Эрнекун, 19.04.2024, 14:59
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Пирĕн çинчен çыраççĕ

Халăх академикĕсем кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ

Чăваш наци библиотекин пысăк залĕнче Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн çулталăкри отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унта 100-е яхăн халăх академикĕ хутшăнчĕ. Республикăри хула-районсенчисемсĕр пуçне Мускавран, Санкт-Петербургран, Хусантан, Ĕпхỹрен, ытти çĕртен чăвашлăха аталантарассишĕн çине тăракансем килчĕç. Президиум суйласа кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн пухура 7 çынна халăх академикĕн йышне илчĕç. Малалла академи президенчĕ Е. Ерагин çулталăкри ĕç-хĕл çинчен отчет турĕ. “Халĕ академи членĕсен йышĕ 307 çынна çитрĕ. Вĕсен йышĕнче пурнăçран уйрăлнисем — 50-а яхăн. Тепĕр çавăн чухлĕн тухса çỹреймеççĕ. 196-ăн çĕнĕ йышши удостоверенисем алла илчĕç”, — пĕлтерчĕ Евгений Евстафьевич. Пурнăçра активлă позици йышăнакансем хушшинче вăл ыттисемпе пĕрлех Чăваш наци конгресĕн спорт комитечĕн председательне В. Васильева та (сăмах май, Виталий Петрович — пирĕн районти Еншик Чуллă ялĕн кĕрỹшĕ) асăнчĕ. Тĕрлĕ мероприятисен йышĕнче вара Çеçмер ялĕнче çуралнă Т. Кириллов çыравçăн вулавĕсене йĕркелесе ирттернине палăртса хăварчĕ. Президент кунпа пĕрлех чăвашлăха упрас енĕпе сумлă ĕç тăвакансен пĕр ушкăнне Тав хучĕсемпе медальсем, ытти наградăсем парса хавхалантарчĕ. Пухура пулнисем пурнăçран уйрăлнă халăх академикĕсене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç. Унтан халăх академикĕсене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Н. Угаслов саламларĕ, чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн тав турĕ, маттуррисен ушкăнне Хисеп хучĕпе чысларĕ. Академин ревизи комиссийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн председателĕ В. Милютин каласа пачĕ. “Пирĕн йышра 3-ĕн пултăмăр. Анчах та кăçалхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче ревкомисси членĕ пулнă О. Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) тăруках çухалчĕ (сăмах май, Осип Алексеевич — пирĕн районти Санькасси ялĕнче çуралнă). Эпир хамăр ларусене уйăхра пĕр хутчен ирттертĕмĕр. Пухăннă взнос укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курнă. “Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн хыпарĕсем” ăслăлăх журналĕн тăваттăмĕш номерĕ те пичетленсе тухрĕ”, — терĕ хăйĕн отчетлă сăмахĕнче Владимир Аркадьевич. Отчетсене сỹтсе явма 9-ăн хутшăнчĕç. Пурте усăллă та ырă сĕнỹсем пачĕç. Акă, Хусанти Ар масарĕнче пытарнă чăваш чĕлхин никĕсне хываканĕн, паллă тюркологăн Н. Ашмаринăн палăкне тума укçа пухма сĕнекен те пулчĕ. Истори ăслăлăхĕсен докторĕ Л. Ефимов профессор вара 17 районта энциклопедисем пуррине, ăна Красноармейскисем те хатĕрлесе çитернине каларĕ. Лев Архипович “Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн хыпарĕсем” ăслăлăх журналĕн тĕп редакторĕ пулнă май, çавăн пекех ку изданин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. “Халăх академикĕсем пĕртте кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ, хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе чăваш çыннисене савăнтараççĕ”, — терĕ профессор. Трак енри Яманакра çуралнă Э. Патмар та сăмах илчĕ, академи ертỹçисен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. “Нумай çыратпăр, анчах — вырăсла, чăвашла çырасчĕ. Эпĕ, акă, 10 пин сăмахлă вырăсла — чăвашла словарь хатĕрлесе çитертĕм. Ăна кăларма пулăшма пулнисем те малтанласа тупăнчĕç, çапах та пĕри те хăйĕн сăмахне тытмарĕ”, — пăшăрхануллă шухăшне пĕлтерчĕ Эдисон Иванович. В. Федотов вара халăх академийĕн членĕсен энциклопедине кăларассине вĕçне çитерме сĕнчĕ. Çак ĕç пирки унччен те сăмах пуçарнă-мĕн, анчах та вĕçне-хĕрне тухас текен тупăнман иккен. Пуху ĕçне Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ В. Оринов та хутшăнчĕ, халăхшăн кирлĕ те усăллă ĕç тунăшăн халăх академикĕсене тав сăмахĕ каларĕ, малашлăхри ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Унтан пухура Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн президентне суйларĕç, ку тивĕçе, унчченхи пекех, Евгений Евстафьевич Ерагинах шанса пачĕç, кунпа пĕрлех президиумпа уйрăмсен йышне çирĕплетрĕç, кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене пăхса тухрĕç. Пирĕн районтан пуху ĕçне В. Константиновпа (Красноармейски) Н. Ершов (Янкас) таврапĕлỹçĕсем, Красноармейскинчи вăтам шкул учителĕ В. Михайлов тата районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пай редакторĕ В. Данилов хутшăнчĕç. Тăхтавра эпир Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕпе, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Р. Деменцовапа та (Роза Трофимовна Тусай ялĕнче çуралнă) курса сăмахларăмăр. Пуху Чăваш Республикин Гимнне юрланипе тата пурте пĕрле сăн ỹкерттернипе вĕçленчĕ.

В. Тавкил.

Категори: Пирĕн çинчен çыраççĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (20.02.2017)
Миçе çын вуланă: 269 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz