Эрнекун, 26.04.2024, 17:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Утă » 8 » Халăх йăли - пурнăç тĕвви
Халăх йăли - пурнăç тĕвви
23:28
Сăн ÿкерчĕк
Республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем хăйсем тĕпленнĕ çĕрте чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти йĕркелесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Çавна май иртнĕ шăмат кун Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн çĕрĕ çинче - Тутар Республикинчи Нурлат хулинче - тăваттăмĕш хут Чăваш, Пушкăрт республикисенчи тата Ульяновск, Самар, Тюмень тăрăхĕсенчи чăвашсем Уяв картине пухăннă. 
Çак кун таврара чăваш юрри-кĕвви янăрани, капашсăр пысăк вăйă карти, чăваш çи-пуçĕ тăхăннă халăх, уява килнĕ хăнасене пикесемпе кинемейсем чăваш шăрттанĕпе, хуплăвĕпе тата кăпăклă сăрапа сăйлани ĕлĕкхи пурнăçа аса илтернĕ. Кунта пархатарлă аваллăх саманчĕ хуçаланнă.
Ĕлĕкхине аса илес тĕк ун чухне уява çур аки вĕçленсен ирттернĕ. Çамрăксем укăлчана пуçтарăннă, каччăсем хăйсем килĕштернĕ хĕрсемпе çывăхрах паллашнă, вăйă картине пухăннă. Сăмах май, Тутарстанра Уява пĕрремĕш хут 17 çул каялла йĕркеленĕ. Кунта 120 пин ытла чăваш пурăнать.
Уява ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова ертсе пыракан делегаци хутшăннă. Чăваш культурин пĕтĕм Раççейри Уявне хутшăнакансене ЧР Президенчĕ Н.Федоров саламласа çыру янă.
«Халăх йăли - пурнăç тĕвви. Çак çĕр çинче çулсерен пысăк та пархатарлă уяв ирттерни - халăх йăли-йĕркине тытса пырса ăна малалла аталантарма тĕллев лартни.
Çакăн йышши праçниксенче уйрăмах эпир хамăра Чăваш тĕнчин пысăк пĕр пайĕ пек туятпăр. Авалхи уява çĕнĕрен чĕртсе тăратни çут çанталăкăн асамлă вăйĕсене вăратса чăтăмсăр кĕтнĕ çумăра çутарасса шанас килет.
Хаклă тăванăмăрсем, йăхташăмăрсем! Тăван халăха, йăла-йĕркене, чĕлхене сыхласа хăварас тесе тăрăшнишĕн, ăна юратнишĕн сире тав тăватăп», - тенĕ Президент хăйĕн саламĕнче.
Тутар Республикин премьер-министрĕ Ильдар Халиков хăнасене виçĕ чĕлхепе - чăвашла, тутарла, вырăсла сывлăх суннă. «Тĕрлĕ халăх пурăнни тата вĕсем расна тĕне тытса пыни - тĕп пуянлăх. Çак уява сыхласа хăваракансене тав», - тенĕ вăл.

* * *
Саратов облаçĕнчи йăхташăмăрсем вара Акатуя хальхинче Пасарлă Карапулак поселокĕнче пуçтарăннă. Сĕм авалтан пыракан уява чăвашсем çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн йĕркелеççĕ, унта хастар хутшăннисене чыслаççĕ, пĕтĕмлетÿ тăваççĕ. Мероприятие облаçри «Ентеш» чăваш наци культура автономийĕ /ертÿçи Валерий Клементьев/ тата район администрацийĕ йĕркеленĕ. Акатуя ЧР Культура министерствин, Чăваш наци конгресĕн представителĕсем, Етĕрне районĕнчи «Выла» ансамбль, çавăн пекех журналистсем хутшăннă. Вĕсем Сарă ту çĕрне ЧР культура министрĕн Роза Лизаковăн саламлă ăшă сăмахĕсене илсе çитернĕ. Унсăр пуçне Саратов облаçĕпе чăваш Ен туслăх кĕперне çирĕплетнĕшĕн, чăваш йăли-йĕркипе культурине сыхласа хăварас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн облаçри «Ентеш» чуваш наци культура автономийĕн председателĕн çумне Александр Фролова тата пĕрлешÿ членне Эльза Дуксинăна ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.
Акатуй та Уяв пекех хаваслă та интереслĕ иртнĕ. Акатуй тĕпелне пухăннисем Чăваш Ен тата Пенза облаçĕнчи эстрада юррисене итлесе савăннă, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Зинаида Вороновăн ĕçĕсемпе киленнĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 543 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz