Юнкун, 25.12.2024, 22:05
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Категорире миçе материал: 45
Миçе материал кăтартнă: 26-30
Страницăсем: « 1 2 ... 4 5 6 7 8 9 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2021 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

çирĕммĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Нумай çул хушши тăван Трак енре халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе тунă сумлă ĕçсемшĕн, юрă-кĕвĕ ăсталăхне çÿллĕ шайра тытса пыма пултарнăшăн Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Культурăпа вулавăш ĕçне аталантаракан центр» муниципаллă бюджет учрежденийĕ çумĕнчи «Трак ен» юрăпа ташă халăх ансамблĕнче нумай çул хушши хастар ĕçленĕшĕн, халăх кĕвви-юррисен "Хавал" ушкăнĕн пайташне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн членне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне Алексеев Анатолий Петровича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2021 çулхи авăн  уйăхĕн 18-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнчи культурăпа кану çуртĕнче чаплă лару-тăрура ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                    /В.З.Константинов/


Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн 

2020 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин 

2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

вун тăххăрмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

  1. Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
  2. Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
  3. Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă пултарулăх характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

  1. 2020 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынна парас:

    Архипова (Александрова) Ольга Александровна педагога, фольклориста тата общество хастарне, Чăваш Республикинчи А.Ф.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреатне (1998), Пĕтĕм чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ наци премийĕн лауреатне (2015) 2019 тата 2020 çулсенче Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче Чăваш енпе Трак тăрăхне тата ун çыннисене мухтакан статьясем кун çути кăтартнăшăн тата юлашки вăхăтра пичетленнĕ «Кун-çул таппи» историпе краеведени очеркĕсен пуххи (2020), 2021 çулта «Чун-чĕре юррисем» юрӑ пуххи, «Çунатлан, чӗрем» сӑвӑ пуххи кун çути кăтартнăшăн тата юрӑ пуххин «Вĕçет хур кайăк...» электронлă дискне хатӗрлесе кăларма пултарнăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

  1. 2020 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреата Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслава 2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти ĕçпе юрă уявĕнче – Акатуйра  ирттерес.

                Комисси председателĕ:                    /В.М.Михайлов/

                Комисси членĕсем:                          /И.А.Прокопьев/

                                                                          /В.З.Константинов/

01.06.2021


Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

вун тăххăрмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Нумай çул хушши тăван Трак енре халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе тунă сумлă ĕçсемшĕн, юрă-кĕвĕ ăсталăхне çÿллĕ шайра тытма пултарнăшăн Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Культурăпа вулавăш ĕçне аталантаракан центр» муниципаллă бюджет учрежденийĕ çумĕнчи «Трак ен» юрăпа ташă халăх ансамблĕн хастар пайташне Яковлев Николай Геннадьевича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2021 çулхи çĕртме  уйăхĕн 12-мĕшĕнче районти Акатуйра ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                   /В.З.Константинов/


Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2021 çулхи нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

17-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чăваш халăхĕн ăс-хакăл ăсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха  аталантарнăшăн» медальне çак уйрăм çынна парас:

Педагогика ĕçĕнче, сăн ÿкерÿ, капăрлăх тата хушăм ал ĕç пултарулăх енĕпе нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, район культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреатне Матвеев Иван Петровича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2021 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче  ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                   / В.З.Константинов/

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Миçе çын пăхнă: 135 | Author: Аксар Чунтупай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 04.03.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2020 çулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

16-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать: Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха  аталантарнăшăн» медальне çак уйрăм çынна парас:

Чăваш пичетĕпе журналистика ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха материалсемшĕн тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçине Владимир Захарович Константинова «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнче  ирттерес.

 

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                /В.М.Данилов/

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Миçе çын пăхнă: 144 | Author: Аксар Чунтупай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.01.2021 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz