Кĕçнерникун, 25.04.2024, 18:45
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Чăваш халăх поэтне Юрий Сементере «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденпа чысланă

2020 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

15-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать: Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа çак уйрăм çынна наградăлас:

Çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май тата нумай çул хушши чăваш поэзине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш халăх поэтне тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Петĕр Хусанкай, Нестер Янкас, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреатне Юрий Семёнович Семёнова (Юрий Сементере) «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа чыслама йышăннă.

Чыслав каçне 2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                        /В.З.Константинов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (03.01.2021) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 146 | Теги: Аксар Чунтупай | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz