Кĕçнерникун, 27.07.2017, 15:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çу » 2
Сăн ÿкерчĕк
null  Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вăрентекен Михайлов Виталий Михайлович.  
  Кăçал та вăйă-конкурс виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш тур районти шкулсенче 10-мĕш класс вĕренекенĕсем хушшинче иртрĕ. Унта кашни шкулта чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекене палăртрĕç. Шкулта çĕнтернисем (вĕсем пурĕ вуннăн) иккĕмĕш турта хăйсен пĕлÿ шайне кăтартрĕç.. Вĕсем чĕлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сăмах пулăвĕ, синтаксис, пунктуаци пайĕсене тишкерчĕç. Вунă ачаран пиллĕкĕшĕ чи матуррисем пулчĕç. Вĕсем вара финалта, 3-мĕш турта, тупăшрĕç. Ачасем анал ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 350 | Хăçан хушнă: 02.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
nullТрак тăрăхĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă литературăпа пултарулăх фестивалĕн ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Акă, тин кăна республикăри районсем хушшинче иртекен уçă Интернет викторина вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ тата методикăпа информаци центрĕ йĕркеленĕ. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхĕпе культури вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Инçет викторина ыйтăвĕсем (вĕсене Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн сайтне вырнаçтарнă) Нестер Янкасăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне туллин тишкерме хистенĕ. Электрон почтипе пурĕ 249 хурав килнĕ. Пĕтĕмпе – 39 шкултан, 15 районтан. Республикăри районсене илес пулсан, ачасем ытларах Красноармейски районĕнчен – 84, Вăрмар районĕнчен – 22, Елчĕк районĕнчен – 20, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен – 16, Вăрнар районĕнчен – 12, Канаш районĕнчен - 10 хут ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 331 | Хăçан хушнă: 02.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
nullАка уйăхĕн 16-мĕш кунĕнче «Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ» муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнче районти шкулсенчи чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртрĕ. Унта пĕрремĕш турта çĕнтернĕ 10 вĕренекен хутшăнчĕ. Конкурса ачасем хăйсен пĕлÿ шайне тĕрĕслерĕç. Жюри членĕсен вĕсенчен 5 ача суйласа илмелле. Вĕсенчен пĕри вара виççĕмĕш турта çĕнтерÿçĕ пулса тăрĕ, «Çамрăк ăсчах - 2009» медаль çĕнсе илĕ.
  Ку конкурс кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет ĕнтĕ. Пĕрремĕшĕнче «Çамрăк ăсчах – 2007» ята Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕренекенĕ Степанова Татьяна çĕнсе илнĕччĕ, «Çамрăк ăсчах – 2008» ята вара Пикшик шкулĕн вĕренекенĕ Анисимова Надежда тивĕçнĕччĕ. Конкурс проекчĕн идейине пурнăçа кĕртекенĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. 
  Конкурс Йĕркипе çак сайтра паллашма пулать: ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 386 | Хăçан хушнă: 02.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  Трак ен тăрăхĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралса ӳснĕ чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă ĕçсем вĕçленмен-ха. Акă, хальхи кунсенче республикăри районсем хушшинче шкул ачисен Интернет урлă ирттерекен инçет викторина пырать. Ăна йĕркелекенĕ — Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Виталий Михайлович Михайлов. Викторина хуравĕсем шкул сайчĕ урлă килеççĕ. Паянхи куна 59 хурав килнĕ те ĕнтĕ. Викторина Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче вĕçленет.
  Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен районти шкулсенче чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен аслă класра вĕренекенсем хушшинче "Çамрăк ăсчах" вăйă-конкурс иртмелле. Ку конкурса та Виталий Михайлович Михайлов учитель йĕркелесе пырать.Вăл виçĕ турпа иртет. Пĕрремĕш турĕ шкулсенче иртет, унта шкулти чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен ачана суйласа илеççĕ. Иккĕмĕш турта вара виççĕмĕш тура лекессишĕн тупăшаçç ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 345 | Хăçан хушнă: 02.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
   Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çĕр çине килнĕ Нестер Кириллович Ефимов-Янкас поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине тăван тăрăхра тата республикăра анлăн паллă турĕç. Районти культура çуртĕнчи уява Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, литература тĕпчевçи, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валентин Абрамов, Исмай Исемпек, Владимир Захаров прозаиксем, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕхĕн правлени членĕ-секретарĕ Ăсан Уçăпĕ хутшăнчĕç.
   Нестĕр Янкасăн пултарулăхĕ пирки Юрий Сементер каласа пачĕ. Пиччĕшĕн пурнăçĕ, тĕрлĕ ĕçри çитĕнĕвĕ çинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 90 çулти шăллĕ Григорий Кириллович аса илчĕ. Поэтăн юбилейне халалласа районти шкул ачисен хушшинче ирттернĕ “Асран кайми юрăç” конкурса пĕтĕмлетрĕç, пултаруллисене парнесемпе чысларĕç.
   Нестĕр Янкаса асра тытса Красноармейски районĕнчи литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне, тăван ялĕнчи пĕр урама ун ятне панă, музей-пÿлĕм уçнă, вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çирĕплетнĕ.

... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 357 | Хăçан хушнă: 02.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
   26 февраля в Красноармейской школе № 2 состоялся районный заключительный этап литературно-творческого фестиваля, посвященного 100-летию со дня рождения чувашского поэта Нестера Кирилловича Янгаса (авторы проекта Михайлова З.П. и Михайлов В.М., учителя чувашского языка и литературы МОУ «Красноармейская средняя общеобразовательная школа № 2»). Ранее в рамках этого фестиваля в школах района проводились литературные вечера, конкурсы чтецов, творческие состязания, открытые уроки, мультимедийные презентации, тематические викторины, встречи с лауреатами имени Нестера Янгаса, научно-практические конференции. Лучшие работы учителей и учащихся были представлены в жюри оргкомитета фестиваля.
   Фестиваль открыла методист ИМЦ отдела образования администрации Красноармейского района Григорьева Н.Н.. Она ознакомила участников с программой фестиваля. 
   Вначале участники ознакомились с мультимедийной презентацией о жизни и творчестве Н.К.Янгаса, подготовленной учителями ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 340 | Хăçан хушнă: 02.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  Чăваш литературинче СССР Писателĕсен Союзĕн членĕ Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) поэт-прозаик тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Паян вăл çуралнăранпа 100 çул тултарать.  
   Нестер Янкас 1909 çулта Янкас ялĕнче çуралнă. Вăл Янкасри пуçламăш, Упири ултă класлă, Çĕрпÿри икĕ сыпăклă тата Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулĕсенче пĕлÿ пухнă. Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ типографире корректорта ĕçленĕ. Ăна “Сунтал”, каярахпа “Ялав” журнал редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта Нестер Кириллович литсотрудникре, яваплă секретарьте ĕçленĕ. Самара хулинче темиçе çул хушши типографире кĕнекесем калăплакан редактор пулнă.
  Н. Янкас прозаик, поэт, куçаруçă пулнипе паллă. Литература ĕçне çамрăк поэт 1928 çулта тытăннă, унăн пирвайхи сăввисем “Канаш”, “Çамрăк хресчен” хаçатсенче тата “Сунтал” журналта пичетленме пуçăнаççĕ. Çав шутра çаксем: “Пуçăм — шухăш, умăм — Атăл”, “Отпуск хыççăн”, “Çул çинче”, “Кĕркунне”, “Шăллăм çырăвĕ”, “Хресчен ачи юрри”, “Кĕрхи вăрма ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 369 | Хăçан хушнă: 02.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  Пурăннă пулсан эпир аслă поэтăмăрăнне — Нестер Янкасăнне çĕр çулхи юбилейне паллă тунă пулăттăмăр. Сăввисенче ĕç халăхĕн шухăш-кăмăлне палăртма пултарнишĕн ăна ватти-вĕтти те, çамрăксем те юратса вуланă.  
  Мал ĕмĕтлĕ поэтăн ырă ятне асра тытса Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Эрнен малтанхи кунĕсенчех йĕркеленĕ “Халăх асĕнчи поэт” калаçу ачасене паллă ентеш çинчен нумай çĕнни те кăсăкли пĕлме пулăшрĕ. 
  Шкул библиотекинче И. Афанасьева библиотекарьпе Т. Викторова педагог йĕркеленĕ курав çулăм чĕреллĕ поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, йывăр та синкерлĕ шăпипе тĕплĕн паллаштарать. Поэт пултарулăхне халалланă “Асран кайми юрăç” викторина-ăмăртăва та ачасем пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç. “Ячĕ халăх асĕнче” литература каçĕ шкул ачисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Уява районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство пĕрлĕхĕн членĕсем килчĕç. Н. Янкас премийĕн лауреачĕ Н. Ершов поэт вĕренекенсене ентеш-çыравçă çинчен ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 378 | Хăçан хушнă: 02.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 48

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2017Сделать бесплатный сайт с uCoz