Тунтикун, 29.04.2024, 00:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çу » 2 » «Çамрăк ăсчах – 2009» вăйă-конкурс çĕнтерÿçи паллă
«Çамрăк ăсчах – 2009» вăйă-конкурс çĕнтерÿçи паллă
00:48
Сăн ÿкерчĕк
null  Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Чăваш чĕлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тăрăхĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсен творчествăлла ушкăнĕ йĕркеленипе (ертÿçи – Михайлова З.П.) чăваш чĕлхипе грамматикине лайăх пĕлекен ачасем хушшинче «Çамрăк ăсчах» вăйă-конкурс иртет. Проект авторĕ – Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче чăваш сăмахлăхне вăрентекен Михайлов Виталий Михайлович.  
  Кăçал та вăйă-конкурс виçĕ турпа иртрĕ. Пĕрремĕш тур районти шкулсенче 10-мĕш класс вĕренекенĕсем хушшинче иртрĕ. Унта кашни шкулта чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекене палăртрĕç. Шкулта çĕнтернисем (вĕсем пурĕ вуннăн) иккĕмĕш турта хăйсен пĕлÿ шайне кăтартрĕç.. Вĕсем чĕлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сăмах пулăвĕ, синтаксис, пунктуаци пайĕсене тишкерчĕç. Вунă ачаран пиллĕкĕшĕ чи матуррисем пулчĕç. Вĕсем вара финалта, 3-мĕш турта, тупăшрĕç. Ачасем аналитикăлла тата тĕпчев ĕçне çывăх ăнлавсене тишкерчĕç. «Çамрăк ăсчах – 2009» вăйă-конкурс çĕнтерÿçин ятне Пикшик шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Анисимова Ольга çĕнсе илчĕ (учителĕ – Тихонова Л.А.). Ăна «Çамрăк ăсчах – 2009» медаль тата I степеньлĕ Диплом парса чысларĕç. II степеньлă Диплома тата «Çамрăк чĕлхеçĕ – 2009» ята Упи шкулĕнче вĕренекен Егорова Наталия, Карай шкулĕнче вĕренекен Порфирьев Руслан, Алманч шкулĕнче вĕренекен Николаева Анастасия тата Трак чăвашла-нимĕçле гимназире вĕренекен Андреева Анастасия тивĕçрĕ. III степенльĕ Диплома тата «Çамрăк пĕлÿçĕ – 2009» ята тепĕр пилĕк ача тивĕçрĕ.
  Ачасем тăван чĕлхене юратни, ăна вĕренме, пĕлме тăрăшни чуна савăнтарать. Ку пулăм чăваш чĕлхи аталанасса, унăн ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шантарать.
  
Вăйă-конкурс материалĕсемпе çакăнта паллашма пулать: 
http://www.mixailov.21426s06.edusite.ru/p21aa1.html
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 675 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz