Тунтикун, 29.04.2024, 02:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çу » 2 » Ентеш-çыравçăна асăнса 20.02.2009 "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
Ентеш-çыравçăна асăнса 20.02.2009 "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
00:02
Сăн ÿкерчĕк
  Пурăннă пулсан эпир аслă поэтăмăрăнне — Нестер Янкасăнне çĕр çулхи юбилейне паллă тунă пулăттăмăр. Сăввисенче ĕç халăхĕн шухăш-кăмăлне палăртма пултарнишĕн ăна ватти-вĕтти те, çамрăксем те юратса вуланă.  
  Мал ĕмĕтлĕ поэтăн ырă ятне асра тытса Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Эрнен малтанхи кунĕсенчех йĕркеленĕ “Халăх асĕнчи поэт” калаçу ачасене паллă ентеш çинчен нумай çĕнни те кăсăкли пĕлме пулăшрĕ. 
  Шкул библиотекинче И. Афанасьева библиотекарьпе Т. Викторова педагог йĕркеленĕ курав çулăм чĕреллĕ поэт пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, йывăр та синкерлĕ шăпипе тĕплĕн паллаштарать. Поэт пултарулăхне халалланă “Асран кайми юрăç” викторина-ăмăртăва та ачасем пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç. “Ячĕ халăх асĕнче” литература каçĕ шкул ачисен асĕнче нумайлăха юлĕ. Уява районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство пĕрлĕхĕн членĕсем килчĕç. Н. Янкас премийĕн лауреачĕ Н. Ершов поэт вĕренекенсене ентеш-çыравçă çинчен чуна тыткăнламалла каласа пачĕ. Хăйĕн поэта халалланă сăввине вуларĕ. 
  Г. Ефимов-Тусли çамрăксене поэзие юратма чĕнсе каларĕ, анчах илемлĕ, янăравлă, пиçсе çитнĕ сăвăсем çырас тесен чылай тар тăкмаллине палăртрĕ. Г. Дубровпа Шетмĕ Михали юлашки вăхăтра шăрçаланă çĕнĕ сăвăсемпе паллаштарчĕç. 
  Çакăнтах Н. Янкасăн сăввисене вулассипе конкурс иртрĕ. Конкурса хутшăнакансене Г. Дубров хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Конкурсра А. Павлова (7 кл.) “Улăх кĕвви”, А. Андреев (6 кл.) “Виктăрпа шăнкăрч”, А. Антонова (7 кл.) “Çул тăрăх”, А. Гаврилов (7 кл.) “Каç”, И. Хайбуллина (7 кл.) “Ушкăн-ушкăн кайăксем”, Т. Козлова (5 кл.) “Чапаев вилĕмĕ” сăвăсене вуласа палăрчĕç. 
  Н. Янкас ячĕллĕ литература пĕрлĕхĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ шкул ачисене пĕчĕк концертпа савăнтарчĕ. Г. Дубровпа Г. Ефимов-Тусли шăрантарнă чăваш юррисем ачасен асĕнче чылайлăха юлĕç. 
  Căвă çыракансен конкурсĕ те пысăк активлăхпа палăрчĕ. 
  Поэт юбилейне хатĕрленсе педагогсемпе ачасем чылай интереслĕ, пуян материал хатĕрлерĕç. Пухăннă материала тирпейлесе, йĕркелесе А. Соловьева, С. Константинова ертсе пынипе тăван чĕлхе кабинечĕ валли альбом хатĕрлерĕç.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 680 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz