Кĕçнерникун, 28.03.2024, 11:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Утă » 10 » АЙККИНЧЕ ЮЛАС МАРЧЧĔ
АЙККИНЧЕ ЮЛАС МАРЧЧĔ
23:20
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Ен депутачĕсем «Пăлхар теми» çине çивĕччĕн пăхма пуçланă. Вĕсен шучĕпе тутарсем «утияла хăйсем çинелле туртаççĕ». Сăмах Тутарстанра историпе культура палăкĕсене çĕнетсе çĕклесси çинчен пырать. Пăлхарпа Свияжска çĕклемешкĕн Тутарстанра ятарласа Республикăри истори тата культура палăкĕсене çĕнĕрен çĕклес «Возрождение» – «Янарыш» фонд йĕркеленĕ. Ăна ТР Патшалăх Советникĕ М.Ш.Шаймиев ертсе пырать. Фондăн хăтлавĕ еплерех иртни çинчен нумай пулмасть хаçатра та çырнăччĕ. 
Çак кунсенче Шупашкарта ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕнче кун йĕркине кĕртмен çивĕч ыйтăва та пăхса тухнă. ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов Мăн Канаш ятĕнчен сăмах каланă. Вăл чăваш чĕлхи авалхи пăлхар чĕлхин чăн еткерçи пулнине асăннă. «Кун çинчен çĕршыври пур ăсчах та çирĕплетет», – тенĕ Геннадий Николаевич. ЧНК президенчĕ пухăннисене пĕр фильмри самантсене те аса илтернĕ. Унта Тутарстанăн пĕрремĕш Президенчĕ Пăлхар хулине вертолетпа вĕçсе килнине кăтартнă. Музейре курса çӳренĕ чух Шаймиев директортан «иероглифсене мĕнле вуламалла?» тесе ыйтнă. «Каçарăр та, чăваш чĕлхине пĕлмесен вĕсене вулама çук», – тесе хуравланă музей ертӳçи. Ун чух Минтимер Шарипович та чăвашсем авалхи пăлхарсем пулнине çирĕплетнĕ.
Г.Архипов каланă тăрăх, ЧНК кашни çул Пăлхар тăрăхне ятарласа делегацисем ярать – «пирĕн çинчен те ан манччăр». «Пăлхар çинчен калаçнă чух чăвашсем çинчен аса илменни историе пăсни пулать, çак проекта чăвашсен специалисчĕсем хутшăнманни тĕрĕс мар. Çак ыйтупа наука конференцийĕ ирттерсен аван пулмалла. ТР Патшалăх Советникĕ М.Шаймиев патне ыйтупа тухмалла. Çыру хатĕр те», – тенĕ Г.Н.Архипов.
И.Моляков депутат та çĕклекен ыйту питĕ çивĕччине палăртнă, тутарсем Пăлхара «хăйсен çеç» тăвасшăнни куçкĕрет тенĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн спикерĕ М.Михайловский Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕпе Чăваш наци конгресне Чăваш Республикин тата пĕтĕм чăваш халăхĕн ятĕнчен вĕсем Пăлхар аталанăвне еплерех курни çинчен материал хатĕрлеме хушнă.
ЧР вице-спикерĕ В.Мидуков та хăй шухăшне пĕлтернĕ: «Темиçе эрне каялла ЧР Патшалăх Канашĕн делегацийĕ Сăвар хулашне çитсе килчĕ, Пăлхар музейĕнче те пулса курчĕ. Унта чăваш халăхĕ çинчен маннă тесе çирĕплетсе калама кирлĕ мар, экскурсоводсем пире кукăльсемпе кĕтсе илчĕç. Ман шутпа экскурсоводсемпе тĕплĕн калаçмалла, ыйтса пĕлмелле. Патшалăх Канашĕ шайĕнчи йышунăсемпе кăна ыйтăва татса пама çук. Ку питĕ çивĕч ыйту. Пирĕн ăсчахсен те кăштах «йăшаланма» пуçламалла, Тутарстан ăсчахĕсемпе çыхăнса ĕçлемелле».
Ларура депутатсем пурте пĕр шухăшлă пулса М.Михайловскин çак темăпа хушма материал хатĕрлемелле текен сĕнĕвĕшĕн сасăланă.

@Căвар
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 551 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 3.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz