Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2021 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
çирĕм иккĕмĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Константинов В.З., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1985), Чăваш халăх академикĕ, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, М.П. Тинехпи тата Н.К. Янкас Премийĕсен лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:
Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕн администраци пуçлăхне Александр Николаевич Кузнецова Трак енри культурăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе тунă сумлă ĕçсемшĕн, тăван районти ялсемпе тăрăхсене илемпе хăтлăх кĕртес енĕпе тăрăшулăх кăтартнăшăн, район чысне-сумне республикăмăр умĕнче тивĕçлĕ шая çĕкленĕшĕн Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2021 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейски ялĕнчи культурăпа кану çуртĕнче чаплă лару-тăрура ирттерес.
Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/
Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/
/В.З.Константинов/
|