Кĕçнерникун, 09.05.2024, 02:11
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

2016 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕн протоколĕ

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

2016 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2017 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

пĕрремĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, Н.К.Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

2016 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене парас:

Татьяна Ивановна Борисова сăвăçа, публициста тата общество корреспондентне 2016 çулта кун çути кăтартнă, 2 кăларăмран тăракан «Асăмран каймасть Супар шкулĕ» асаилÿпе публицистика кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ тăратнă.

Геннадий Васильевич Кузнецов сăвăçа тата журналиста, Йĕпреç район хаçачĕн ял хуçалăх пайĕн редакторне, «Хыпар» чăваш наци хаçачĕн общество корреспондентне 2016 çулта Нестер Янкас поэт шăпипе çыхăннă материалсем çырса пичетленĕшĕн. Лауреат ятне пама «Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕ» автономи учрежденийĕ тăратнă.

Вера Севастьяновна Архипова культура ĕçченне, Чăваш Республикин Наци библиотекинче литературăпа искусство пайĕн массăллă ĕçпе тата информаципе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен тĕп библиотекаре 2016 çулта Красноармейски (Трак) районĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă ентешсен ĕçне-хĕлне тĕрлĕ майпа çутатса тăнăшăн тата ăна халăх хушшинче анлă сарнăшăн, хамăр районăн культура аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама «Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх» обществăлла организаци тăратнă.

Александр Анатольевич Казаков художнике тата дизайнера, «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн художник-оформительне компьютер графикипе тунă ÿнер хайлавĕсемшĕн тата 2016 çулта хăй ĕçĕсенчен йĕркелесе ирттернĕ куравсемшĕн. Лауреат ятне пама «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн пуçламăш профсоюз организацийĕ тăратнă.

Надежда Андреевна Филиппова культура ĕçченне, Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципаллă бюджет культура учрежденийĕн ертсе пыракан менеджерне Красноармейски (Трак) районĕн культурине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн, «Хавал» халăх музыкин ансамбль юрăçинче пысăк пултарулăх кăтартнăшăн, 2016 çулта хатĕрленĕ тата ăна ертсе пынă концертсемпе ĕçсемшĕн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Централизациленĕ клуб системи» муниципалитетăн бюджет культура учрежденийĕ тăратнă.

2016 çулшăн пултарулăх ушкăнĕсемпе коллективсенчен Нестер Янкас ячĕллĕ Премине тата Лауреат ятне, кандидатсем тăратман пирки, никама та парас мар.

2016 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреатсене Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслав каçне 2017 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Районти культура çуртĕнче ирттерес.

Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/

Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/

/В.З.Константинов/

22.02.2017

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (02.03.2018)
Миçе çын вуланă: 219 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz