Эрнекун, 29.03.2024, 15:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2020 » Нарăс » 21 » Тăван чĕлхе кунĕ иртрĕ
Тăван чĕлхе кунĕ иртрĕ
22:25
Сăн ÿкерчĕк

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Трак вăтам шкулĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Кунта районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем, çыравçăсем, тавра пĕлÿçĕсемпе библиотека ĕçченĕсем пухăнчĕç. Хисеплĕ хăнасене 5в класс ачисем çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.
Унтан чĕлхе кунне хутшăнакансем уçă уроксенче пулчĕç. Трак шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Ю.Е. Кузьмина «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ», И.М. Федорова «Пурнăç илемĕ», И.А. Павлова «Атте-анне пилленĕ тăван ен» темăсемпе ăста урокĕсем ирттерчĕç. Вĕсем чăвашла пуплев хăнăхăвĕсемпе, калаçу тĕслĕхĕсемпе, кăтарту хатĕрĕсемпе тата тĕрлĕ ĕç мелĕсемпе усă курса çĕнĕ пĕлĕве ачасен ăшне хывма тăрăшрĕç.
Савăнăçлă лару пысăк залра иртрĕ. Чăваш чĕлхи кунне Трак вăтам шкулĕн директорĕ И.А. Федорова уçрĕ. Вăл хăнасене шкул ĕçĕ-хĕлĕпе, ачасен вĕренÿри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. ЮНЕСКО йышăнăвĕпе 1999 çултан пуçласа нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне уявланине, çак пулăм вара чĕлхесене упраса хăварас тата аталантарас тивĕçе аса илтерсех тăнине палăртса каларĕ, уява тухăçлă ирттерме ырă сунчĕ. Малалла сăмах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем Г.Л. Никифоров, Т.Н. Петрова, А.В. Ишова илчĕç. Вĕсем тăван чĕлхе кунĕ ячĕпе пурне те тулли кăмăлпа саламларĕç, республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи пулнине палăртрĕç, тăван чĕлхен пĕлтерĕшĕпе сумне татах та ÿстерме хастарлăх сунчĕç, чăваш чĕлхипе культурине упрас тата аталантарас ĕçре хастар пулнăшăн конгресăн Хисеп хутне Трак шкулĕн учителĕсене Ю.Е. Кузьминапа И.М. Федоровăна, Тав хутне Н.В. Кривошеева парса чысларĕç.
Уява пулас салтаксем хутшăнчĕç. Вĕсем сцена çинче «Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр» темăпа юрăпа ташша çыхăнтарса литература хайлавне лартрĕç. Куракансене уйрăмах «Салтак ăсатни» сыпăк килĕшрĕ. Чуна хускатакан самант пулнипе хăшĕ-пĕрин куçĕ те шывланчĕ.
Калаçăва Чăваш кĕнеке издательствин тĕп директорĕ С.А. Каликова, редакторĕ О.М. Австрийская тата писатель А.Д. Хмыт хутшăнчĕç. Вĕсем издательство ĕçĕпе паллаштарчĕç, ыйтусене хуравларĕç, шкул библиотекине çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕç. А.Д. Хмыт çыравçă О.М. Австрийскаяпа пĕрле «Салтак ăсатни» сыпăка лартакансенчен аслă классенче вĕренекен Ксения Ивановăпа Никита Данилова хăйсен тин тухнă кĕнекисене парса чысларĕç.
Хăнасем тăхтав хыççăн шкулăн этнопедагогикăпа этнографи музейĕсенче паха экспонатсемпе тата ачасен ал ĕç куравĕпе паллашрĕç. Çамрăк экскурсоводсем паллă академик Г.Н. Волков çинчен тăрăшса каласа панипе чылай çĕннине пĕлчĕç.
Экскурси хыçăн пурте шкул библиотекинче «Хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине паха шайра вĕрентесси» темăпа «çавра сĕтеле» хутшăнчĕç. Кунта Красноармейски районĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕн ертÿçи Л.А. Тихонова, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи Г.Л. Никифоров, Трак шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Ю.Е. Кузьминапа И.М. Федорова, районти библиотекăн специалисчĕ С.А. Гурьева, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Нестĕр Янкас премийĕн лауреачĕ И.А. Прокопьев, «Трак ен – кедр çĕршывĕ» проект ертÿçи С.М. Мефодьева тухса калаçрĕç. Вĕсем хальхи вăхăтра культурăна упрасси, тăван чĕлхене вĕрентесси тата аталантарасси, ун пуласлăхĕпе малашлăхĕ, чăваш чĕлхине шкул вĕрентĕвĕнче сыхласа хăварасси çинчен сăмах хускатрĕç, йывăрлăхсенчен тухмалли çул-йĕре, чĕлхен ят-сумне ÿстерме, унпа кулленхи хутшăнура анлăрах усă курма хавхалантармалли майсемпе мелсене шырамаллине тата ачасен ашшĕ-амăшĕпе пĕр сăмахлă пулса чăваш чĕлхи шăпине лайăхлатма, ун хăватне ÿстерме май пуррине палăртрĕç. Çавра сĕтеле Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Красноармейски шкулĕн вĕрентекенĕ В.М. Михайлов ертсе пычĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,
Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçи

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 249 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
242526272829

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz