Эрнекун, 29.03.2024, 16:49
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Çăвăн 27-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чăваш поэзийĕн чаплă классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă «Константин Иванов тата унăн вилĕмсĕр еткерĕ» регионсен хушшинчи ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăнчĕ.
Конференцие гуманитари институчĕн директорĕн ĕçне пурнăçлакан В.Г.Харитонова уçрĕ. Пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, конференцие килнĕшĕн тав турĕ.
— Паян пирĕншĕн çав тери пысăк уяв. Константин Иванов çуралнă кун Чăваш çĕрĕнче Мари Эл, Воронеж, уйрăмах Пушкăртстан, Чĕмпĕр хăнисем пулни, эпир пысăк çак уява вĕсемпе пĕрле кĕтсе илни питĕ пысăк савăнăç, — палăртрĕ ЧР Культура министерствин пай ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 603 | Хăçан хушнă: 30.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Тунтикун Анат Кама хулипе районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Унта ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев, хула администраци представителĕсем, вырăнти чăвашсем хутшăннă. Центра ертсе пыракан 34№ гимнази директорĕ А.П.Гаврилов отчет тунă хыççăн пухăннисем хăйсен общество ĕçне сӳтсе явнă. Администрацие хулапа кăна ĕçленĕшĕн критиклекенсем те пулнă. Анат Кама районĕнче Камские Полянынче те, Шереметьевăра та, ытти ялсенче те чăвашсем йышлă пурăнаççĕ, вĕсемпе те ĕçе активлăрах илсе пымалла. Ун хыççăн К.Г.Яковлев сăмах илнĕ. Вăл А.П.Гаврилов ĕç нумаййине пула хăйне Анат Камăри ЧНКЦ председателĕнчен кăларма ыйтни çинчен пĕлтернĕ те, ертӳçĕ пулма В.М.Юнусовăна суйлама сĕннĕ. Çĕнĕрен суйланă Канаш ун сĕнĕвĕпе килĕшнĕ, виçĕ кандидатурăран общество ĕçĕнче тахçантанпах вăй хуракан Вера Михайловна Юнусова ытларах сасă пухнă.
Отчетпа суйлав конференцийĕ хыççăн анаткамăсене В.Христофоров ертсе пыракан «Янра юрă» ушкăн концерт кăтартнă. ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 560 | Хăçан хушнă: 28.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çăвăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министерствинче чăваш чĕлхин пĕрлехи комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Комисси пайташĕсем пухăнса çак ыйтусене сӳтсе явнă:
1. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти урам тата обществăллă транспорт чарăну ячĕсен чăвашла варианчĕсене çирĕплетесси. Ку ыйтăва пĕлтĕрех сӳтсе явма пуçланăччĕ, анчах та вăл вăхăтра ыйтăва пĕтĕмĕшле тĕплĕн хатĕрлесе çитерейменнине пула тепĕр ларăва куçарма шутларĕç. Хальхинче вара чăвашла ятсене йышăннă — вĕсене çитес вăхăтра комисси сайтĕнче вырнаçтарăпăр. Ыранах çуртсенчи тĕрĕс мар вариантсем çухаласси пулмасть — комисси ку ятсене сĕнет йышăнать кăна. Ятсене çĕнетесси вара ыттисен ĕçĕ.
2. Чăваш чĕлхи вĕрентмелли кĕнекесенче усă куракан хăш-пĕр терминсене çирĕплетесси. Вăл терминсене çирĕплетнисĕр пуçне Вĕрентӳ министерствин тулли ятне çирĕплетнĕ — малашне ăна «Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политики министерстви» ятпа (асăрхăр: «политики» сăмахра «Н» çук) çырмалла. Терминсе ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 466 | Хăçан хушнă: 22.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Илпек Микулайĕ (Николай Филиппович Ильбеков) (1915-1981 çç.) çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Чăваш литературипе культурин паллă ĕçченĕ. Чăваш халăх çыравçи‚ проза ăсти‚ публицисчĕ ЧР Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх пединститутĕнчен вĕренсе тухнă. Учительте‚ хаçат-журнал редакцийĕсенче‚ кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Вăрçăра пулнă.
Садсем чечекре, сенкер тỹпере кулса пăхакан сарă хĕвел çут çанталăка татах та илемлетет. Шăпах çак ытарма çук савăк вăхăтра тăхăрвунă çул каялла çут тĕнчене килнĕ те ĕнтĕ Илпек Микулайĕ _ Чăваш халăх писателĕ, вилĕмсĕр "Хура çăкăр" роман авторĕ. 
Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тытăннă. Паллă кĕнекисем: "Эпир совет салтакĕсем”‚ "Тăватă кун”‚ "Сурпан”‚ "Хура çăкăр”… Вырăсларан чăвашла куçарас тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕ. В. Каверинăн "Икĕ капитан” романне‚ Н. Гоголĕн "Вилĕ чунсем” сыпăкĕсене‚ Чехов‚ Франко‚ Горький… калавĕсене куçарнă.
Илпек тени ытлăх-çитлĕхе пĕлтерет. Чăн ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1263 | Хăçан хушнă: 19.05.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Кĕске справка. 1935 çулта пирĕн районти 21 ял Совет территорийĕнче пĕтĕмпе 1214 çын çуралнă. Ав, Карай ял Советĕнче çеç 106-ăн çĕр çине килнĕ, Красноармейскинче вара — 80-ăн. Халĕ çав çулта çуралнă çынсем Трак енре 150-ăн пурăнаççĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та, алă усса лармаççĕ вĕсем: общество пурнăçĕнчен те аякра тăмаççĕ, килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, мăнукĕсемпе вĕсен ачисене пăхаççĕ. 
Район тантăшĕсемпе ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ тĕл пулăва 10 çынна йыхравланăччĕ. Шел те, сывлăхне кура Сурăмхĕрринчи Ольга Сидоровна Сидорова хутшăнаймарĕ унта.
Ыттисем пирки вара вулакансене кĕскен те пулин пĕлтерессĕм килет.
Иосиф Яковлевич ЯКОВЛЕВ январĕн 9-мĕшĕнче халĕ Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Кушар ялĕнче çуралнă. 44 çул тăван хуçалăхра трактористра вăй хунă. "Ĕçре палăрнăшăн”, "Ĕç ветеранĕ” медальсене, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе — Фиса Михайловнапа — 4 ача çитĕнтерсе çын тунă.
Маргарита Петровна ЗАХАР ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 480 | Хăçан хушнă: 18.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Кĕçтенттин Иванов‚ эс чăваш чĕлхине‚
Сăввине-юррине – тăван халăх мулне‚
Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса‚ çÿпçене тултарса‚
Парнелерĕн пире чĕререн ыр сунса.
(В. Давыдов-Анатри).

Кăçал чăваш тĕнчи чăваш литература чĕлхин никĕсне хываканĕ‚ вилĕмсĕр "Нарспи” авторĕ К. В. Иванов çуралнăранпа 120 çул çитнине палăртать. Чĕрĕк ĕмĕр‚ мĕн пурĕ те 25 çул çеç пурăннă поэт‚ анчах халăх асĕнче юлмалăх мĕн чухлĕ ĕç тума ĕлкĕрнĕ!
"Ватă вăрман шухăшĕ”‚ "Икĕ хĕр”‚ "Хальхи самана”… сăвăсем‚ вилĕмсĕр "Нарспи” поэма‚ "Тимĕр тыл㔂 "Тăлăх арăм” юмахсем… çырнă‚ вырăсларан чăвашла М. Ю. Лермонтов‚ А. В. Кольцов‚ Н. А. Некрасов… сăввисене‚ Л. Н. Толстой‚ К. Д. Ушинскин кĕске калавĕсене куçарнă. Поэт тунă сăн ÿкерчĕксенче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 597 | Хăçан хушнă: 13.05.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа район хаçачĕн тĕп редакторĕ, нумай çул хушши журналистикăра ăнăçлă ĕçлекен  публицист, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ И.А. Прокопьев (Чураль) çĕнĕ кĕнеке - "Çĕньял Упи салтакĕсем" - кăларчĕ. Кĕнекене Çĕньял Упи ялĕнчен фронта тухса кайнă вăрçă паттăрĕсен  пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă статьясем кĕнĕ. Автор хăйĕн таврапĕлÿ ĕçĕнче Георгий Николаевич Николаев, Вилорик Федорович Романов, Алексей Николаевич Кротов, Иван Семенович Семенов, Нестер Никитич Кольцов, Никандр Маркович Марков, Елизавета Дмитриевна Дмитриева ентеш вăрçă ветеранĕсен сăнарне уçса панă. Шел пулин те, вĕсенчен пĕри те пирĕнпе юнашар çук. 
Сăмах май, çак пĕчĕк ялтан Аслă Аттелĕх вăрçине 70 ытла ентеш тухса кайнă, вĕсенчен 43-шĕ вăрçă хирĕнчех юлнă.
Кĕнекере Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă ĕç ветеранĕсем çинчен те сахал мар ырă сăмах каланă. Кунсăр пуçне ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 674 | Хăçан хушнă: 06.05.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пирĕн республикăра, çав шутра Трак тăрăхĕнче те И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре сума суса тата Чăваш чĕлхи кунне паллă туса чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш шкулта та чăваш чĕлхи эрни ăнăçлă иртсе кайрĕ. Ăна Чăваш патшалăх символики кунне, Чăваш Республикине туса хунăранпа 90 çул, Красноармейски (Трак ен) йĕркеленнĕренпе 75 çул, Аслă Аттелĕх вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине тата Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç.

Чăваш чĕлхи эрнинче И.Я.Яковлев Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалласа урок презентацисем иртрĕç. Кунсăр пуçне шкулта илемлĕ вулакансен конкурсне, сăвă çыракансен тупăшăвне, çемье гербне ÿкерес енĕпе ăста ачасен пултарулăх конкурсне, чăвашсен паллă поэтессипе Раиса Сарпипе тĕл пулу йĕркеленĕ.

Миçе çын пăхнă: 786 | Хăçан хушнă: 28.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче Чăваш халăх поэчĕн, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Комсомол премийĕн лауреачĕн Юрий Семенович Сементерĕн «Ĕмĕрсем параççĕ алă» ятлă çĕнĕ кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Унта чăваш филологийĕпе культура факультечĕн IV курс студенчĕсемпе преподавателĕсем те пулчĕç. Малтанах Юрий Сементер сăвă кĕнекине кăларма пулăшнăшăн Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсене, килнĕ хăнасене тав турĕ. Хăйĕн тăватйĕркелĕхĕсенче чăваш халăхĕн кун-çулне çутатма тăрăшнине палăртрĕ. Кĕнекене чăваш халăхĕн сумлă çыннисем хакларĕç. Университет студенчĕсем вара хăйсене интереслентерекен тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Галина Шадрина вара поэтăмăр сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем шăрантарчĕ, пухăннă халăха савăнтарчĕ. Уяв каçĕнче Сементер сăввисене вуланине илтме те май пулчĕ, пире вара, чăваш филологийĕпе культура факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсене, çав сăвăсене хамăр патра ăс пухнă, халĕ «Чăваш кĕнеки» центрăн сотрудникĕ пулса ĕçлекен Елена Толмасова ву ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 546 | Хăçан хушнă: 26.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Тăвансемĕр! Паян - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кунĕ тата Чăваш чĕлхи кунĕ. Тăван чĕлхе - чун апачĕ. Вăл чăвашăн чун ăшшине тытакан пĕртен-пĕр ырă пулăм, нацилĕхе палăртакан тĕп ăнлав.
Анне – пĕрре‚ тăван чĕлхе те пĕрре. Чăваш чĕлхи анне сĕчĕ пек‚ вăл – чĕре варринче. Анне пире пурнăç парнелет пулсан‚ чĕлхе пĕлÿ тĕнчине çул уçать.
Нестер Янкас пĕрлĕхĕн чăвашла сайтне уçăлнăранпа 11 уйăх çитрĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çав хушăра сайта кĕрсе тухакансен шучĕ  1365 çынна çитрĕ. Вĕсем сайта 1556 хут кĕрсе пĕтĕмпе 36922 страница уçса пăхнă. Камсем тата хăш çĕршыв çыннисем Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе тата сайта вырнаçтарнă Чăваш çĕршывĕ, унăн культурин аталанăвĕ тата Трак ен культурин çитĕнĕвĕсем çинчен çырнă чăвашла материалсемпе кăсăкланаççĕ-ха? Пĕлме питĕ интереслĕ! Пирĕн сайта Раççей (97%), Норвеги (1%), Швеци (0,8%), Германи (0,5%), Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсем (0, ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 832 | Хăçан хушнă: 25.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 43 44 45 46 47 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz