|
Категорире миçе материал: 20 Миçе материал кăтартнă: 6-10 | Страницăсем: « 1 2 3 4 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Темскер кĕтетĕн эс манран. Тем йăлăнатăн тилмĕрсе... Шухăшусем те шухă сан Виçесĕр выçă куçусем. Тăванăм, ытлашши ан çун, Упра эс кăмăл туртăмне. Пурнăçра чарусăр чун Ир çухатать хăй ăшшине.
|
Кимĕ хатĕр. Çирĕп лар эс. Хумсенчен те ан çӳçен. Ĕмĕт пирĕн пултăр парăс, Туслăх пултăрччĕ кĕсмен. Урăм-сурăм çил тухсассăн, Вăхăт пулмĕ, тен, канма, — Эпĕ ишĕп... Ывăнсассăн — Пулăш эсĕ те мана.
|
Эсĕ сар хĕвел пулсан, Çăлтăр çеç пуласчĕ ман. Çăлтăр çеç пуласчĕ ман, — Çумăнта куллен, ялан Çутăлса тăрасчĕ ман. Эсĕ çӳллĕ ту пулсан, Пулаясчĕ пĕлĕт ман, Пулаясчĕ пĕлĕт ман, — Шăрăхпа усăнасран Хăтарасчĕ сана ман. Эс пылак çеçке пулсан, Пулаяс пыл хурчĕ ман, Пулаяс пыл хурчĕ ман. Пĕр сана кăна ялан Тутлăн чуп тăвасчĕ ман. Эс хаяр кăвар пулсан, Сивĕ шыв пуласчĕ ман. Пăрлă шыв пуласчĕ ман, — Тĕлкĕшсе кĕл пуласран Хăтарасчĕ сана ман.
|
Хумхантарать йĕкĕтсене Тӳп-тӳрĕ пӳ, тăп-тăпăл пӳ... Тен, ахаль мар хапха умне Çурта пек хурăн лартрăн пуль, Юратнă тусăм? Çырла питсем! Вĕсем çине Ӳкеççĕ ют куçсем ялан... Тен, ахаль мар крыльца умне Лартса ӳстертĕн пуль палан, Юратнă тусăм? Кăвак куçсем! Çамрăк чĕрем Хăрать вĕсем тĕс тăкасран... Тен, ахаль мар кăвак сирень Ӳстертĕн пулĕ пахчара, Юратнă тусăм? Кăчкă çӳçсем! Вĕсем çине Хăратăп эп юр çăвасран... Тен, ахаль мар сад варрине Сар хӳшĕ аврăн хăваран, Юратнă тусăм?
|
Симĕс-симĕс улăхра Пăс юхать — шăрçа тăкать. Шурăм пуçĕ тухăçра Вăй вылять, хĕвел тухать. Ялкăшса хĕвел тухать, Шетмĕ тăрăх хĕм тăкать, Шетмĕ тăрăх çул хывать — Ĕнчĕ-ылтăн çул хывать. Шетмĕ шывĕ тĕк тăрать, Кĕмĕл кăкăрĕ çине Çил анать те — кустарать Вĕтĕ-вĕтĕ хумсене. Ĕнтĕ ял та вăранать Канлĕ, тутлă ыйхăран. Васкаса утса анать Çăл патне пĕр хĕр туран. Чиперук, чиперук! Кун пек хĕр те пур, те çук, — Утти — акăш утти пек. Пĕвĕ — Шетмĕ хăви пек.
Колхозра çĕр çичĕ ут. Çăмарта пек утсемпе Çамрăк конюх та виç хут Анчĕ ĕнтĕ çăл патне. Çамрăк хĕр те — сисетре! — Виçĕ хут шыва анать. Шыв юхать, хăрах витре Тулнă ĕнтĕ — тăкăнать. Каччă меллĕн шăхăрать — Шыв ĕçеççĕ учĕсем. Ну-и чăрсăр та вара Каччăн харсăр куçĕсем! Тутипе хăй шăхăрать, Куçĕпе хĕре сăнать. Тем юсать хĕр тутăра, Хĕрелет хĕр — вăтанать. Хĕрелет хĕр — пăлханать. Юн çунать, вылять питре. Шыв юхать, хăрах витре Тулнă ĕнтĕ — тăкăнать... Шартлатать ак калитке — Çăл патне анать инке. Хĕр йăтать витрисене: — Тух эппин, — тет, — каçхине. Чиперук, чиперук! Кун пек хĕр те пур, те çук, — Утти — акăш утти пек, Пĕвĕ - Шетмĕ хăви пек. Каччă меллĕн шăхăрать — Тулхăраççĕ учĕсем. Каччă хĕрĕ хыçĕнчен Честь парса юлать: — Юрать! Ĕнтĕ ял шавлать, йăслать. Грузовик таçта васкать — Улăх тăрăх ыткăнать. Улăх — Сывлăмне тăкать.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 18 Хăнасем 18 Юзерсем 0 |
!--
|