Вырсарникун, 28.04.2024, 03:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă презентацисем

Категорире миçе материал: 6
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

("Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ" кĕнекене вуласа тухнă хыççăн пуçа килнĕ шухăшсем)

Шупашкарти “Çĕнĕ Вăхăт” типографире 6 çул каяллах кун çути кăтартнă кĕнеке пирки тахçанах тивĕçлĕ хаклав сăмахĕ калас тесе пурăнса çак тарана çитсе тухнине сиссе те юлаймарăм пулас. Пĕр ĕмĕт-тĕллев тытнă “Трак ен” ентешлĕхпе Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ вулакансене чăннипех паха парнепе савăнтарни мĕн паян кунчченех уçăмлăн сисĕнсе-курăнса тăрать. Çавăншăн авторсен ушкăнне, редколлеги членĕсене, пухнă материалсене вырнаçтарса редакциленĕ Осип Алексеевич Алексеева (Ăсан Уçăпне) пуçăма çĕре çитичченех тайса чун-чĕререн тав тăвас килет. (Кун-çулĕ пỹкле килсе тухнă Ăсан Уçăпĕн чунĕ çỹлти патшалăхра, йышлă çăлтăр тĕнчинче вĕçсе çỹретĕрччĕ). ...Çичĕ çуллăх шкула çỹренĕ чухнех пуçласа илтнĕччĕ эпĕ Н. Янкас ятне. Унăн хрестоматие кĕме тивĕçнĕ “Чапаев вилĕмĕ” сăввине пăхмасăр калаттăмăр. Поэтăн ытти сăвви-поэмипе те шкул сакки çинчех паллашнăччĕ. Анчах Çавалпа Шетмĕ хутлăхĕнче вырнаçнă Янкас ялĕн мухтавлă ывăлĕн кун-çулĕ ытла та кăткăс лару-тăрура иртнине, вăл “Сармантей саманин” мăшкăлĕ пулса тăнине, аллинчи кĕслине вăхăтсăр, вăтăр виççĕрех ỹкернине чылайран тин, хам Красноармейски районĕнчи “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçласан кăна пĕлме тỹр килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче Трак енĕн çĕнĕрен тухма тытăннă вырăнти пичет органĕ хăй тавра мал ĕмĕтлĕ те хастар, пултаруллă та талпăнуллă çамрăксене явăçтарнăччĕ. Вĕсем пурте мана Янкасăн пĕчĕк тăван çĕршывне лайăхрах та тĕплĕнрех пĕлес шутпа çакăнта килсе тухнăн туйăнатчĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла очерк-тĕрленчĕк çыракансем хушшинче ытларах сăвăçсемччĕ. Чĕлхем çине килнисене кăна асăнса иртем-ха апла: Михаил Сперанский, çак йĕркесен авторĕ, Петĕр Эйзин, Иван Егоров, Николай Ершов-Янгер, Николай Карай... Николай Ершов-Янгер хăй Нестер Янкаспа пĕр ялтан пулнипе тивĕçлипех мăнаçланатчĕ, мана тĕрлĕ енлĕ пултаруллă та анлă тавракурăмлă сумлă ентешĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕрччĕ вăл.

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă презентацисем | Миçе çын пăхнă: 284 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.02.2017 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Нестер Янкас портречĕНестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ (.ppt)

Уçласа ил

Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă презентацисем | Миçе çын пăхнă: 465 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-6


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz