
Хурçă лав пек вут-вăйсем
Халь уй-хир те кӳрнĕ.
Ав лерех колхозниксем
Хурçă трактор кулнĕ...
 
Кантăк тĕлпе юпасем
Вĕлт! те вĕлт! иртеççĕ.
Пуçăмра ман шухăшсем —
Ял,
Хула тивлечĕ.
 
Хапрăк-савăт труписем
Халь таçта та хĕмлĕ.
Вăй-халтан ĕçлекенсем
Çĕнĕ ĕçшĕн тимлĕ.
 
Эп вĕт хам та ĕçлекен,
Ĕçпелех вĕретĕп.
Пичет ĕçшĕн кунсерен
Хута тĕрĕлетĕп...
 
Хурçă савăт,
Çеçен хир,
Сирте çук асаплăх.
Пичетле,
Хăть тырă выр -
Маншăн ĕç сăваплă.
 
Эх, илемлĕ хир чĕрçи
Çимĕçпе ӳссессĕн -
Ясмăк,
Вика,
Вир,
Пăрçи
Куç умне ӳксессĕн.
 
Ешĕл улăх,
Уй-хир,
Ял,
Маншăн эсĕр —
Ылтăн.
Хурапа ял, алран ал
Пер çул тытăр хыттăн.
 
Урăх юхмĕ хир, сăрт-вырăн
Юнлă тар-куççулĕ.
Кĕç хирех килсе çывхарĕ
Хурçăланнă кӳлĕм...

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 393 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Тулли кĕмĕл уйăх
Тахçанах çăвать
Сĕмлĕхпе хупланнă
Лăпкă çĕршыва.
 
Çавал шывĕ — тĕкĕр —
Ĕмет тӳпене.
Çыран тăрăх вĕтлĕх
Чӳхет кăтрине.
 
Акă унăн ешĕл
Кипки ăшĕнче
Сасăсем çĕкленчĕç
Кăвайт кутĕнче.
 
Тăлăпа çӳреççĕ
Унтах лашасем.
Тинкĕл-тинн! юхаççĕ
Шăнкрав сассисем.
 
Кĕçех юрă тăсрĕ
Пĕри ушкăнтан.
Вĕтлĕх ахăлтатрĕ
Таврара — ян-янн...
 
Акă ахăр сасă,
Вĕтлĕхрен тухса
Çавал шывĕ тăрăх
Вĕçрĕ улăха.
 
Çурхи улăх лăпкă,
Сывлăшпа — таса.
Вăл хирех ăсатрĕ
Вĕтлĕхри сасса...
 
Тулли кĕмĕл уйăх
Паçăрах çăвать
Сĕмлĕхпе хупланнă
Лăпкă çĕршыва...
 
Çаплах улăх, хирĕ
Саспа чӳхенет.
Хĕлхемлĕ кăвайчĕ
Çунать те сӳнет...

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 396 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Темскер кĕтетĕн эс манран.
Тем йăлăнатăн тилмĕрсе...
Шухăшусем те шухă сан
Виçесĕр выçă куçусем.

Тăванăм, ытлашши ан çун,
Упра эс кăмăл туртăмне.
Пурнăçра чарусăр чун
Ир çухатать хăй ăшшине.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 348 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кимĕ хатĕр. Çирĕп лар эс.
Хумсенчен те ан çӳçен.
Ĕмĕт пирĕн пултăр парăс,
Туслăх пултăрччĕ кĕсмен.

Урăм-сурăм çил тухсассăн,
Вăхăт пулмĕ, тен, канма, —
Эпĕ ишĕп... Ывăнсассăн — 
Пулăш эсĕ те мана.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 431 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

"Республика" № 51 (464) 24 декабря 2003 г.

В середине пятидесятых годов прошлого столетия, когда я был заместителем прокурора республики, мне пришлось основательно изучить уголовное дело по обвинению поэта Нестера Янгаса в антисоветской агитации и подготовить протест, чтобы отменить приговор Верховного Суда республики за отсутствием в его действиях состава преступления. Литератор был арестован на третий день войны, а 21 октября 1941 года осужден к лишению свободы на 10 лет с последующим поражением в избирательных правах на 5 лет. В сентябре 1942 года он скончался в местах лишения свободы.

Нестер Янгас считался одним из выдающихся лириков в чувашской литературе. Символично то, что уже в начале своего творческого пути он выбрал себе звучный литературный псевдоним, который напоминает нам его малую родину. 

Поэт родился в деревне Янгасы Красноармейского района 20 февраля 1909 года в крестьянской семье. В 1929 году он похоронил мать, Акулину Захаровну, а в 1933-ем – отца, Кирилла Ефимовича. Окончив начальную школу в родной деревне, учебу продолжил в соседнем селе – в Убеевской школе-шестилетке, а затем – в Цивильской школе второй ступени. В 1929 году успешно завершил школу фабрично-заводского обучения при Чебоксарской типографии № 1. С 1930 до конца 1932 года Нестер Янгас работал в редакции журнала «Сунтал», а затем перебрался в Самару, где в течение двух лет трудился в типографии им. Мяги. В 1934 году он вернулся в Чебоксары и до самого ареста являлся ответственным секретарем журнала «Сунтал». Одновременно был редактором Чувашского книжного издательства. С 1934 года Нестер Янгас состоял членом Союза писателей СССР. 

В любую эпоху каждая личность вопрос о смысле жизни решает сообразно с обстоятельствами. Не был исключением и Нестер Янгас. У него были выверенные критерии нравственности и человеколюбия, стремился своим творчеством внушить людям волю к новой жизни, указать им, как жить и во имя чего. Он прославлял вождей революции и героев гражданской войны, воспевал свободный труд и колхозный строй, людей, отдающих во имя преобразования общества свою душу и разум, здоровье и жизнь. 

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă статьясем | Миçе çын пăхнă: 519 | Author: Василий ДМИТРИЕВ, полковник | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.05.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 ... 611-615 616-620 621-625


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz