Юнкун, 27.11.2024, 03:19
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем

Категорире миçе материал: 20
Миçе материал кăтартнă: 16-20
Страницăсем: « 1 2 3 4

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Чĕрӳ, сăвăç, сан — тăмра,
Йĕс хĕлĕх — юн çулĕ,
Тăмраçă — ăс-хакăл.
 
Анчах янкăс кĕвĕре
Хальхи харсăр тапхăрта
Пирĕн çук-ха гени.
 
Килмен чеп-чечен хирĕ,
Ӳсмен хурçă заводра
Çĕнĕлле «Евгений».
 
Пире ĕмĕр ĕмĕртет
Кун-çулне — виçеллĕ,
Пурнăçне — тăкаксăр,
Çавăнпа ку ĕмĕрте
Кам сенкейĕ меллĕн,
Ун ĕç юлĕ хаксăр.
 
Хурçă ĕмĕр хӳмĕнче,
Халь утар-ха тимлĕн,
Пурнăçпа пĕр харăс.
 
Вара пурнăç умĕнче
Пирĕн кĕвĕ имлĕн
Тин юхма пултарĕ.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 426 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пире хирĕç юпасем
Ăмăртсах чупаççĕ.
Уй-хир тумшĕн куçăмсем
Ман каçсах каяççĕ.
 
Эх, илемлĕ-çке уй-хир
Çимĕçпе ларсассăн.
Ясмăк,
левер,
Сĕлĕ,
Вир,
Ав, иртеççĕ кассăн...
 
Вут-пăс туртнă хурçă лав
Малаллах васкасшăн,
Хресченсем те, курăр, ав,
Çĕнĕ хир тăваççĕ.
 
Сакăр пусăллă уй-хир...
Паллă, ял çĕнелнĕ.
Çĕнĕ пурнăç тилхепи
Кунта, чăн, чĕнленнĕ.
 
Хурçă лав пек вут-вăйсем
Халь уй-хир те кӳрнĕ.
Ав лерех колхозниксем
Хурçă трактор кулнĕ...
 
Кантăк тĕлпе юпасем
Вĕлт! те вĕлт! иртеççĕ.
Пуçăмра ман шухăшсем —
Ял,
Хула тивлечĕ.
 
Хапрăк-савăт труписем
Халь таçта та хĕмлĕ.
Вăй-халтан ĕçлекенсем
Çĕнĕ ĕçшĕн тимлĕ.
 
Эп вĕт хам та ĕçлекен,
Ĕçпелех вĕретĕп.
Пичет ĕçшĕн кунсерен
Хута тĕрĕлетĕп...
 
Хурçă савăт,
Çеçен хир,
Сирте çук асаплăх.
Пичетле,
Хăть тырă выр -
Маншăн ĕç сăваплă.
 
Эх, илемлĕ хир чĕрçи
Çимĕçпе ӳссессĕн -
Ясмăк,
Вика,
Вир,
Пăрçи
Куç умне ӳксессĕн.
 
Ешĕл улăх,
Уй-хир,
Ял,
Маншăн эсĕр —
Ылтăн.
Хурапа ял, алран ал
Пер çул тытăр хыттăн.
 
Урăх юхмĕ хир, сăрт-вырăн
Юнлă тар-куççулĕ.
Кĕç хирех килсе çывхарĕ
Хурçăланнă кӳлĕм...

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 424 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Тулли кĕмĕл уйăх
Тахçанах çăвать
Сĕмлĕхпе хупланнă
Лăпкă çĕршыва.
 
Çавал шывĕ — тĕкĕр —
Ĕмет тӳпене.
Çыран тăрăх вĕтлĕх
Чӳхет кăтрине.
 
Акă унăн ешĕл
Кипки ăшĕнче
Сасăсем çĕкленчĕç
Кăвайт кутĕнче.
 
Тăлăпа çӳреççĕ
Унтах лашасем.
Тинкĕл-тинн! юхаççĕ
Шăнкрав сассисем.
 
Кĕçех юрă тăсрĕ
Пĕри ушкăнтан.
Вĕтлĕх ахăлтатрĕ
Таврара — ян-янн...
 
Акă ахăр сасă,
Вĕтлĕхрен тухса
Çавал шывĕ тăрăх
Вĕçрĕ улăха.
 
Çурхи улăх лăпкă,
Сывлăшпа — таса.
Вăл хирех ăсатрĕ
Вĕтлĕхри сасса...
 
Тулли кĕмĕл уйăх
Паçăрах çăвать
Сĕмлĕхпе хупланнă
Лăпкă çĕршыва...
 
Çаплах улăх, хирĕ
Саспа чӳхенет.
Хĕлхемлĕ кăвайчĕ
Çунать те сӳнет...

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 435 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Темскер кĕтетĕн эс манран.
Тем йăлăнатăн тилмĕрсе...
Шухăшусем те шухă сан
Виçесĕр выçă куçусем.

Тăванăм, ытлашши ан çун,
Упра эс кăмăл туртăмне.
Пурнăçра чарусăр чун
Ир çухатать хăй ăшшине.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 380 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Кимĕ хатĕр. Çирĕп лар эс.
Хумсенчен те ан çӳçен.
Ĕмĕт пирĕн пултăр парăс,
Туслăх пултăрччĕ кĕсмен.

Урăм-сурăм çил тухсассăн,
Вăхăт пулмĕ, тен, канма, —
Эпĕ ишĕп... Ывăнсассăн — 
Пулăш эсĕ те мана.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 465 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1-5 6-10 11-15 16-20


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz