Эрнекун, 17.05.2024, 00:29
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 627
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 31-35
Страницăсем: « 1 2 ... 5 6 7 8 9 ... 125 126 »

Нестер Янкас ячĕллĕ культура, литературăпа искусство пĕрлĕхĕ 1989 çулта ĕçлеме пуçланă. Вăл Трак тăрăхĕнчи çыравçăсене, журналистсене, композиторсене, художниксене, таврапĕлỹçĕсене, вырăнти художество пултарулăх ăстисене пĕрлештерсе тăрать. Пĕрлĕх общество организацийĕ кăна пулин те, вăл тăвакан ĕçсем нумай енлĕ. Чи кирлисенчен пĕри — Н. Янкас ячĕллĕ премисене парасси. Ку ĕçе, 2003 тата 2005 çулсемсĕр пуçне, кашни çулах туса пынă. Ку тĕлĕшпе ятарлă комисси ĕçлет. Ăна Уставпа килĕшỹллĕн кашни çулах йĕркелеççĕ. Юлашки çулсенче çав комисси йышĕнче, мансăр пуçне, правлени членĕсем — В. Михайловпа В. Константинов. Комисси председателĕ — В. Михайлов. Ку таранччен 28 çул хушшинче лауреат ятне (унпа пĕрле тивĕçекен диплома, медале тата хаклă парнене) литературăпа искусствăн 87 çыннине тата 15 пултарулăх йышне панă. Юлашки çулсенче лауреат парнисене памашкăн кандидатурăсене сĕнекен организацисене явăçтарнă. Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе лауреат ятне чăваш эстрада артисчĕ В. Леонтьев, районти культура çурчĕн аккомпаниаторĕ А. Алексеев, Ю. Даниловпа Н. Яковлев юрăçсем тивĕçнĕ. Халĕ эпир наградăланă çĕрте хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем кĕртрĕмĕр. Пулас лауреатсен çирĕп йĕркепе Н. Янкас пĕрлĕхĕн членĕ пулса тăмалла. Вĕсене удостоверенисемпе, лауреат ятне илмешкĕн заявкăсем тăратакан организацисене коллективлă член свидетельствисемпе тивĕçтеретпĕр. Кăçал Чăваш Республикин “Красноармейски “Трак Ен” ентешлĕхĕ” общество организацийĕ, Нефтегазстройпрофсоюзăн “Чул хула трансгаз Газпромĕ” ОООн филиалĕн-Заволжски ЛПУМГăн пуçламăш профсоюз организацийĕ, Красноармейски районĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) организацийĕ, Карай ял тăрăхĕн администрацийĕ çавăн пек свидетельствăллă пулса тăчĕç. Çулталăк вĕçленсе пынă май пĕрлĕхре кăçалхи çĕнĕ пулас лауреатсем пирки материалсем (вăл е ку уйрăм пултарулăх çыннине преми илмешкĕн тăратнă организаци йышăннă заявка-решени, ходатайство, характеристика тата çавна çирĕплетекен ытти документсем) йышăнма тытăннă. Кăçалах эпир пĕрлĕхĕн тепĕр наградине — “Чăвашлăха аталантарнăшăн” медале парассине туса хутăмăр. Пĕрремĕш медальсен хуçисем кăçал Республика кунне пирĕн районта уявланă чух паллă пулчĕç.


Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

2018 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2019 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

иккĕмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă пултарулăх характеристикисене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

2018 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене парас:

Ефимов Лев Архипович аслă шкул вĕренÿçине, истори наукисен докторне, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорне, Чăваш наци академийĕн чăн пайташне Чăваш Республикин Красноармейски районĕн энциклопедине кăларма сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен Союзĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тăратнă.

Михайлова Зинаида Петровна педагог-сăвăçа, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председательне, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисепĕ ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн, «Чун ăшши» сăвă кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тăратнă.

«Газпром трансгаз Нижний Новгород» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн филиалĕн – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин «Заволжский» клубне чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн. Лауреат ятне пама «Газпром трансгаз Нижний Новгород профсоюз» – «Заволжский ЛПУМГ» предприятин пĕрлештернĕ пуçламăш организацийĕ тăратнă .

«Карай ен» фольклор ушкăнне, чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи Карай ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕ тăратнă.

2018 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреатсене Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслав каçне 2019 çулхи нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Районти культура çуртĕнче ирттерес.

Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/

Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/

                                       /В.З.Константинов/


Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2018 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

пĕрремĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медалĕпе çак уйрăм çынсене наградăлас:

Нумай çул хушши чăваш сăмахлăхне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, çырнисен 5 томран тăракан сăвă пуххине кун çути кăтартнăшăн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш халăх поэтне тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Петĕр Хусанкай, Нестер Янкас, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреатне Юрий Семёнович Семёнова (Юрий Сементере) «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ 5 çул тултарнă май Трак енре чăвашлăха аталантармашкăн йĕркелесе ирттернĕ сумлă ĕçсемшĕн, асăннă уйрăма ертсе пырас ĕçре хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн Красноармейски вăтам шкул вĕрентекенне, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченне тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Зинаида Петровна Михайловăна «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ 5 çул тултарнă май Трак енре чăвашлăха аталантармашкăн йĕркелесе ирттернĕ сумлă ĕçсемшĕн, пултарулăх ĕçĕнче хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн Районти культура çурчĕн ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Нестер Янкас ячĕллĕ премийĕн лауреатне Николай Михайлович Никонорова «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыславне 2018 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Районти культура çуртĕнче ирттерес.

                                                              Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/

                                                                     Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/

                                                                                                       /В.З.Константинов/

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Миçе çын пăхнă: 214 | Author: Аксар Чунтупай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 01.03.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

2017 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2018 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

пĕрремĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

2017 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене парас:

Юрий Иванович Данилова, юрăçа, «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă общество филиалĕнче водительте тăрăшакан ĕçчене, хамăр районăн культура аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн. Лауреат ятне пама «Чулхула Газпромтрансгаз – «Заволжски газ уçлакан станци» чикĕллĕ яваплăхлă общество филиалĕн пуçламăш профсоюз организацийĕ тăратнă.

Николай Геннадьевич Яковлева, юрăçа, 2017 çулта районти Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсенче хăйĕн пултарулăхне халăх умĕнче кăтартма пултарнăшăн тата тĕрлĕ концертсенче чăваш халăх юррисене уйрăммăн ăста шăрантарнăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Канашĕн Президиумĕ тăратнă.

Анатолий Петрович Алексеева, музыканта тата аккомпаниатора, 2017 çулта "Трак ен" фольклор ушкăнĕн, халăх кĕвви-юррисен "Хавал" ушкăнĕн, Культура çурчĕ çумĕнчи купăсçăсен ушкăнĕн тата ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсен ĕçĕ-хĕлне пултаруллă çĕклесе пынăшăн. Лауреат ятне пама Красноармейски районĕнчи Карай ял тăрăхĕн администрацийĕ тăратнă .

Владимир Витальевич Леонтьева, чăваш эстрада юрăçине, чăваш культурине аталантарас ĕçе сумлă тÿпе хывнăшăн, ăна Раççейри тĕрлĕ регионсенче пурăнакан тулай чăвашĕсем хушшинче чăвашлăха анлă сарма пултарнăшăн, 2017 çулта хатĕрленĕ, ăна ертсе пынă ăнăçлă концертсемшĕн тата çак ĕçре пысăк пултарулăх кăтартнăшăн. Лауреат ятне пама Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхĕн правленийĕ тăратнă.

2017 çулшăн пултарулăх ушкăнĕсемпе коллективсенчен Нестер Янкас ячĕллĕ Премине тата Лауреат ятне, кандидатсем тăратман пирки, никама та парас мар.

2017 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреатсене Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслав каçне 2018 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Районти культура çуртĕнче ирттерес.

Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/

Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/

/В.З.Константинов/

22.02.2018




Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz