Тунтикун, 29.04.2024, 06:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çу » 2 » Нестĕр Янкаса чысларĕç 05.03.2009 "Хыпар" А.ОСИПОВ
Нестĕр Янкаса чысларĕç 05.03.2009 "Хыпар" А.ОСИПОВ
00:11
Сăн ÿкерчĕк
   Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче çĕр çине килнĕ Нестер Кириллович Ефимов-Янкас поэт çуралнăранпа 100 çул çитнине тăван тăрăхра тата республикăра анлăн паллă турĕç. Районти культура çуртĕнчи уява Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, литература тĕпчевçи, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Валентин Абрамов, Исмай Исемпек, Владимир Захаров прозаиксем, Шупашкарти “Трак ен” ентешлĕхĕн правлени членĕ-секретарĕ Ăсан Уçăпĕ хутшăнчĕç.
   Нестĕр Янкасăн пултарулăхĕ пирки Юрий Сементер каласа пачĕ. Пиччĕшĕн пурнăçĕ, тĕрлĕ ĕçри çитĕнĕвĕ çинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 90 çулти шăллĕ Григорий Кириллович аса илчĕ. Поэтăн юбилейне халалласа районти шкул ачисен хушшинче ирттернĕ “Асран кайми юрăç” конкурса пĕтĕмлетрĕç, пултаруллисене парнесемпе чысларĕç.
   Нестĕр Янкаса асра тытса Красноармейски районĕнчи литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне, тăван ялĕнчи пĕр урама ун ятне панă, музей-пÿлĕм уçнă, вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми çирĕплетнĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 627 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz