Юнкун, 24.04.2024, 06:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Тăвансемĕр! Паян - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кунĕ тата Чăваш чĕлхи кунĕ. Тăван чĕлхе - чун апачĕ. Вăл чăвашăн чун ăшшине тытакан пĕртен-пĕр ырă пулăм, нацилĕхе палăртакан тĕп ăнлав.
Анне – пĕрре‚ тăван чĕлхе те пĕрре. Чăваш чĕлхи анне сĕчĕ пек‚ вăл – чĕре варринче. Анне пире пурнăç парнелет пулсан‚ чĕлхе пĕлÿ тĕнчине çул уçать.
Нестер Янкас пĕрлĕхĕн чăвашла сайтне уçăлнăранпа 11 уйăх çитрĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çав хушăра сайта кĕрсе тухакансен шучĕ  1365 çынна çитрĕ. Вĕсем сайта 1556 хут кĕрсе пĕтĕмпе 36922 страница уçса пăхнă. Камсем тата хăш çĕршыв çыннисем Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе тата сайта вырнаçтарнă Чăваш çĕршывĕ, унăн культурин аталанăвĕ тата Трак ен культурин çитĕнĕвĕсем çинчен çырнă чăвашла материалсемпе кăсăкланаççĕ-ха? Пĕлме питĕ интереслĕ! Пирĕн сайта Раççей (97%), Норвеги (1%), Швеци (0,8%), Германи (0,5%), Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсем (0, ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 839 | Хăçан хушнă: 25.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тантăшăмпа Таньăпа мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ÿсрĕмĕр. Пĕр-пĕрне яланах пулăшаттăмăр. Вăл манран маларах качча каясса шухăшлама та пултарайман эпĕ. Ăна хĕр çумĕ тăвăп теттĕм. Клубран Таньăна каччăсем ăсатмастчĕç. Ман хыççăн вара чылаййăн чупатчĕç. Хĕр тусăма савни тупма пулăшас тесе ют ял йĕкĕчĕсемпе паллаштараттăм, анчах ăна нихăшĕ те килĕшместчĕ. Ялан киле васкатчĕ. Унăн чĕрине хамăр ялти Юра çунтарчĕ. Вăл пирĕнтен 6 çул аслăрахчĕ. Ялта ун пек чипер, хастар каччă урăх çукчĕ. Хĕсметрен таврăнсан вăл пушшех пурне те илĕртетчĕ. Ăна курсан тантăш пичĕ хĕрелетчĕ.
Темĕн пулчĕ Юрăна - тÿрĕ çултан пăрăнчĕ. Малтан пиччĕшĕпе аппăшĕ, унтан амăшĕ çĕре кĕчĕç, килĕнче ашшĕне пĕччен хăварасшăн пулмарĕ - Мускаври пĕр фирмăра вăй хураканскер яла куçса килчĕ. Унăн утăмне пĕри ырларĕ, тепри - сивлерĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ - яш ĕçкĕ серепине çакланчĕ. Ашшĕн пенсине эрех илсе пĕтерчĕ. Юрать, ялта пурăнатчĕç: тĕп сак айĕнче çĕр улми, кишĕр, сухан выртать, туянмалла мар. Таня, Юрăс ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 565 | Хăçан хушнă: 24.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче композитор, юрă-сăвă тата халăх пултарулăхĕн "Шетмĕпе Çавал кĕввисем” районти ХII фестивалĕ иртрĕ. Ăна ку хутĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа — 65, района никĕсленĕренпе 75 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç.
Фестивале район Гимнĕпе уçрĕç. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. Антонов Трак тăрăхĕнче сăвăçсемпе композиторсен тата юрăçсен йышĕ ÿссе пынине, вĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланнине, хальхи фестиваль те çĕнĕ ятсем çуратнине палăртрĕ, пултарулăх çыннисене район администрацийĕ ячĕпе ăшшăн тав турĕ, çирĕп сывлăхпа вăй-хăват сунчĕ. Фестиваль пĕлтерĕшне пысăка хурса, çавăн пекех район администрацийĕн культура, спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Лебедев, районти музыка пĕрлĕхĕн ертÿçи Н. Никоноров тата Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ Н. Ершов сăмах каларĕç. Пирĕн паллă ентешĕн, Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă истори ăслăлăхĕсен д ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 712 | Хăçан хушнă: 24.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Март уйăхĕнче районти тĕп библиотека 75 çул тултарнине паллă турĕ. Çак вăрăм тапхăрта вулавăш пурнăçĕнче нумай улшăнусем пулса иртрĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕпрен улшăнчĕ. Паян тĕп библиотека 14 ялти 6698 çынна кĕнекесемпе тивĕçтерет. Çав вăхăтрах унăн кĕнекесен фончĕпе районти кашни вулаканах усă курма пултарать. Хальхи вăхăтра библиотека çумĕнче "Тимлĕх”, "Тавра пĕлÿçĕ”, "Чечек юратакансем” клубсем, литература, музыка тата искусство салонĕ, компьютерпа ĕçлеме вĕрентекенсен, çамрăк суйлавçăсен шкулĕсем, пенси тата право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен консультаци клубĕсем пур. Библиотека ĕç содержанине пуянлатса пырать. Кĕнеке фончĕ çĕнелет, халĕ унăн шучĕ 27936 экземпляра çитрĕ. Библиотекарьсем "Дорога к дому” (район 75 çул тултарнине халалланă), "Пусть живые знают, пусть поколения помнят” (Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалланă), "Через книгу к свету”, "Учителями славится Россия” программăсене пурнăçа кĕртес тесе ĕçлесе пыраççĕ. 
Тĕп библиотека ялти вула ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 681 | Хăçан хушнă: 18.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Агаков Леонид Яковлевич, — прозаик, драматург, сатирик, театр критикĕ. 1910 çулхи ака уйăхĕн 18 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ) Çуткасси ялĕнче çуралнă. 1977 çулхи юпа уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ. 1939 çултанпа СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. 1967 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Енĕн Комсомолĕсен премиĕн лауриачĕ пулнă. 1968 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ исскуство ĕçченĕ ятне, 1974 çулта Чăваш АССРăн халăх çыравçи ятне тивĕçле пулнă. Хĕрлĕ Çалтăр орденне тата медальсене тивĕçлĕ пулнă. Литература тĕлĕшĕнче хастар ĕçленĕшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçлĕ пулнă. Етĕрнери икĕ класлă шкулта, Етĕрнери педагогика техникумĕнче, Мускаври А.В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр исскуствин институчĕн драма факультечĕнче вĕреннĕ. «Хатĕр пул» журналăн тата Канаш хаçат редакциĕнче ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Алă вăрçине тата Советсемпе финсен вăрçине хутшăннă. Вăрçăран таврăнсан Леонид Агаков Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, Чăваш Енĕн ÇП председателĕ, ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 626 | Хăçан хушнă: 18.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
2010 çулхи пуш уйăхĕнче Эстонири Чăваш Культура пĕрлешевĕ 20 çул тултарчĕ. Савăнăçлă пуху пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Таллин хулинче пуçтарăнчĕ. Таллинри чăвашсене нумай хăнасем саламла килчĕç: Питĕрти чăваш пĕрлешĕвĕн элчĕсем, Нарвăри «Нарспи» чăвашсен пĕрлешевĕ, культура министерсвинче ĕçлекен Ольга Бурмакина, Эстонири халăхсен пĕрлешевĕн пуçлăхĕ Тимур Сейфуллин, Эстнонинче пурăнакан халăхсен представителĕсем: белоруссем, украинсем, çармăссем, мăкшăсем тата ыттисем. Эстони чăвашĕсем хăнасем валли чăваш юррисене юрласа пачĕç, чăвашла ташласа кăтартрĕç.



Миçе çын пăхнă: 563 | Хăçан хушнă: 16.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
"Ял пурнăçĕ” хаçата тимлесе вуласа пыратăп. Унта яланах хама хумхантаракан хыпарсем, шухăшсем, сĕнÿсем тупатăп.
Акă, сăмахран, кăçалхи мартăн 26-мĕшĕнче тухнă номерте Л. Малтикасăн "Урам илемĕ йывăçра” статйи мана тарăн шухăша ячĕ. Автор унта Америка вĕрени çинчен сăмах хускатать. Чăн та, ку йывăç район центрне хăйĕн айне тума тытăнчĕ. Уйрăмах çак пусмăрçă унччен "Теремок” ача-пăча сачĕ пулнă çурт хыçĕнчи хуçасăр çырмара (ÿкерчĕкре) вăйлăн аталанни палăрать. Ăна никам та лартман, шăварман, тавралла кăпкалатман. Çав йывăçăн патварлăхĕпе такам умĕнче мухтанма никам та тивĕçлĕ мар. Çырми хуçасăрри сăрт хĕррине пырса тăрсанах палăрать. Америка вĕренине ĕрчетме хуçасăрлăх пулăшать. Вăл йывăçпа татăклă кĕрешĕве тухма пирĕн вăй-хăват тата ку çырман чăн-чăн хуçа çук-ши? Çак шухăш мана çăва тухсанах пусмăрлама тытăнать. Ку йывăçсем асăннă çырма хĕрне тухакан пирĕн çĕр улми вырăнĕ çине юр çунă пекех хăйсен вăррисене сапма пуçлаççĕ. Анкартине икĕ хут (çуркуннепе кĕркунне) ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 586 | Хăçан хушнă: 13.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Мĕн хумхантарать, канăçсăрлантарать-ха мана, тавра пĕлÿçĕне, Чăваш халăх академикне? Тăван республикăн, районăн, ялăн иртнĕ тапхăрĕ. Ку питĕ анлă, тематикăлла ăнтăлуллă ĕç. Анчах та питех те шел, ку каçалăкра ăнăçу тума тумхах çине тумхах сиксе тухать. Пĕтĕмлетсе каласан, укçа çине пырса тăрăнатăн. Хĕнпе-тертпе кун çути курать шыравçă ĕçĕ.
Тăван ен теми мана Шупашкарти наци музейне те илсе çитернĕччĕ. Иртнĕ ĕмĕрте кÿршĕллĕ Çавалхĕрри Кăнашра çуралса ÿснĕ, пирĕн Чиркÿллĕ Именкассинчи чиркÿпе прихут шкулне пĕтернĕ, каярах Чĕмпĕрте И. Я. Яковлев патĕнче вĕреннĕ Чăваш халăх артистки Анна Ивановна Токсина кун-çулĕ кăсăклантарчĕ мар-и мана? Пирĕн республика çыннисен çавăн пек пуян музей пурришĕн савăнмалла та мухтанмалла çеç.
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш телевиденийĕпе Элĕк салинче халăх музейĕ çĕнĕ çурта куçнă сюжетсем кăтартрĕç. Йышăнмалла, çăмăл ĕç мар вăл музей тытса тăрасси. Укçи-тенкине ун валли ялан сахал уйăраççĕ. Вăл вара нихăçан та çÿлтен çумасть. Çапах та п ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 620 | Хăçан хушнă: 13.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Общеизвестно, что в недалеком прошлом были известны народности, племена, обитающие на Среднем Поволжье: болгары/булгары, буртасы, мокша, эрзя, сувары/савиры, черемисы, славяне, вятичи, вотяки, татары и др. А к этнониму «татары» причислялись не столько по племенным признакам, а по образу жизни, характеру, воинству. Среди них нигде ни разу не упоминаются «чуваши», во всяком случае, до появления войск Ивана Грозного в этих краях. 
Учёные из соседних народов, в основном, признают, что «суваро – болгары – это нынешние чуваши, сувары – предки чувашей», но не могут объяснить причину возникновения слова «чуваш». Это говорит о том, что к племени сувар каким-то образом прилипло, при том не столь уж давно, новое название «чуваш», вытеснив родовое.
Но словарист Владимир Даль, утверждает, что слово «чуваш» является бранным словом: чуваша – чушки – свиньи… Хотя и у русских эта скотина не в редкост ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 3792 | Хăçан хушнă: 08.04.2010 | Рейтинг: 4.6/11 | Комментарисем (5)

Сăн ÿкерчĕк
Кӑҫалхи "Самантӑн" иккӗмӗш номерӗнче паянхи кун кама мӗн тӗлӗнтерни пирки ыйтса пӗлнӗччӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер: "Сӑвӑ хӑвачӗ тӗлӗнтерет. Вӑл пур ҫӗрте те пур. Ӗлӗк те, ӗнер те пулнӑ, ыран та пулӗ. Кам кулленхи пурнӑҫра поэзие тупма пӗлет - ҫав ҫын телейлӗ", - тенӗччӗ.
Ҫак сӑмахсем чуна пысӑк хавхалану кӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен поэзи этемлӗхе иксӗлми хӑват паракан кӗтретлӗх, чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш.
Сӑвӑ-юрӑсӑр халӑха курнӑ-и эсир? Кашни этносӑн чи сумлӑ, чи юратнӑ поэчӗ пур. Сӗм авалтан ҫапла пырать: Гомер, Данте, Петрарка, Низами, Шекспир, Гейне, Пушкин, Ахматова, Гамзатов, Иванов... Пӗр пуҫласан пурне те асӑнса та тухаймӑн, апла пулин те вӗсенчен кашниех ӗмӗрлӗхе халӑх ӑс-тӑнне кӗрсе юлнӑ, хӑйне пӳрнӗ сӑмаха калама хевте ҫитернӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Красноармейски салинче ҫамрӑк сӑвӑҫсен "Ҫил ҫунат" конкурсӗ иртессе пӗлсен унта ҫитсе курасах терӗм. "Паянхи шкул ачисем поэзи тӗшшине туяҫҫӗ-и, туймаҫҫӗ-и?" - текен ыйту канӑҫ памарӗ.
"Мӗнпе пуян-ши ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1382 | Хăçан хушнă: 07.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 44 45 46 47 48 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz