Шăматкун, 27.04.2024, 02:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 8 » Илемлĕх тĕнчине юратакан
Илемлĕх тĕнчине юратакан
18:06
Сăн ÿкерчĕк
Районти ачасен искусство шкулĕнчен черетлĕ кăларăм тухрĕ. Хальхинче кунти музыка (унта юрлама, фортепианопа, баянпа, балалайкăпа, гитарăпа, домрăпа выляма вĕрентеççĕ — 5—7 çул вĕренмелле), художество (ÿкерчĕк тата алă ĕçĕ тăвасси, живопись, графика, декоративлă прикладной искусство — 4 çул) тата хореографи (классика, хальхи тата наци ташшисене ташлама вĕрентеççĕ — 5 çул) уйрăмĕсенчен пĕтĕмпе 18 ача вĕренсе тухрĕ, алла пуçламăш професси пĕлĕвĕ илни çинчен çирĕплетекен документ — свидетельство — илчĕ.
Майăн 27-мĕшĕнче çав ятпа Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕнче савăнăçлă каç иртрĕ. Ăна кĕске сăмах каласа музыка уйрăмĕн преподавателĕ Л. Н. Ильина уçрĕ, шкул директорне Н. М. Никонорова сăмах пачĕ. Николай Михайлович савăнăçлă каçа пухăннă ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене паллă самант ячĕпе саламларĕ, хушма пĕлÿ ачана хăйне тытма вĕрентнине, суйласа илнĕ професси пурнăçра яланах кирлĕ пулма пултарнине палăртрĕ, шкултан вĕренсе тухнисене тата ашшĕ-амăшне тăрăшулăхпа чăтăмлăхшăн, ачисене тата шкула пулăшнăшăн тав турĕ. Искусство шкулĕ кунтан вĕренсе тухнисемпе хăçан та пулин мăнаçланасса шаннине пĕлтерчĕ, кăçал тĕрлĕ уйрăмран вĕренсе тухнисене свидетельствосем тата Тав çырăвĕсем пачĕ.
Çуллен искусство шкулне вуншар ача музыкăна, ÿкерме тата ташлама вĕренес тесе çырăнать. Шел, вĕсенчен пĕр пайĕ, ашшĕ-амăшĕ харпăр хăй ачисене искусство илемлĕхне ăнланма, унăн асамлă тĕнчине кĕме хавхалантарса, пулăшса пынисем, çеç вĕçне çитиччен, свидетельство илме вăхăт çитиччен вĕренме чăтăмлăх çитерет. Музыкăна вĕрентекен Л. Ильина преподаватель çакна палăртрĕ. Фортепианопа выляма вĕренме шут тытнисем малтан нумайăн пулнă, унăн тулли курсне (унта 7 çул вĕренмелле) хальхинче пĕр Анастасия Никифорова кăна пĕтерсе тухрĕ. Унăн свидельствинче пиллĕк паллăсем кăна. Настя Ю. И. Рума композиторăн "Ручей" юррине çырса илнĕ те ăна хăй тĕллĕн фортепианопа выляма вĕреннĕ. Савăнăçлă каçра вăл асăннă инструментпа ăста выляма пĕлнине яр уççăн кăтартрĕ те. Çине тăрсан кашниех хăй суйласа илнĕ ĕçре çитĕнÿ тума пултарнине çирĕплетмест-и-ха çакă?
Пултаруллă ачасем хăйсен ăсталăхне çулран-çул ÿстерсе пынине художество уйрăмĕнчи Н. Г. Андреевапа С. Л. Алексеев, Е. И. Михеевапа И. Н. Михайлова (музыка) преподавательсем асăнчĕç. Районти искусство шкулĕнче пĕлÿ илекенсем кăçал республикăри тĕрлĕ конкурссенче вунă ытла призлă вырăн çĕнсе илнĕ.
Тĕрлĕ ялсенчен, акă, Елена Николаева (Еншик Чуллă), Мария Степанова (Карай) искусство шкулĕнчи музыка уйрăмне çÿресе юрлама вĕреннĕ. Вĕсем хăйсене сасă лартма вĕрентнĕшĕн Елена Ивановнана чĕререн тав туса чечексем парнелерĕç, пĕрер юрă шăрантарчĕç. Е. Николаевапа М. Степанова кăçал искусство шкулĕнчен вĕренсе тухнипе пĕрлех вăтам шкул пĕтереççĕ.
Харăсах темиçе специализаци илекенсем те пур-мĕн. Акă Анастасия Васильева кăçал сăнарлă искусство уйрăмĕн курсне пĕтернине çирĕплетекен свидетельство алла илчĕ, хореографи уйрăмĕнче вара вĕренĕве малалла тăсать. Пĕр сăмахпа каласан, малашлăха пăхакансемшĕн кунта искусствăри тавра курăма анлăлатма майсем çук мар.
— Паян музыка шкулне килсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Эпĕ хам ачасене мана ĕçре ан чăрмантарччăр тесе искусство шкулне çÿретме пуçларăм. Вĕсем унтан вĕренсе тухаççĕ тесе шутламан та. Авă алла свидетельство илме те пултарчĕç. Тавтапуçах сире, преподавательсем, манăн ачасене илемлĕх тĕнчине ăнланма вĕрентнĕшĕн, — терĕ хăй савăннине пĕлтерсе Ешкилтри М. В. Васильева.

В. Петров
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 554 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz