Кĕçнерникун, 25.04.2024, 23:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2020 » Нарăс » 21 » Академиксемпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем пӗрле Николай Ашмарин ӗҫне хакларӗҫ
Академиксемпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем пӗрле Николай Ашмарин ӗҫне хакларӗҫ
21:04
Сăн ÿкерчĕк

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Н.И. Ашмарин тата шкул вӗрентӗвӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ те хутшӑнчӗ. Ҫапла май паллӑ ӑсчахӑн кун-ҫулне тата унӑн эткерне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе академиксем пӗрле тишкерчӗҫ.

Ҫавра сӗтеле Юрий Исаев институт директорӗпе академин президенчӗ Евгений Ерагин ертсе пычӗҫ. Вӗренӳ ӗҫӗнче палӑрнисене хисеп хучӗпе ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин та чысларӗ.

Докладпа тухса калаҫакансен йышӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, гуманитари ӑслӑлӑх институчӗн ӗҫтешӗсем, академи пайташӗсем пулчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, пухӑннӑ халӑх умӗнче хӑйсен тӗпчевӗсемпе студентсем те, шкул ачисем те паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, Ангелина Яковлевӑпа Мадина Абдуллова хӑйсен тӑван ялӗнче — Етӗрне районӗнчи Пушкӑртра — Н.И. Ашмарин пухнӑ лексика пирки каласа пачӗҫ. Кӑсӑклӑ докладсен йышӗнче Трак салинчен килнӗ Зинаида Михайловӑнне асӑнма пулать — Н.И.Ашмарин сӑмах кӗнекине тӗпченӗ май вӑл 160 ытла вӑхӑт лексикине тупма пултарнӑ. Унӑн ӗҫӗ чӑн-чӑн ӑсчахсене те кӑсӑклантарса ячӗ: Яковлев Петр Яковлевич (Петӗр Яккусен) пытарса тӑмарӗ, ҫавра сӗтелте итленӗ докладсенче хӑйне валли ҫӗнӗ япала сахал мар илтни пирки пӗлтерчӗ.

Аса илтерер, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхе ӑслӑлӑхне хывакан Н.И. Ашмарин ҫуралнӑранпа кӑҫал 150 ҫул ҫитет.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 190 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2020  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
242526272829

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz