Тунтикун, 29.04.2024, 02:06
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çу » 2 » Нестер Янкаса халалласа
Нестер Янкаса халалласа
00:26
Сăн ÿкерчĕк
  Трак ен тăрăхĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çуралса ӳснĕ чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă ĕçсем вĕçленмен-ха. Акă, хальхи кунсенче республикăри районсем хушшинче шкул ачисен Интернет урлă ирттерекен инçет викторина пырать. Ăна йĕркелекенĕ — Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ Виталий Михайлович Михайлов. Викторина хуравĕсем шкул сайчĕ урлă килеççĕ. Паянхи куна 59 хурав килнĕ те ĕнтĕ. Викторина Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче вĕçленет.
  Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен районти шкулсенче чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен аслă класра вĕренекенсем хушшинче "Çамрăк ăсчах" вăйă-конкурс иртмелле. Ку конкурса та Виталий Михайлович Михайлов учитель йĕркелесе пырать.Вăл виçĕ турпа иртет. Пĕрремĕш турĕ шкулсенче иртет, унта шкулти чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен ачана суйласа илеççĕ. Иккĕмĕш турта вара виççĕмĕш тура лекессишĕн тупăшаççĕ. Виççĕмĕш турĕ ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулать. Вăл чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен 5 ача хушшинче иртĕ. Ку конкурс виççĕмĕш çул иртет ĕнтĕ. Виçĕмçул «Çамрăк ăсчах-2007» ята Трак чăвашла-нимĕçле гимнази вĕренекенĕ Татьяна Степанова çĕнсе илнĕччĕ. «Çамрăк ăсчах-2008» ята Пикшик шкулĕн вĕренекенĕ Надежда Анисимова тивĕçнĕччĕ. 
  Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче пысăк уяв пулать. Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата чăваш чĕлхин вунă кунлăхне халалланă. Уява пичет ĕçченĕсем, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕсем, "Кăмăл" литературăпа краеведени вĕренӳ пĕрлешĕвĕн членĕсем хутшăнаççĕ. 
  Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара чаплă лару-тăрура инçет викторинăпа вăйă-конкурса пĕтĕмлетеççĕ.


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 635 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz