Тунтикун, 29.04.2024, 03:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çу » 2 » Литературăпа пултарулăх фестивалĕ малалла пырать
Литературăпа пултарулăх фестивалĕ малалла пырать
00:38
Сăн ÿкерчĕк
nullТрак тăрăхĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă литературăпа пултарулăх фестивалĕн ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Акă, тин кăна республикăри районсем хушшинче иртекен уçă Интернет викторина вĕçленчĕ. Ăна Красноармейски район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ тата методикăпа информаци центрĕ йĕркеленĕ. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхĕпе культури вĕрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Инçет викторина ыйтăвĕсем (вĕсене Красноармейски иккĕмĕш шкулĕн сайтне вырнаçтарнă) Нестер Янкасăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне туллин тишкерме хистенĕ. Электрон почтипе пурĕ 249 хурав килнĕ. Пĕтĕмпе – 39 шкултан, 15 районтан. Республикăри районсене илес пулсан, ачасем ытларах Красноармейски районĕнчен – 84, Вăрмар районĕнчен – 22, Елчĕк районĕнчен – 20, Хĕрлĕ Чутай районĕнчен – 16, Вăрнар районĕнчен – 12, Канаш районĕнчен - 10 хутшăннă. Тулайри чăвашсем те хастар пулнă. Сăмахран, Пушкăрт Республикичен те ярса панă викторина хуравĕсене. Авăркас районĕнчи Семенкино шкулĕнчен иккĕн хутшăнма май тупнă. Вĕсем - 11 класра вĕренекен Петрова Юлия тата 9 класра вĕренекен Михайлов Максим. Вĕсен вĕрентекенĕ - Цветков Д.А. Маттур вĕсем! 
  Анчах пур ĕçе те тĕрĕслесе хак пама май килмерĕ. Хăшĕ-пĕри класне, шкулне, районне палăртма манса кайнă. Теприсем электрон почтин адресне çырман. Çак сăлтавсене пула вĕсен ĕçĕсем конкурса лекеймерĕç. 
  Çĕнтерÿçĕ паллă. Вăл Красноармейски районĕнчи Упи шкулĕнче 11 класра вĕренекен Никифоров Сергей Сергеевич (унăн учителĕ – Васильева В.В.). Ăна вĕрентÿ пайĕн I степеньлĕ Дипломĕпе, Михайлова З.П. тата Михайлов В.М. кăларнă чăвашла чи лайăх сочиненисен 5 томĕпе парне парса чыслаççĕ. Малти вырăнсене йышăннисене Дипломсемпе паллă тăваççĕ. Хастар хутшăннисене вара – сертификатсемпе. Вĕсене электрон почтин адресĕпе ярса параççĕ. 
Викторина пĕтĕмлетĕвĕпе çакăнта паллашма пулать: 
http://www.mixailov.21426s06.edusite.ru/p1aa1.html 
http://www.mixailov.21426s06.edusite.ru/p40aa1.html

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 629 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz